Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӑрансем ҫинчи чечексен ырӑ шӑршипе пӗрле ҫурхи шӑрӑх чӳречерен кӗрет, Алексейшӗн пулсан, тулта хӗл, ҫил-тӑман пулнӑ пек туйӑнать; вӑл сивӗ чухнехи пек ҫӳҫенсе ларчӗ, тӑлӑха тӑрса юлнӑ пек, кабинетран васкасах тухса кайрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Чи кирлӗ ҫимӗҫсене ҫеҫ ҫӑнӑх, тӑвар, консерв — юланутпа кӑна илсе килме пултарнӑ, ҫавӑнпа та апат начар, кӑвайт ҫине хурса пӗҫернӗ ҫӑкӑртан лаша тарӗ шӑршипе тӗтӗм шӑрши кӗрет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ӑҫта? — кичеммӗн ыйтнӑ Яков, хӑйӗн хӗрарӑмӗ ытларах та ытларах ҫилленекен пулса пынине, чӗлӗм питӗ нумай туртнине тата йӳҫек тӗтӗм шӑршипе сывланине курса.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ирӗ сивӗрех, сывлӑмлӑ пулнӑ; тул ҫутӑлас умӗнхи ҫил хаш та хаш тунӑ, симӗсрех ахах тӗслӗ пӗлӗт панулми шӑршипе сывланӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл, халӗ ҫак ҫурхи хӗвеллӗ кун пек, ешӗл курӑксемпе тата ҫулҫӑсемпе витӗнсе капӑрланнӑ, хурӑнсен тата ылтӑн тӗслӗ турачӗсене сенкер пӗлӗтелле ҫӗкленӗ ҫамрӑк хырсен шӑршипе тулнӑ ҫӗр пек ҫуталса, ялкӑшса ҫеҫ ларнӑ, — ҫуркунне кӑҫал ир килнӗ, ӑшӑ пулнӑ, ҫӗмӗртсемпе сиреньсем чечек сарма та ӗлкӗрнӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл Петра мӑйӗнчен ҫирӗппӗн ыталаса илчӗ, ун ҫине ӑшӑ эрех шӑршипе сывласа, ӑна тутлӑ, ҫыпӑҫакан тутисемпе чуптурӗ, анчах Петр, чуптума ӗлкӗреймесӗр, сывлӑша чаплаттарса илчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӑлханнипе, эрех-сӑрасен йӳҫӗ шӑршипе тата икӗ стакан чашкӑракан цымлянски эрех ӗҫнипе Петра хӑй пачах ӳсӗрӗлсе кайнӑ пек туйӑнать, вӑл ҫакна хӗрӗ сисесрен хӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах юмӑҫ карчӑкӗ Баймаковӑна хӑйӗн эмел курӑкӗсен ҫӑра шӑршипе тулнӑ тӗттӗм пӳлӗмӗнчен ӑсатса кӑларса янӑ чухне: — Асту: ухмахсен ӗҫӗ юмахсенче ҫеҫ ӑнӑҫуллӑ пулать… — терӗ пулин те, юмӑҫ карчӑкӗн сӑмахӗсем Баймаковӑна пӗртте лӑплантармарӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ют ҫын шӑршипе тӑвӑнса, йытӑ хапха патнелле харлатса пычӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӳртне, ӳсӗрскер, пырса кӗрсенех эрех шӑршипе лӑк тултарчӗ.
Ӗненӳсем улшӑнни // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 117–119 с.
Сентябрь уйӑхӗнчи ытарайми кунра гимназирен киле таврӑнма пит хавас: елккен садсем тӗксӗм хӗрлӗ сӑрӑпа сӑр-ланнӑ, сывлӑш пиҫсе ҫитнӗ панулми тата кӑшт йӳҫӗрех астрӑсен шӑршипе тулнӑ.
Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Пӗтӗм ҫурчӗпех йод шӑршипе темӗнле аван мар, йывӑр шӑршӑ сарӑлнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хӗвелпе ӑшӑнса ҫитнӗ сывлӑшра тӗрлӗ-тӗрлӗ шӑршӑ хутӑшса кайнӑ: пӗтнӗк шӑршипе хуратул шӑрши те пур, курӑксемпе чечексен шӑрши те кӗрет.В нагретом воздухе смешивались все запахи: пахло мятой, гречихой, травой и цветами.
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Шыв курӑкӗсен шӑрши тата пӗтнӗк шӑршипе хутӑшса кайнӑ сухӑр шӑрши кӗрет.Пахнет речной водой и водорослями, запах мяты смешивается с запахом хвои.
12 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пӗр шухӑшсӑр, каҫ шӑплӑхӗпе, ҫулҫӑсен ырӑ шӑршипе савӑнса крыльца ҫинче лартӑм.
Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӑйне астӑвассах вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсе тата шӑпах тинӗс хӗрринче ларакан хӑйсен ҫуртне астӑвать; яланхи ҫав тинӗсӗн нӳрлӗ сывлӑшӗпе, тинӗс шӑршипе хутӑш, пристань ҫинчи сӑмалаллӑ канатсен сӳс-пӑявсен тата ҫӗр кӑмрӑк тӗтӗмӗн шӑршисемпе сывланӑ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл, тин кӑна юн шӑршипе сывланӑ хыҫҫӑн, икӗ сехет мӗн тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, ҫав тери хаваслӑн канса ларчӗ.
XV. Ҫӑра уҫҫине сехетпе пӗрле пӗр кӗсьене чикме юрамасть // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗлӗн ҫемҫе те салху шӑрши, — тинӗс чулӗсене пула нӳрленнӗ, анчах ытлашши ҫӗреймен ҫулҫӑсен шӑрши, — кӑкӑра ҫав тери уҫса ярать, вӑл ҫӗпре ярса лартнӑ чуста шӑршине аса илтерет, сывлӑшра ҫав шӑршӑ ҫывӑхри тинӗс шӑршипе пӗр хутшӑнмасӑр вӗрсе тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вара, вӑрман шӑршипе те тикӗт шӑршипе сывласа, лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кайран, вӑл Ивана качча кайсан, — чӑнах та, качча кайса нумай пурӑнман ӗнтӗ, ҫапах та телейлӗ каҫсем пулнӑ-ха вӗт, сарайӗнчи хушӑксем витӗр ҫӑлтӑрсем курӑннӑ, июньри каҫ ӑшӑ ҫу шӑршипе тулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.