Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахсем тата утнӑ сасӑ сӑртсем хушшинчи пек хытӑ янӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ пӗренесемпе хӑмасен вӑрман шӑрши металл шӑршипе хутшӑнать, ҫӳлӗксен ылтӑн тӗслӗ ҫийӗнче машинӑсен деталӗсем хурҫӑпа никель пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр вырӑнта тӑракан, тусан шӑршипе тулнӑ сывлӑш сивӗнмен-ха, нӳрленсе йывӑрланнӑ.Неподвижный, пахнущий пылью воздух не охладевал, но становился липким и тяжким.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫуррине усал хутпа, ҫуррине шупка хӗрлӗрех, чечеклӗ шпалерпа ҫыпӑҫтарса тухнӑ пӗчӗк пӳлӗмре герань шӑршипе махорка шӑрши хӑватлӑ пулнӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Амӑшӗ хӗпӗртесе кайрӗ, ун патне пырса, унӑн пысӑк хура аллине чӑмӑртарӗ, унтан тикӗт шӑршипе сывласа илсе калаҫма тытӑнчӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Рабочисем пурӑнакан слободка ҫийӗнчи тӗтӗм-сӗрӗмлӗ, ҫу шӑршипе тулнӑ сывлӑша чӗтрентерсе, кашни кунах фабрика гудокӗ янараса каять те, ӑна илтсенех шӑмшакне ыйхӑпа кантарайман тӗксӗм сӑнлӑ ҫынсем, хӑраса ӳкнӗ таракансем пек, пӗчӗк те тӗксӗм ҫуртсенчен урама чупса тухаҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Леш ырӑ шӑрша — чие шӑршипе калама пӗлмелле мар, тахҫан пулса иртнӗ, урӑх нихҫан таврӑнми ҫамрӑклӑх вӑхӑчӗсене аса илтерекен пӑлханчӑк шӑрша тепре туйса пӑхас тесе, старик кинне каллех чуп туса илчӗ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унӑн техӗмлӗ шӑршипе тӗсне ҫурҫӗрте пӗлеймеҫҫӗ-ха.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мастерскойсем ҫыран хӗрринче, юн шӑршипе урса кайнӑ каннибалсем пинӗ-пинӗпе вӗсене хупӑрласа пынӑ.На берегу были мастерские, и тысячи каннибалов, разъярённых запахом крови, окружали их.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сывлӑш чечексен тулли шӑршипе чӗтренсе тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗттӗм, ҫемҫе ҫӗр хӑйӗн хура тӗслӗ тӗттӗм пӗлӗчӗпе, хуллен шавлакан йывӑҫсемпе, ирӗк те таса сывлӑшӑн уҫӑ шӑршипе пӳлӗме пӑхрӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Икӗ тус Базаровӑн темӗнле медицинӑллӑ-хирурги шӑршипе йӳнӗ табак шӑрши сарӑлма ӗлкӗрнӗ пӳлӗмне кайрӗҫ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хуранӗсенчен пӑс тухать; яшкан тутлӑ шӑршипе хыр лӑссин шӑрши пӗрлешсе пӗтӗм таврана сарӑлать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗтӗм сывлӑша вӗсем ӗнӗк шӑршипе тултараҫҫӗ, пур ҫӗрте те юн пулать…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Колхозниксем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекенсем пекех вырнаҫнӑ: хыр айӗнче — чӗртнӗ сӑмаварсем тӗтӗм йӑсӑрлантараҫҫӗ, ҫакса янӑ котелоксемпе чугунсенче апат пиҫет; аш-какай шӑрши куҫа ҫиекен тӗтӗм шӑршипе хутшӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хуҫине йӗр шӑршипе тупассине шанса, Каштанка тротуара шӑршлама тытӑннӑ, анчах маларах темӗнле ҫын ҫӗнӗ резина калошпа иртсе кайнӑ та, хайхи йӗр шӑршисем тӑрӑх ҫапакан каучук шӑршипе хутӑшнӑ пирки нимӗн те уйӑрса илмелле пулман.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сасартӑках кӑмрӑк шӑршипе тулса ларчӗ сентябрь каҫӗ, смена хыҫҫӑн туртса янӑ табак тӗтӗмӗпе сайланнӑ евӗр, сӗтеклӗн ҫаврӑнса кайрӗ пуҫ, чӗрене ҫынсем лартса ҫӳрекен шахта урапи пилӗкҫӗр метра антарнӑ чухнехи пек чӗпӗттерсе-кӑтӑклантарса илчӗ, тус-тантӑшӗсен хулӑн сассисем шапӑлтатса кӗмсӗртетрӗҫ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫавӑнпа мар-и ҫӗр айне вӗҫсе кӗнӗ ҫуркунне шӑрши, газпа та йӳҫӗхсе ларнӑ кӑвакӑш шӑршипе хутӑшса пӑтрашӑннӑскер, сасартӑках куҫпа виҫсе илме ҫук анлӑ-анлӑ уҫлӑха ҫӗнӗрен тунсӑхланӑ, тилмӗрнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫӗр шӑршипе тулнӑ сывлӑш малтан, шутласа тӑнӑн, ҫил кӑларттарса ҫаврӑнакан лапаткасем умӗнче тӑхтав тунӑ пек пулчӗ, унтан, тем пысӑкӑш ҫӑварлӑ тӗттӗм те нӳрӗ кӗпҫене кӗрсе, штрексенелле ыткӑнчӗ, шахтерсен чӗрисенче хӗвелпе ҫӳллӗ-ҫӳллӗ тӗксӗм сенкер тӳпе еннелле канӑҫсӑррӑн сӗтӗрекен туйӑм хӑпартса, лавӑсемпе заводсенче ашкӑнма пуҫларӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑрман ҫӗрӗшнӗ юман хуппин йӳҫек те хӑватлӑ шӑршипе тулса ларнӑ.Горький, всепобеждающий запах сопревшей дубовой коры заполнял лес.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.