Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑхра (тĕпĕ: шӑплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шӑплӑхра вара Иван Алексеевич майӗпен, анчах ҫирӗппӗн хуравласа каларӗ:

И в тишине глуховато, но твердо прозвучал ответ Ивана Алексеевича:

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑма сарнӑ кӗпер ҫинче, ҫуркунннхи таса шӑплӑхра, унӑн сайран илтӗнекен ури сассисемпе ӑна хӑваласа ҫитме васкакан Наталья вӗтӗртетни янӑраса тӑчӗ.

По деревянному настилу мостка в прозрачной весенней тишине четко зазвучали его редкие шаги и отзвуки дробной поступи Натальи, поспешавшей за ним.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗрлехи канлӗ шӑплӑхра вӗсем шӑлӗсене ыйхӑллӑн кӑтӑртаттарни, хутран-ситрен чихлетсе сунаслани илтӗнет.

В полуночной сладкой тишине слышно было, как сонно поскрипывали они зубами, изредка чихали и фыркали.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инҫете вӗҫтерсе каять ҫил унӑн сассине, вӑл вара ҫӗрлехи шӑплӑхра хулӑн баслӑ хӗлӗхе темле асӑрхамасӑр пырса сӗртӗннӗ майлӑ вӑрахчен те салхуллӑн янӑраса тӑрать.

Ветром далеко пронесет его крик, и долго и грустно будет звучать он над степью, как ночью в тишине нечаянно тронутая басовая струна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑплӑхра мачча ҫумӗнчи эрешмен картинчен чӑлханса ларнӑ шӑна нӑйӑлтатни, хута кӑтӑртаттарса перо шуни тата суд членӗсенчен тахӑшӗ йывӑррӑн пашкаса сывлани илтӗнсе тӑрать.

В тишине звенела запаутиненная на потолке муха, скребло бумагу перо, да кто-то из членов суда сапно и тяжело дышал.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ниепле каласа ӑнлантармалла мар тӗлӗнсе хытса кайнӑ Христоня, асаплӑ шӑплӑхра тӗлӗрекен пӗтӗм вӑрмана янӑратса, хыттӑн кӑшкӑрса янӑ:

С ничем не объяснимым восторгом Христоня рявкнул на весь завороженно-молчаливый лес:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Залри шӑв-шав самантрах лӑпланчӗ, шӑна вӗҫни илтӗнмелле шӑплӑхра атаманӑн хӑйӑлтатарах тухакан хулӑн сасси уҫҫӑн илтӗнсе тӑчӗ:

В зале утих шум, в установившейся тишине четко зазвучал низкий, осенне-тусклый тембр атаманского голоса.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хускалми шӑплӑхра Иван Алексеевич верховнӑй главнокомандующи Корнилов чӗнсе ҫырнӑ телеграммӑна вуласа пачӗ.

В застойной тишине Иван Алексеевич вслух прочитал воззвание верховного главнокомандующего Корнилова.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗн пур шӑв-шава шыв сыпнӑ пек чӗмсӗррӗн тӑнлакан шӑплӑхра кашни сас-чӗвӗ уҫҫӑн янӑраса илтӗнет.

В ломкой пустозвучной тишине вечера был четок и выверенно-строг каждый звук.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тусем, сӑртсем тарӑн шӑплӑхра выртаҫҫӗ, умра ансӑр пир евӗрлӗ ҫул шуралать…

А вокруг — ни души, лишь степная тишина, нарушаемая стуком колес, да в глубоком молчании дремлют холмы и курганы, а впереди узким полотном белеет дорога…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫхи шӑплӑхра кустӑрмасем хытӑ шӑлтӑртатса, ыйхӑ тӗлӗшпе хӑрлатса вӗрекен йытӑсене вӑратрӗҫ.

В ночной тиши гулко гремели колеса, пугая сонных, хрипло лающих собак.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑнтӑрлахи шӑплӑхра ял вӗҫӗнчи пӳртсем умӗн иртекен сотня учӗсем урисене танклаттарса пусса пынӑ сасӑ кӑштах илтӗнет.

В полуденной тиши глухо гудел топот первой сотни, проходившей последние дворы деревни.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сивӗ шӑплӑхра кайӑкӑн вӑраххӑн сулланса пыракан ҫуначӗсем вӑшлатни витӗрех илтӗнет.

Отчетливо в морозной стыни слышен шелест медленных во взмахах крыльев.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Никам ҫук ҫӗрте, шӑплӑхра ывӑлӑма пӑхса ҫитӗнтерем тенӗччӗ, тӑшмана тавӑрмалӑх ӳстӗр тесеттӗм…

Думала, буду хоть в тишине растить на месть сына…

XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑшпӗр чухне ҫеҫ ҫак шӑплӑхра йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнсе каять, е тата тӗлӗрекен урамсем тӑрӑх ҫаплах-ха хӑйӗн пӳртне шыраса ҫӳрекен ӳсӗр Каленик сасси илтӗнкелет.

Изредка только перерывалось молчание лаем собак, и долго еще пьяный Каленик шатался по уснувшим улицам, отыскивая свою хату.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шӑплӑхра хуллен калаҫни илтӗнчӗ.

Среди тишины послышался тихий говор.

III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шӑплӑхра, чӑтма ҫук шӑрӑхра, тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑрать, вӗҫӗ-хӗррисӗр сеп-сенкер тӳпе вара, юратупа киленсе ӑнран кайнӑ евӗр, хӑйӗн тирӗк тӗпӗ майлӑрах авӑнчӑкӗпе ҫӗрелле ӳпӗннӗ те, ачашлӑхпа ҫепӗҫлӗх ӑшне путса, хӑйӗн сывлӑшлӑ ытамӗпе чипер пикене ыталаса илсе, хӑй ҫумне пӑчӑртаса ҫывӑрса кайнӑн туйӑнать!

когда полдень блещет в тишине и зное и голубой неизмеримый океан, сладострастным куполом нагнувшийся над землею, кажется, заснул, весь потонувши в неге, обнимая и сжимая прекрасную в воздушных объятиях своих!

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах ҫак сасӑсем пурне те пӑхӑнтарса тӑракан таврари шӑплӑхра кӑмӑллӑн та хӑвӑрттӑн сирӗлсе каяҫҫӗ.

Но все эти звуки легко и быстро поглощались той властной тишиной, какая торжествовала вокруг.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вара: отрядӑн малти хуралӗ вырнаҫнӑ лесник пӳртне ҫитичченех (кунта вӗсем чарӑнса кӑштах канма шутланӑ) вӑхӑт салху шӑплӑхра иртрӗ, вӗсем курнӑ ватӑ чӑрӑш патӗнче пулса иртнӗ юнлӑ тытӑҫун куҫ умӗнчен кайма-пӗлмен картини пулчӗ.

Весь остаток пути до избушки лесника, где находился сторожевой пост отряда и предстояла передышка, он прошел в угрюмом молчании, не в силах отделаться от навязчивой картины ночной кровавой схватки у старой ели.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Бригадӑсен станӗсенче ҫынсем ҫук-ха, тасатса шыв сапнӑ йӗтемсем ҫине халь анчах тарасасем илсе килнӗ, васкавлӑн тунӑ ӳплене тырӑ виҫекен вырнаҫнӑ; юсаса тасатнӑ ҫулсем тӑрӑх тырӑ тиенӗ грузовиксем тусан мӑкӑрлантармаҫҫӗ-ха, хӑмӑл ҫинче те ҫӗмелсем чӑпарланмаҫҫӗ, анчах тырӑ вырмалли вӑхӑт ҫывӑххи ӗнтӗ пур ҫӗрте те: уй-хир пӗтӗмпех сарӑ тӗспе сӑрланнинче те, шӑрӑх пӗлӗтре те тата тӑрисен сасси ҫеҫ пӑсакан нихҫан пулман темле уйрӑмла шӑплӑхра та палӑрать…

Бригадные станы еще безлюдны, на расчищенные и смоченные водой тока только что привезены весы, а в наскоро сделанном балагане поселился весовщик; по исправным, подчищенным дорогам еще не пылят с зерном грузовики и не рябеют по жнивью копны, а уже во всем — и в обилии желтых красок, и в знойном небе, и даже в той особенной, неповторимой тишине, которую нарушают лишь жаворонки, — уже чувствуется близость косовицы…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней