Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ытар 11

Раздел: Библи –> Соломон ытарӑшӗсен кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 08:48

Предложений: 33; Слово: 370

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Тӗрӗс мар виҫе — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх, Ӑна виҫе пуканӗ тӗрӗс пулни кӑмӑллӑ. 2. Мӑнаҫлӑх килсессӗн намӑса юласси те ҫитет, йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх. [Тӳрӗ ҫын вилсессӗн — хурланаҫҫӗ; усал ҫын вилсессӗн — юнашарах савӑнӑҫ тӑрать.] 3. Тӳрӗ чунлисене хӑйсен айӑпсӑрлӑхӗ ертсе пырӗ, ултавлӑ ҫынсене хӑйсен чеелӗхӗ пӗтерӗ. 4. Ҫилӗ кунӗнче пуянлӑх пулӑшаймӗ, тӳрӗлӗх вара вилӗмрен ҫӑлса хӑварӗ. 5. Айӑпсӑр ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унӑн ҫулне такӑрлать, усал ҫын хӑйӗн усаллӑхне пула пӗтет. 6. Тӳрӗ чунлисене хӑйсен тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑварӗ, саккуна уяманнисем хӑйсен саккунсӑр ӗҫӗсен серепинех ҫакланӗҫ. 7. Усал ҫынпа пӗрле унӑн ӗмӗчӗ те пӗтет, саккуна уяманнисен шанчӑкӗ те тӗп пулать. 8. Тӳрӗ ҫын инкекрен хӑтӑлать, ун вырӑнне инкеке усал ҫын лекет. 9. Чӗлхи-ҫӑварӗпе ултавҫӑ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӗтерет, тӳрӗ ҫынсем вара пурне те витӗр курса тӑнипе ҫӑлӑнаҫҫӗ. 10. Тӳрӗ ҫынсем ырӑ курса пурӑннӑ чухне хула савӑнать, усал ҫынсем пӗтсессӗн — питех те хӗпӗртет. 11. Тӳрӗ ҫынсен пилӗпе хула ҫӗкленет, усал ҫынсен чӗлхи-ҫӑварӗпе — арканать. 12. Ӑсӗ ҫитменни хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хурлать; ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын шарламасть. 13. Сӑмах сарса ҫӳрекен вӑрттӑнлӑха уҫса парать; шанчӑклӑ ҫын пӗр сӑмах та кӑлармасть. 14. Ӑс паракан ҫук чухне халӑх тӑкӑнать, канаш паракан ҫителӗклӗ чухне вӑл ҫӑлӑнса юлать. 15. Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекен — инкеке кӗрекен; ҫӑка кӗнине сивлекен — шанчӑклӑ пурӑнакан. 16. Ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ арӑм [упӑшкине] чыс кӳрет, [тӳрӗлӗхе курайман арӑм вара — чӗр мӑшкӑл. Юлхавсем чухӑн пулаҫҫӗ,] ӗҫченнисен пуянлӑхӗ ӳсет. 17. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет, хытӑ чӗрелли вара хӑйне инкек кӑтартать. 18. Усал ҫын шанчӑксӑр ӗҫ тӑвать, тӳрӗлӗх акакана вара шанчӑклӑ парне тивӗҫет. 19. Тӳрӗлӗх вӑл — пурӑнӑҫ, усал хыҫҫӑн каякан вара хӑйӗн вилӗмне хирӗҫ васкать. 20. Чее чӗреллӗ ҫынсенчен Ҫӳлхуҫа йӗрӗнет, Вӑл айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрекене кӑмӑллать. 21. Шансах тӑр: айӑплӑ ҫын тӳрре тухаймӗ; тӳрӗ ҫынсен вӑрлӑхӗ вара ҫӑлӑнса юлӗ. 22. Ӑссӑр хӗрарӑм илемӗ — сысна сӑмсине тирнӗ ылтӑн ҫӗрӗ. 23. Тӳрӗ ҫынсен ӗмӗчӗ — ырӑ тӑвасси, усал ҫынсен шухӑшӗ — ҫиллипе тӑвӑнасси. 24. Хӑш ҫын ытлашшипех парать — унӑн пурпӗр хушӑнсах тӑрать; тепӗри майӗ ҫук перекетлӗ — хӑй чухӑнлансах пырать. 25. Ыттисене пулӑшакан чуна ырлӑх-пурлӑх ҫитӗ, ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ. 26. Тырра пытарса хӑваракана халӑх ылханать; тырӑ сутаканӑн пуҫӗ ҫинче — пиллӗх. 27. Ҫынна ырӑ тума тӑрӑшакана хӑйне те ырӑ сунаҫҫӗ; усаллӑха шыракана вара хӑйӗн усаллӑхӗ ҫитет. 28. Хӑйӗн пуянлӑхне шанакан — ӳкет; тӳрӗ ҫынсем вара, ҫулҫӑ пек, ешерӗҫ. 29. Хӑйӗн ҫуртне салатаканӑн еткерлӗхӗ — ҫил, ухмаххи ӑслӑ ҫыннӑн чури пулӗ. 30. Тӳрӗ ҫын ҫимӗҫӗ — пурӑнӑҫ йывӑҫӗ, ӑслӑ ҫын чунсене хӑй майлӑ ҫавӑрать. 31. Тӳрӗ ҫын хӑйне тивӗҫлине ҫӗр ҫинчех курать пулсассӑн, усал ҫынпа ҫылӑхлӑ ҫынна тавӑрасси паллах ӗнтӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней