Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени

Раздел: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Добавлен: 2019.06.14 19:25

Предложений: 88; Слово: 811

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫав кун курса пӑхнӑ мыскарасем Тома ҫӗр каҫипех аптратнӑ. Унӑн тӗлӗкӗсем те асапланмалласкерсем пулнӑ. Тӑватӑ хутчен вал аллине хайхи пуянлӑх патнелле тӑснӑ, анчах тӑватӑ хутчен те вӑл вӑранса чӑннине туйса илсенех, ҫав пуянлӑх таҫталла ҫухалнӑ.

Ир еннелле, вырӑнӗ ҫинче выртса, пулни-иртнисене тӗпӗ-йӗрӗпе астуса илнӗ чухне, Том акӑ мӗн асӑрхарӗ: ҫавсем темӗнле лайӑх палӑрман пек, инҫетре пек, пурте урӑх тӗнчере е тахҫан ӗлӗкех пулнӑ пек туйӑнчӗ. Унӑн пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: тен, ҫав тӗлӗкре ҫеҫ пулнӑ пулӗ, терӗ вӑл. Ун пек пулма пултарасси пӗр япаларан палӑрчӗ: унта ытла та нумай ылтӑн-ҫке, унашкал нумай ылтӑн тӗлӗкре кӑла пулма пултарать. Том нихҫан та пӗр тӑрукӑн аллӑ доллар та курман-ха; пуян мар ҫемьесенче пурӑнакан ытти арҫын ачасем пек, вӑл та ҫапла шухӑшлать: «Ҫӗрсем» тата «пинсем» ҫинчен калаҫнисем ҫеҫ, чӑннипе илсен, тӗнчере ун пек пысӑк укҫасем пулмаҫҫӗ те». Кам та пулин ҫакӑн пек пысӑк хисеп таса укҫа тытма пултарни ҫинчен Том пӗр минутлӑха та шухӑшламарӗ. Пытарнӑ укҫасем ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине тӗпчесе пӑхсан, акӑ мӗн палӑрчӗ: пытарса хунӑ укҫа шутӗнче пӗр ывӑҫ пӑхӑр укҫа тата пӗр купа урӑх темӗнле укҫа — нихҫан пырса тивмелле мар, тӗтреллӗн ҫеҫ курӑнакан асамлӑ укҫа купи. Анчах вӑл мӗн чухлӗ нумайтарах шухӑшларӗ, ҫавӑн чухлех хӑй курса ҫӳренӗ япаласем те унӑн тӑнпуҫӗнче тӗпӗ-йӗрӗпех палӑрса пычӗҫ, юлашкинчен вӑл каллех ҫапла шутлама пуҫларӗ: пурте чӑнласах тӗлӗкре пулман пулӗ, терӗ. Ҫакӑ тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и, — ӑна пӗлмеллех. Вӑл васкаса ирхи апат ҫирӗ те Гека шырама тухса утрӗ.

Гек баркӑн шкафучӗ ҫинче урисене шывалла усса ларать, унӑн сӑнӗ-пичӗ питех те салху. Том Гекран ыйтса хӑтланас мар, терӗ. Гек хӑех ӗнерхи ҫинчен калаҫма пуҫлатӑр. Калаҫма пуҫласа ямасть пулсан, вара Том ҫавсене пурне те тӗлӗкре курнӑ пулать.

— Сывӑ-и, Гек?

Пӗр хушӑ вӗсем нимӗн те шарламарӗҫ.

— Эх, Том, эпир киркипе кӗреҫине йывӑҫ айне хӑварнӑ пулсан, укҫа пирӗн алӑра пулатчӗ. Шутсӑрах тарӑхмалла мар-и-ха, э?

— Апла, эппин, вӑл тӗлӗк пулман, тӗлӗк пулман. Ман шутпа, ҫавӑ тӗлӗкре пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ те пулӗ. Чӑнах та, лайӑхрахчӗ пулӗ!

— Мӗнле тӗлӗк тата?

— Эпӗ ӗнерхи ҫинченех калатӑп. Ҫав пӗтем историе тӗлӗкре тӗллӗнтӗм пулӗ тесе шухӑшлама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ эпӗ.

— Тӗлӗкре! Ун айӗнче пусма хуҫӑлса анман пулсан, кӑтартатчӗ вӑл сана тӗлӗк мӗнлине. Эпӗ те ҫӗрӗпех тӗлӗк курса выртрӑм, леш куҫӗ ҫине пластырь ҫыпӑҫтарнӑ эсрел испанецӗ ҫӗрӗпех ман хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, — ҫӗр айнех анса каймалла пултӑрччӗ унӑн.

— Ҫук, унӑн анса кайма кирлӗ мар. Пирӗн, ӑна шыраса тупса, вӑл укҫисене ӑҫта пытарса хунине йӗрлесе пӗлмелле.

— Нихӑҫан та тупас ҫук ӑна эпир. Ун пек телей пӗрре ҫеҫ пулать: вӗҫертсе ятӑн-тӑк — пӗтрӗ вара. Пӑчланчӗ. Пӗлетӗн-и: ҫав усал метиса тӗл пулма пултарасси ҫинчен шухӑшласанах, эпӗ сивӗ тытнӑ пекех чӗтреме пуҫлатӑп.

— Эпӗ те чӗтретӗп, Гек. Ҫапах манӑн, ӑна курса, вӗсен ҫав иккӗмӗш номерӗ ӑҫтине йӗрлесе пӗлес килет.

— Иккӗмӗш номер? Ия, ия. Эпӗ ун ҫинчен шухӑшланӑччӗ-ха. Анчах нимӗн те шухӑшласа пӗлеймерӗм. Сан шутпала, вӑл мӗн?

— Пӗлместӗп. Темӗн питех паллӑ марскер ӗнтӗ. Итле-ха, Гек, вӑл кил-ҫурт номерӗ мар-ши?

— Мӗн пуплетӗн, Том! Паллах, вӑл мар. Пирӗн хулара ҫуртсем ҫинче нимӗнле номер тавраш та ҫук вӗт-ха.

— Тӗрӗс, тӗрӗс, шухӑшласа пӑхма пар-ха мана. Пӗлетӗн-и? Вӑл пӳлӗм номерӗ пулӗ, тен… пӗр-пӗр тавернӑри номер мар-ши?

— Вӑт япала! Пирӗн таверна иккӗ ҫеҫ вӗт-ха, ҫавӑнпа та ӑна тӗрӗслесе тухма та йывӑрах мар.

— Тӑхтаса тӑр-ха ҫакӑнта, Гек. Эпӗ часах ҫаврӑнса килетӗп.

Том часах курӑнми пулнӑ. Вӑл урамсенче Гекпа пӗрле ҫӳресшӗн пулмарӗ. Вӑл пӗр ҫур сехетренех каялла ҫаврӑнса килчӗ.

Вӑл малтан кӗрсе тухнӑ лайӑхрах тавернинче иккӗмӗш номере тахҫантанпах пӗр ҫамрӑк защитник йышӑнса пурӑннӑ. Начартарах тавернинче иккӗмӗш номерӗ темле вӑрттӑнла йышшискер пулнӑ. Хуҫа ывӑлӗ Тома: ҫав номер яланах питӗрӗнсе тӑрать, унта никам кӗрекен те, унтан тухакан та ҫук, ҫӗрлехи вӑхӑтра ҫеҫ тухса ҫӳреҫҫӗ, тенӗ. Вӑл мӗн сӑлтавпа ҫавӑн пек тӗлӗнмелле хӑтланнисене пӗлмен, мӗншӗн тесен хӑй питех те пӗлесшӗн тӑрӑшаканскер пулман, ҫавӑнпа нумай шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл иккӗмӗш номертен шуйттансем тухаҫҫӗ, тенӗ. Иртнӗ каҫ та унта хӑй ҫути пуррине асӑрханӑ иккен вӑл.

— Акӑ мӗн пӗлсе килтӗм эпӗ, Гек. Ҫав пире кирлӗ иккӗмӗш номерех пулӗ тесе шутлатӑп.

— Ҫаплах пулӗ, Том. Мӗн тӑвас-ха пирӗн?

— Тӑхта, шухӑшласа пӑхам.

Том нумайччен шухӑшларӗ. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:
— Акӑ мӗн тумалла.
Ҫав номерӗн хыҫалти алӑкӗ тавернӑпа кивӗ кирпӗч склачӗ хушшинчи пӗчӗк тӑкӑрлӑкалла тухать. Эсӗ нумайтарах ҫӑра уҫҫи тупса хатӗрлеме тӑрӑш, эпӗ мӑнакканне пур уҫҫисене те илетӗп, вара пирвайхи тӗттӗм каҫах ҫав алӑка уҫма хӑтланса пӑхӑпӑр. Джо индеец хулана килсе тухсан, эсӗ ӑна хыҫран астуса ҫӳреме ан ман, — астӑватӑн вӗт, вӑл ҫапла каларӗ: «Тавӑрмашкӑн халӗ вӑхӑт лайӑх-и е лайӑх мар-и, ҫавна пӑхма пыратӑп, — терӗ. Ӑна курсанах, ун хыҫҫӑн кай, вӑл иккӗмӗш номера пырса кӗмест пулсан, вара эпир чухласа пӗлеймерӗмӗр пулать.

— Турӑҫӑм!.. Епле-ха ун хыҫҫӑн пӗччен кайӑп?

— Ара, вӑл ҫӗрле вӗт. Вӑл, тен, сана курас та ҫук пулӗ, курсассӑн та нимӗн те шухӑшлас ҫук.

— Тӗттӗм каҫ пулсан, каятӑп та пулӗ.. Пӗлместӗп, пӗлместӗп… Хӑтланса пӑхам-ха…

— Питех тӗттӗм пулать пулсан, эпӗ те унӑн хыҫҫӑн каятӑп, Гек. Ахаллӗн, тен, вӑл тавӑрма шухӑшласа хуни май килменнине курӗ те вара кунта укҫа патне персе те ҫитӗ.

— Тӗрӗс, Том, тӗрӗс! Эпӗ ӑна хыҫран сыхласа ҫӳрӗп, чӑнах та сыхласа ҫӳрӗп.

— Вӑт ку аван! Асту, йӑнӑш-мӗн ан тунӑ пул, Гек. Эпӗ ӗнтӗ улталанмалла тӑвас ҫук, шансах тӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней