Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыраттарса (тĕпĕ: ыраттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак йывӑр шухӑш унӑн чунне калама ҫук ыраттарса пӑчӑркарӗ.

Мысль об этом тяжким бременем ложилась на его душу.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов чӗрине тем ыраттарса кайрӗ.

Что-то кольнуло Огнянова в сердце, точно змея укусила.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темиҫе кун, темиҫе ҫул хушши чӗре патне вӗри юн хӑваланӑ, чӗрене кӳрентерсе, кӳлештерсе, ыраттарса тӑнӑ япаласем халӗ, Тимофей вилнӗ хыҫҫӑн пурте таҫта аякка, ӗмӗр каялла таврӑнмалла мар кайрӗҫ.

Все, что волновало его долгие дни и годы, все, что гнало когда-то к сердцу горячую кровь и заставляло его сжиматься от обиды, ревности и боли, — все это со смертью Тимофея ушло сейчас куда-то далеко и безвозвратно.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӑйне чыша-чыша пӗтӗм аллӑмсене ыраттарса пӗтертӗм, вӑл ҫапах хӑнк та тумасть!..

— Все руки об него прибила, а ему хучь бы что!..

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темле хӑрушлӑха тимлӗн те вӑраххӑн кӗтсе тӑни сисӗм-туйӑма ыраттарса каять, вӑл выльӑхӑн суккӑр чӗрине ҫинҫе йӗпсемпе чӗрмелет.

Подозрительное ожидание опасности медленно питается чувством раздражения, оно тонкими иглами царапает слепое сердце животного.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Арпашӑнса ларакан нумай хутлӑ ҫуртсем хушшинче ҫав йӗс ҫынсем тӑлӑх-турат пек тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫӳлӗ стенасем ӳкернӗ сулхӑнта карликсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен таврашӗнчи ухмахла пӑтрашса тӑракан пурнӑҫра пӗтӗмпех ҫухалса кайнӑ; вӗсем ҫурма-суккӑрскерсем хӑйсен ури айӗнче ҫынсем тем шыраса кӗшӗлтетнине, чӗрисене ыраттарса, хурлӑхлӑн пӑхса тӑраҫҫӗ.

Эти бронзовые люди мертвы и одиноки в сетях многоэтажных домов, они кажутся карликами в черной тени высоких стен, они заплутались в хаосе безумия вокруг них, остановились и, полуослепленные, грустно, с болью в сердце смотрят на жадную суету людей у ног их.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Юрра тӑвӑр, вӑл чул стена ҫумне пырса ҫапӑнать, йынӑшать, йӗрет, чӗрене лӑпкӑн ыраттарса кӑтӑклать, унӑн кивӗ суранӗсене чӗрре кӗртет, хуйха вӑратать…

песне тесно в ней; она бьется о камень стен, стонет, плачет и оживляет сердце тихой щекочущей болью, бередит в нем старые раны и будит тоску…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Чӗре патне капланнӑҫемӗн капланса пырать те, кайран ак ҫак тӗлелле ыраттарса кайса, чӑтма та памасть…

К сердцу всё это так подкатывает, подкатывает, а потом как подхватит, значит, вот в это самое место, как подхватит, так и… того…

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Енчен енне ҫаврӑннӑ чух, е йывӑррӑн сывланӑ самантра сулахай енчен темӗн ыраттарса чиксе илет, ун пек чухне вара сывлама та йывӑр.

Только когда он поворачивался или сильно вздыхал, в левом боку поднималась острая, колющая резь, отчего трудно становилось дышать.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ те, чӗрене ыраттарса пулсан та, май пур, ун вырӑнне кайран: ма пӑрахрӑм-ши, тесе ылханатӑн.

Еще есть возможность теперь, хотя с болью, зато после не будешь клясть себя, зачем не расстался?

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ кунта, хваттер пирки асапланса выртса, ҫурӑма, аякӑмсене ыраттарса пӗтертӗм.

Я тут спину и бока протер, ворочаясь от этих хлопот.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл мӗн пирки те пулин чӗрине ытлашши ыраттарса шухӑшланине ҫынсем курман; ывӑннӑ чӗри ӑна намӑслантарса кӳрентермен пулас; чунӗ ыратман; йывӑр килсен те аптраса ӳкмен вӑл, ҫӑмӑллӑн ирттерсе янӑ.

Не видали, чтоб он задумывался над чем-нибудь болезненно и мучительно; по-видимому, его не пожирали угрызения утомленного сердца; не болел он душой, не терялся никогда в сложных, трудных или новых обстоятельствах, а подходил к ним, как к бывшим знакомым, как будто он жил вторично, проходил знакомые места.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Дуняшӑпа иксӗмӗр мӑнтӑрскерне туртса ҫыхатпӑр та, виҫӗ кун хушши алӑ хускалмасть: йӑлтах ыраттарса пӗтеретпӗр!

А как станем с Дуняшей тушу-то стягивать, так руками после дня три делать ничего нельзя: все обломаешь!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑҫта кӑна пулмастӑп эпӗ, йӑпанас-лӑпланас тесе, мӗн-мӗн кӑна тума тӑрӑшмастӑп пулӗ, — ман мӗнпур шухӑш Олеся сӑнарӗ тавра ҫаврӑнать, пӗтӗм ӳтӗм-пӗвӗм ун енне ӑнтӑлать, унӑн ниме тӑман сӑмахне, пӗр-пӗр паллах мар хусканӑвӗпе куллине ҫех хӑшпӗр чух аса илни те ман чӗрене кашнинчех шӑппӑн та пылаккӑн хӗссе, ыраттарса каять.

Где бы я ни был, чем бы ни старался развлечься, — все мои мысли были заняты образом Олеси, все мое существо стремилось к ней, каждое воспоминание об ее иной раз самых ничтожных словах, об ее жестах и улыбках сжимало с тихой и сладкой болью мое сердце.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Чӑнах-и? — савӑнса кайрӗ Женя ку таранччен чунне ыраттарса тӑнӑ кӗвӗҫӳ лапах сӳннине туйса.

— Правда? — обрадовалась Женя и почувствовала, как вспыхнувшая было в ее душе ревность угасла.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мӗн усӑсӑр урасене ыраттарса ҫӳрес?

Что ж понапрасну бить ноги?

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сывпуллашнӑ чух тусӑм алла ыраттарса чӑмӑртани ирте пуҫларӗ.

Рука у меня медленно отходила после крепкого, до боли, прощального пожатия друга.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Е ултав та мар-и, ку халӗ маншӑн пурпӗрех, пӗр шухӑш ҫеҫ мана кӑштах ыраттарса тӑчӗ — халь вӑл Саня пирки калӗ-ши, е аван мар пулӗ-ши ӑна.

Или не ложь — это теперь было для меня безразлично, только одна мысль слабо кольнула меня — что это коснётся Сани или будет ему неприятно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нумайччен пуҫа ыраттарса ҫӳрерӗм: мӗн кирлӗ-ха ҫав тӗлӗнтермӗш ҫынна?

Я долго ломала голову: что надо этому странному и любопытному человеку?

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Савельич ман ҫинелле пит те тарӑнан, чунне ыраттарса, пӑхса илчӗ те укҫа патне утрӗ.

Савельич поглядел на меня с глубокой горестью и пошел за моим долгом.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней