Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипех хӑйсен ачисене пӗҫернӗ: халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫапла хӑйсемшӗн ҫимелли хатӗрленӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моав ытла та мӑнаҫлӑ пулни ҫинчен, мӑнкӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, каппайчӑк пулни ҫинчен, чӑрсӑр чӗреллӗ пулни ҫинчен илтнӗ эпир.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17. ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18. лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19. пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20. юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21. Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22. «мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн пек ҫынсене нимӗнле канашлура та ан шан, 15. яланах таса чӗреллӗ ҫынпа ҫеҫ канашла, вӑл Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннине пӗлӗн эсӗ, 16. унӑн чунӗ — санӑн чунна ҫывӑх, сана йывӑр килсессӗн, вӑл санпа пӗрле хуйхӑрать.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ырӑ чӗреллӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын ӗҫми-ҫими тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшать.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӳрӗлӗхе юратӑр, ҫӗр тӳрисем, Ҫӳлхуҫа ҫинчен ырӑ кӑмӑлпа шухӑшлӑр, Ӑна шырамашкӑн юмарт чӗреллӗ пулӑр: 2. Ӑна Турра сӑнаманнисем тупаҫҫӗ, Вӑл Хӑйне ӗненмен ҫынна курӑнмасть.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑслӑ чӗреллӗ ҫынна ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын тейӗҫ, ҫепӗҫ чӗлхе те пӗлӳ хушать.21. Мудрый сердцем прозовется благоразумным, и сладкая речь прибавит к учению.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Телейсӗр ҫыннӑн пур кунӗ те хурлӑхлӑ; савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв.15. Все дни несчастного печальны; а у кого сердце весело, у того всегда пир.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те хаваслӑ, кулянакан чӗре вара чуна хавшатать.13. Веселое сердце делает лице веселым, а при сердечной скорби дух унывает.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ ҫын хӑй выльӑх-чӗрлӗхне те хӗрхенет, усал ҫын вара — хытӑ чӗреллӗ.10. Праведный печется и о жизни скота своего, сердце же нечестивых жестоко.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чее чӗреллӗ ҫынсенчен Ҫӳлхуҫа йӗрӗнет, Вӑл айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрекене кӑмӑллать.20. Мерзость пред Господом - коварные сердцем; но благоугодны Ему непорочные в пути.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, — уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ — 16. ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана; Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн тӗреклӗхне парсамччӗ, Хӑвӑн чурун ывӑлне ҫӑлсамччӗ; 17. мана кӑмӑл тунине паллӑ туса кӑтарт, мана курайманнисем курччӑр, намӑсланччӑр, мӗншӗн тесессӗн, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Эсӗ пулӑшрӑн, лӑплантартӑн.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Иакова Хӑйӗн йӗркине пӗлтернӗ, Израиле Хӑйӗн саккунне панӑ, аттемӗрсене ҫавна хӑйсенӗн ачисене каласа хӑварма хушнӑ: 6. ҫитес ӑру пӗлсе тӑтӑр, ҫуралас ачасем пӗлсе тӑччӑр, хӑйсен вӑхӑтӗнче вӗсем те ачисене пӗлтерччӗр тенӗ: 7. Турра шанса пурӑнччӑр, Турӑ ӗҫӗсене ан манччӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑччӑр, 8. хӑйсен ашшӗсем пек, чурӑс та пӑлхавлӑ ӑру пек, иккӗленчӗк чӗреллӗ, чун-чӗрипе Турра пӑхӑнман ӑру пек ан пулччӑр тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уц ҫӗрӗнче Иов ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ; вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ, Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, усалтан сыхланса ҫӳренӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Иудея ҫинче Турӑ алли пулнӑ, иудейсем патшапа пуҫлӑхсем хушнине пурӑнӑҫлаччӑр тесе, Вӑл вӗсене пӗр чӗреллӗ тунӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн тавра ӑҫтиҫук ҫынсем, пӑсӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ та Соломон ывӑлне Ровоама хирӗҫ чӑмӑртаннӑ; Ровоам ӗнтӗ ҫамрӑк пулнӑ, хавшак чӗреллӗ пулнӑ, вӗсене хирӗҫ тӑрайман.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха пӑхса тӑракансем тата ҫапла каласа пӗлтерӗҫ: кам хӑравҫӑ та хавшак, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: вӑл хӑйӗн чӗрине кура тӑванӗсене те шиклӗ чӗреллӗ туса ан ятӑр, тейӗҫ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон хытӑ чӗреллӗ, вӑл халӑха ярасшӑн мар.14. И сказал Господь Моисею: упорно сердце фараоново: он не хочет отпустить народ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.