Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшӗ (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Тӳрӗ ҫынсен ӗмӗчӗ — ырӑ тӑвасси, усал ҫынсен шухӑшӗ — ҫиллипе тӑвӑнасси.

23. Желание праведных есть одно добро, ожидание нечестивых - гнев.

Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн, вӑл каллех ҫӗре кӗрет: ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет.

4. Выходит дух его, и он возвращается в землю свою: в тот день исчезают [все] помышления его.

Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Унӑн хӑвачӗ чакса пырӗ, хӑй тытнӑ шухӑшӗ ӑна хӑйнех ӳкерӗ: 8. ури серепене ҫакланӗ, вӑл танатапа ҫыхланса ҫӳрӗ.

7. Сократятся шаги могущества его, и низложит его собственный замысл его, 8. ибо он попадет в сеть своими ногами и по тенетам ходить будет.

Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ, 25. анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.

24. как Аман, сын Амадафа, Вугеянин, враг всех Иудеев, думал погубить Иудеев и бросал пур, жребий, об истреблении и погублении их, 25. и как Есфирь дошла до царя, и как царь приказал новым письмом, чтобы злой замысл Амана, который он задумал на Иудеев, обратился на голову его, и чтобы повесили его и сыновей его на дереве.

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Пирӗн тӑшмансем ӗнтӗ хӑйсен шухӑшӗ пирӗншӗн пӗтӗмпе паллӑ пулнине, Турӑ вӗсен тӗллевне путарнине ӑнкарса илнӗ; эпир вара пурсӑмӑр та хӳме патне, кашнийӗ хӑйӗн ӗҫӗ патне таврӑнтӑмӑр.

15. Когда услышали неприятели наши, что нам известно намерение их, тогда разорил Бог замысел их, и все мы возвратились к стене, каждый на свою работу.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; 6. ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ.

5. И увидел Господь [Бог], что велико развращение человеков на земле, и что все мысли и помышления сердца их были зло во всякое время; 6. и раскаялся Господь, что создал человека на земле, и восскорбел в сердце Своем.

Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ача шухӑшӗ пулман унӑн! Кафе, мунча, пляж тӑрӑх арҫынсемпе сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл!» — ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарчӗ Володя.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.

Помоги переводом

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Вӗрентекенӗн шухӑшӗ мана савӑнтармарӗ.

Мнение преподавателя меня не обрадовало.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районта иртнӗ ҫулсенче тума тытӑннӑ об Строительсен шухӑшӗ Иван Моторина тивӗҫтермерӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Анчах ман пуҫра шӳт шухӑшӗ марччӗ...

У меня в голове не было мыслей о шутках...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней