Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑршипе (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паллаймастӑн-и? — ҫулӑм пек хӗрлӗ ҫӑмлӑ сарлака аллине ҫывӑхах пырса тӑсрӗ вӑл, ӑшран ҫунса тухакан хӑватлӑ эрех шӑршипе сывласа.

— Не угадаешь? — спросил он, подъезжая вплотную, протягивая широкую, покрытую огненно-красными волосами руку, крепко дыша запахом водочного перегара.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ачан куҫҫульпе тӗтреленнӗ куҫӗнчен пӑхнӑ май, ун ҫине сӑмакун шӑршипе сывлас мар тесе, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Он заглянул в затуманенные слезами детские глаза, сдерживаясь, чтобы не дохнуть в лицо сынишки самогонной вонью.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична кантӑк уҫса хучӗ — чӗрӗ юнӑн йывӑр шӑршипе краҫҫын ҫуннӑ шӑршӑ ҫапса лартнӑ курницӑна ҫуллахи ирӗн чуна ҫӗклентерекен уҫӑ та сивӗ сывлӑшӗ юхса кӗчӗ.

Ильинична распахнула окно — в горницу, напитанную тяжким духом свежей крови, запахом сгоревшего керосина, хлынул бодрящий, свежий и резкий холодок летнего утра.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Картишӗнче сарайсен хӗрсе кайнӑ тимӗр ҫивиттийӗсен вӗри шӑршипе этем тарӗн йӳҫек шӑрши кӗрет.

Во дворе жарко пахло раскаленными железными крышами сараев и людским едким потом.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр эрне ырма пӗлмесӗр пулӑ тытнӑ хыҫҫӑн кӗпипе шӑлаварӗ чӗрӗ пулӑн сӳрӗле пӗлми шӑршипе касӑлса ларчӗ те, юлашкинчен Аникушка тем парсан та унпа пӗр ҫӗрпӳртре ҫӗр каҫма килӗшмерӗ:

За неделю безустального рыболовства рубаха и шаровары его настолько пропитались невыветривающимся запахом рыбьей сырости, что Аникушка под конец наотрез отказался ночевать с ним в одной землянке, заявив:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑннӑ кӗпе-йӗмрен юхан шыв шӑршипе хир чечекӗнни пекрех тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

От мороженого белья пахнет пресной свежестью речной воды и еще чем-то, похожим на тонкий аромат дикого полевого цветка.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Казаксем ӑна Пруссипе Буковинӑран тытӑнса Дон ҫеҫенхирӗсем таран хӑйсемпе пӗрле ҫӳретрӗҫ, вӑл вара, кавалери чаҫӗн сирӗле пӗлми шӑрши, ҫуралнӑ кил шӑршипе пӗрех чуна ҫывӑх та тӑван пулчӗ.

Казаки пронесли его по всем дорогам от Пруссии и Буковины до донских степей, и он, нерушимый душок кавалерийской части, был столь же близок и знаком, как и запах родного куреня.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ.

Они молча постояли в темном проулке и так же молча пошли в степь, манившую безмолвием, темнотой, пьяными запахами молодой травы.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ладан, пӑнтӑх, ҫӗрӗк шӑршипе ватӑ ҫыннӑн таса мар шӑрши тӳрех ун сӑмсине кӳ! ҫапрӗ.

Запах ладана, плесени и гнили, запах старого неопрятного человека густо ударил ему в ноздри.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирӗлнӗ хура тӑпран авалтанхи шӑршипе ҫамрӑк курӑкӑн ӗмӗр ҫӗнӗ шӑршине ҫӑран сӑрхӑнтаракан ҫеҫенхир, кӑштах симӗсленнӗскер, хӑйӗн пӑхса ытарма ҫук илемӗпе чуна эпеклесе илӗртрӗ.

Несказанным очарованием была полна степь, чуть зазеленевшая, налитая древним запахом оттаявшего чернозема и вечно юным молодой травы.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килте ӳстернӗ табакӑн йӳҫек шӑрши нӳрелсе лӗчӗркеннӗ атӑсен йывӑр шӑршипе хутӑшса ирӗлет.

Горьковатый самосад растворялся в острой вони отсыревших сапог.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр каҫиччен шӑнса хытнӑ шӑм-шак ирӗлсе пынӑҫемӗн тӑвар тутиллӗ юн шӑршипе вилнӗ ҫыннӑн утмӑл туратӑнни майлӑ ӑша лӗклентерекен пылак шӑрши ытларах та ытларах сисӗнсе тӑрать.

И чем больше отходило промерзшее за ночь тело, — резче ощущался соленый запах крови и приторно-сладкий васильковый трупный дух.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ревкомӑн малти пӳлӗмӗ табак тӗтӗмӗн, ут хатӗрӗсен, ирӗлнӗ юрӑн ҫӑра шӑршипе тулса ларнӑ.

В передней ревкома густо воняло табаком, конской сбруей, талым снегом.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳрт ӑшчикки тӳрех салтак пурнӑҫӗн наркӑмӑш пек йӳҫек сывлӑшӗпе, этем тарӗн, табакӑн, йӳнӗ супӑньпе пӑшал ҫӑвӗн уйрӑлми хутӑшса кайнӑ шӑршипе, — инҫетри ҫулсен шӑршипе тулса ларчӗ.

И сразу весь курень наполнился ядовито-пахучим спиртовым духом солдатчины, неделимым запахом людского пота, табака, дешевого мыла, ружейного масла — запахом дальних путин.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро тутине вӑрӑммӑн чалӑштарчӗ, шупка сарӑ куҫ харшисене сиктерсе илчӗ те, куҫӗсене тартса, хуралса кайнӑ, табак шӑршипе касӑлнӑ сӑмса тутри ҫине сӑмсине нӑшлаттарса шӑнкартрӗ.

Петро длинно покривил рот, шевельнул белесыми бровями и, пряча глаза, высморкался в грязную, провонявшую табаком утирку.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таптаса пӑтратнӑ юшкӑнлӑ ҫӗрӗн, шапа лӑймакин кӳкӗрт тутиллӗ шӑршипе ҫуса тасатнӑ, кӑштах ҫӗрӗшнӗ ҫӳҫе тымарӗсен пылак шӑрши ҫӗкленет…

Поднялся серный запах взвороченной илистой земли, тины, горький и сладостный дух омытых и сопревших корней верб…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий утнӑ ҫӗртех ҫав алӑ ҫине куҫне чалӑштарса пӑхрӗ, вербена шӑршипе хӗвел хӗртсе ӑшӑтнӑ хӗрарӑм ӳчӗн шӑршине ҫӑтнӑ май, хӑйне пӗчӗк ача пек телейсӗр те такам тӗрӗс мар, йывӑр кӳрентернӗн туйрӗ.

Листницкий, шагая, косился на эту руку, вдыхал запах вербены и нагретого солнцем женского тела и чувствовал себя по-детски глубоко несчастным, кем-то несправедливо и тяжко обиженным.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Садри улмуҫҫисем айӗнче — тигр тирӗ пек сарӑ йӑрӑмлӑ мӗлкесем; утар шӑршипе шӑрӑхра типсе кайнӑ ҫӗр шӑрши кӗрет.

В саду под яблонями — тигровые пятнистые тени, пахнет пчельником, выгоревшей землей.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳлӗм тӳрех салтак пурнӑҫӗн хӗрхӳ шӑршипе тулса ларчӗ.

Сразу наполнил комнату прогорклым запахом солдатчины.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалтан вӗсен ҫурӑмӗсем ҫине шанма пуҫланӑ армутин типӗ шӑршипе ӑшшине сарса, каҫ сӗмӗ сывлать.

Сзади сухим теплом и запахом вянущей полыни дышала им в спины ночь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней