Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна Китай ҫыннисен шуйттанӗ Цинти-Ю-Тонт ҫинчен калакан халлап ӑраснах та кӑмӑла каятчӗ; Пашка ырӑ ӗҫ тума шутланӑ мӗскӗн шуйттан пулатчӗ, эпӗ ыттисене пурне те пулаттӑм: арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те, япаласем те, ырӑ, сывлӑш та тата ырӑ тума хӑтланнисенчен ним те тухман хыҫҫӑн китай шуйттанӗ шутсӑрах хурланса, канса ларнӑ чул та пулаттӑм.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Павел чеканщика темле майпа та шутсӑрах тарӑхтарса, аптӑратса хӑтланатчӗ, — Гоголева вӑл пӗр минут та канлӗх парас мар тесе тӗл тытнӑ пекехчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Поэма мана шутсӑрах хумхантаратчӗ, лайӑх туйӑннипе сасӑ та ҫӗте-ҫӗте ларатчӗ, эпӗ стихсен строкисене лайӑххӑнах кураймастӑм, куҫҫуль тухса каятчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав юрӑсене итлесе эпӗ юрӑҫӑран тата этемсем тӗлӗшӗнчен унӑн илемлӗ влаҫ пулнинчен шутсӑрах кӗвӗҫеттӗм; чӗрене тем хӑрушшӑн хумхантаракан япала пырса кӗрсе ӑна ыратмаллах сарӑлтарса яратчӗ, макӑрас килетчӗ тата юрлакан ҫынсене: «Эпӗ сире юрататӑп!» тесе кӑшкӑрас килетчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана ҫав ятсене пит чыссӑрӑн пӑсса хӑтланни шутсӑрах ҫилентерет, анчах эпӗ вӑхӑтчен хама-хам чарса хирӗҫ ответлетӗп:Меня отчаянно сердит эта дрянная манера коверкать имена, но, сдерживаясь до времени, я отвечаю:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл историре вут ҫулӑмлӑ кӑмӑл-шухӑшсем тӑп туллиех, ӑссӑрлансах паттӑрла ӗҫсем туни, пур-пурла благородство, юмахри пек ӗҫ пит ӑннисем, дуэльсемпе вилӗмсем, пит ырӑ кӑмӑлтан каланӑ сӑмахсем тата ытла та ирсӗр хӑтланнисем шутсӑрах нумай.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Арӑмӗсем те, ну арӑмӗсем вара шутсӑрах йӑпатма пултараканскерсем.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манӑн шутсӑрах Королева Маргопа сывпуллашса тухас килетчӗ, анчах манӑн ун патне кайма хӑюлӑх ҫитеймерӗ, тата тӳрех каласан, вӑл хӑй мана чӗнӗ тесе кӗтнӗччӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах часах манӑн ҫавна пӑрахмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен: «Вунҫич ҫулхи хӗре Мӗнле калпак юрамӗ!» текен йӗркесем хӗрсем ҫинчен ирсӗр халлап пуҫлаттарса ячӗҫ, — ҫакӑ мана пит шутсӑрах кӳрентерчӗ те эпӗ Ермохин салтака пуҫӗнчен кастрюльпе яра патӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрача каланине итлесси мана шутсӑрах кӑмӑла каятчӗ, — вӑл эпӗ пӗлмен тӗнче ҫинчен каласа кӑтартатчӗ.Мне страшно нравилось слушать девочку, — она рассказывала о мире, незнакомом мне.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темиҫе кун хушши эпӗ шутсӑрах начар пурӑнтӑм: ӑс-пуҫ сапаланса каясси, хуйхӑрса пӑшӑрханасси пусса илчӗ мана, Монтепэна тем пуласран хӑраса эпӗ ҫывӑраймастӑм, акӑ вара пӗрре закройщик арӑмӗн кухарки мака килкартишӗнче утнӑ чухне чарса каларӗ:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шутсӑрах вулас килетчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах Смурый чарса тӑратчӗ: вӑл маншӑн ҫемҫе пулнӑҫемӗн ҫемҫерехчӗ, — тата мана пароход татти-сыпписӗр ҫӳрени шутсӑрах илӗртетчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пассажирсем салтака ҫав тери аптӑратса ҫитернинче, ӑна Смурый хӑлхаран туртнӑ чух вӗсем ҫав тери хӗпӗртесе кулнинче тем калама ҫук кӳрентерекен, пусарса хуракан япала пуррине туйса, эпӗ шутсӑрах хумханса карӑм, пассажирсем мӗнле хӑтланни мана пӗтӗмпех лучӑркаса пӑрахрӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ салтака мӗнрен кулни ҫинчен ӑнлантарса парсан, вӑл хӑвӑртрах кашӑка хыпаласа тупрӗ, ӑна ҫӗрелле персе урипе таптаса лапчӑтрӗ те, икӗ аллипе те мана ҫӳҫрен ярса илчӗ; эпир вара пире ҫавӑнтах хупӑрласа илнӗ халӑха шутсӑрах савӑнтарса ҫапӑҫма тапратрӑмӑр.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йован шутсӑрах асапланнине кура, старик ӑна опанкӑран туртрӗ.Старик заметил, что Йован чем-то озабочен, и потянул его за ногу.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Старикпе хӗрача ҫав териех нумай вӑй хурса шывран туртса кӑларнӑ япала шутсӑрах нумай тымарлӑ юман тункати пулса кайрӗ.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗлӗтсӗр тӳпере ҫӑлтӑрсем — пысӑккисем те, пӗчӗккисем те — шутсӑрах.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Чӑннипе вӑл шутсӑрах именчӗк этем.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ытах, ӑнсӑртран пӗри-пӗри пырса ҫапӑнӗ сана е ху хӑшӗн те пулин ури кӗли ҫине пусӑн — шутсӑрах ятламӗҫ куншӑн, мӗншӗн тесен бульварта унта уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ халӑх утать, пуриннех те тенешкел кӑмӑлӗ ырӑ, пуҫа ҫухатса васкаканӗ те ҫук.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.