Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутсӑрах (тĕпĕ: шутсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ларах, тархасшӑн, — текелесе илнӗ сиввӗн Коваленко, куҫхаршисене антарса янӑ; унччен ҫеҫ кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн выртса каннӑ мӗн хӑй, кӑмӑлӗ шутсӑрах хуҫӑк пулнӑ ҫак хушӑра.

— Садитесь, покорнейше прошу, — проговорил Коваленко холодно и нахмурил брови; лицо у него было заспанное, он только что отдыхал после обеда и был сильно не в духе.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Киленӗҫсем шутсӑрах нумай: авӑ тимӗр башня тӑрринче икӗ вӑрӑм та шурӑ ҫунат ерипен сулланкаласа тӑрать, ҫунатсен вӗҫӗнче читлӗхсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, читлӗхсенче — ҫынсем.

Удовольствия бесчисленны: вот на вершине железной башни медленно качаются два длинных белых крыла, на концах крыльев висят клетки, в клетках — люди.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ҫапах та миссис Дуглас хӑй шутсӑрах тӗленсе кайнӑ пек пулчӗ, Гека ҫав тери мухтаса тав тума тапратрӗ, ҫавӑнпа мӗскӗн ача хӑйӗн ҫенӗ тумтирӗпе асап тӳснисем ҫинчен манса кайнӑ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл халӗ те хӑй ҫине пурте пӑхнӑран, пурте хӑйне мухтанӑран тата хытӑрах асап курчӗ.

Тем не менее вдова очень естественно изобразила изумление и наговорила Геку столько ласковых слов и так хвалила и благодарила его, что он и думать забыл про нестерпимые мучения от нового костюма, потому что вытерпеть общее внимание и похвалы было уже совсем невозможно.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӗрхенме пуҫларӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата ӑна шутсӑрах ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайрӗ.

В нем зашевелилась жалость, но все же он испытывал огромное чувство облегчения и свободы.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том вӗсене чӗнсе илнӗ: «Эпир ҫакӑнта ҫер айӗнчи шӑтӑк ӑшӗнчен тухрӑмӑр, пирӗн шутсӑрах ҫиес килет», — тенӗ.

Том окликнул их и сказал, что они только что из пещеры и умирают с голоду.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ шутсӑрах хавасланнӑ, миссис Тэчер та ҫавнашкалах хӗпӗртенӗ.

Тетя Полли была совершенно счастлива, и миссис Тэтчер почти так же.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑраса хытсах кайнӑ, ни аллине, ни урине те тапратма пултарайман; «испанец» ҫав минутрах сиккипе яра парса, часах куҫран ҫухалнӑ, уншӑн Том шутсӑрах хӗпӗртесе кайнӑ.

Том остолбенел; он не мог двинуться с места; в следующую минуту он, к своему великому облегчению, увидел, что «испанец» бросился бежать и скрылся из виду.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем иккӗшӗ те шутсӑрах ывӑнса ҫитнӗ пулас та, Бекки ҫапла каланӑ: «Эпӗ татах каятӑп», — тенӗ.

Оба они смертельно устали, однако Бекки сказала, что может пройти еще немножко дальше.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Эрех ӗҫменнисен тавернин» хуҫи хӑй патӗнче вӑрттӑн эрехсем тытни ҫинчен ӑнсӑртран пӗлсен, ҫав шутсӑрах та тӗлӗнмелле ӗҫ пулсан та, вӑл никама та хумхатса ямарӗ.

Когда случайно обнаружилось, что в трактире Общества трезвости продают из-под полы виски, то это почти никого в городе не взволновало, хотя само по себе событие было потрясающее.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шутсӑрах телей пӳлмарӗ.

Вот незадача!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ шутсӑрах хӑрарӑм! — тесе ӑнлантарчӗ Гек.

— Я уж очень испугался, — сказал Гек, — и убежал.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек хӑйӗн шухӑшӗпе шутсӑрах нумай кӗтсе тӑнӑ, анчах нимӗн те пулман-ха.

Гек ждал, как ему показалось, ужасно долго, но ничего не случилось.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Херача шутсӑрах хавасланса кайнӑ.

Девочка сияла от радости.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шутсӑрах тарӑхмалла мар-и-ха, э?

Вот не повезло!

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫул ҫинче вӗсем сахал сӑмахларӗҫ, йӑнӑш туса пӑрахнӑшӑн хӑйсене хӑйсем шутсӑрах кураймарӗҫ: мӗн тума илсе пымалла пулнӑ-ха вӗсен ҫавӑнта киркӑна кереҫипе?

Разговаривали они мало, потому что всю дорогу были заняты тем, что ругали сами себя — ругали за неудачную мысль отнести туда мотыгу с лопатой.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

(Ҫӳлте шутсӑрах хурланса каяҫҫӗ.)

(Глубокое уныние наверху.)

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Минутсем шутсӑрах вӑраххӑн шурӗҫ: арҫын ачасем ҫаплах мачча ҫинче выртрӗҫ, вӗсене вӑхӑт петсех ларнӑ пек, ӗмӗрлӗх те кӑвакарса шуралса каймах ӗлкӗрнӗ пек туйӑнчӗ.

Мальчики лежали, считая медленно тянувшиеся минуты, пока им не показалось, что времени больше нет вообще и сама вечность состарилась и поседела.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тӗлӗнмелле, Гек, шутсӑрах тӗлӗнмелле, — эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп.

— Что-то чудно, Гек, ничего не разберу.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Курасчӗ санӑн вӗсене, унта вӗсем шутсӑрах нумай, ав ҫав леш Ричард…

Видел бы ты их, куда ни плюнь, везде король, вроде этого старого горбуна Ричарда.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ача шутсӑрах хӑраса ӳкнипе темӗнле тискеррӗн, нимӗн тума пӗлмесӗр пӑхса тӑчӗ.

Вид у него был растерянный, потому что он умирал от страха.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней