Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пуҫне вӑл аялалла пӗшкӗртнӗ, сӑмси шӑтӑкӗсем ҫӗр ҫумӗнчен вӗркӗч пек икӗ пайӑрка тусан кӑларса пыраҫҫӗ, хӑйӗн вӑйне виҫсе пӑхма сӗнет тейӗн ҫав.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Семушкин кӳреннӗ пек пулчӗ, ҫавӑнтах кӑмӑл пуррисене тыркас шӑтӑкӗсем патне пытанса выртса, унӑн капкӑнӗсем мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеме сӗнчӗ.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл тыркас шӑтӑкӗсем патне лартма хӑй шухӑшласа тунӑ капкӑнсене кӑтартрӗ.Он показал ловушки и капканы собственной конструкции, расставленные около сусличьих нор.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ҫакӑн пек картинӑна куҫ умне кӑларса пӑхар: карап ҫинче болтсен шӑтӑкӗсем, пушкӑсен порчӗсем вырӑнне снарядсем сиенленӗ шӑтӑксем пулма пултарнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сылтӑм борт ҫинче ӗҫленӗ чухне сулахай енче плитасене ҫирӗплетмелли болтсен шӑтӑкӗсем уҫах тӑнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Три святителя» ятли вара, шӑтӑкӗсем пысӑк пулин те, вилӗме парӑнасшӑн пулмарӗ.Только корабль «Три святителя», несмотря на пробоины, не тонул.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗр хапхи Куликово уйне тухать, тепри пушӑ вырӑна тухать, унта йывӑҫ тӗмӗсем, тарантул шӑтӑкӗсем тата пысӑках мар, анчах питӗ пуян шӑтӑк пур.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрре ҫак Ромка аслӑ класра вӗренекенсемпе пӗрле хӳтлӗх шӑтӑкӗсем чавнӑ, хӑйсем патне, ӗҫленӗ ҫӗре тем пысӑкӑш плакат ҫапса хунӑ: «Цель оправдывает средства», «Ц» саспалли ҫумне хӗрлӗ карандашпа хулӑм патак лартса ярать, вара «Шель оправдывает средства» пулса тӑрать.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑмси шӑтӑкӗсем унӑн карӑнчӗҫ, ытла ҫиленсе кайнипе пуҫ тӳпинчи кӑвак ҫӳҫ: пайӑрки те чӗтренсе илчӗ.У него раздулись ноздри, и седой хохол на голове затрясся от негодования.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫҫӗн — Юра малтан, хӗрсем хыҫалтан йӑтса — носилкӑна ҫаплах тӗтӗмпе йӑсӑрланакан, ҫурхи шывпа тулакан бомба шӑтӑкӗсем урлах самолёт патне ҫӗклесе пынӑ чух, Алексей шинель ҫанни вӗҫӗнчен курӑнакан пӗчӗк те ҫирӗп алӑ ҫине юратсах пӑхрӗ, вӑл носилка аврине хытӑ ҫатӑрласа тытнӑ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн таса мар сӑмси шӑтӑкӗсем хуллен пӗрӗнсе сарӑлнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн пӗчӗк пӳрнисем тӗлӗкре шӑхлич шӑтӑкӗсем тӑрах чупкаланӑ пекех выляса тӑнӑ.Маленькие пальцы шевелились во сне, как будто перебирали скважины свирели.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шӑтӑкӗсем алӑран вӗҫерӗнсе кайнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тӗтӗмпе йӑсӑрланакан сарӑрах хӗрлӗ воронкӑсем — снарядсемпе бомбӑсен шӑтӑкӗсем тавра тымарӗпех кӑкласа пӑрахнӑ хырсем, автомобильсен тӗрлӗ тесле ванчӑкӗсем, ҫунса кайнӑ тата йӑсӑрланакан шинеллӗ нимӗҫ виллисем выртнӑ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вил тӑпри шӑтӑкӗсем алтнӑ май ҫӗр лаптӑкӗпе виҫеллӗ усӑ курни те кирлӗ.
Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/
3. Вара, кам мӗнле пултарнӑ пек, ҫӗмӗрнӗ хӳме шӑтӑкӗсем витӗр тухӑр, ҫуртӑрсенчи мӗнпур япалӑра пӑрахса хӑварӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.