Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ытар 12

Раздел: Библи –> Соломон ытарӑшӗсен кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 08:49

Предложений: 30; Слово: 311

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Кам ӑса вӗрентнине юратать, ҫавӑ пӗлӗве юратать; кам питленине кураймасть, ҫавӑ ӑссӑр ҫын. 2. Ырӑ ҫын Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулать, ултавлӑ ҫынна Вӑл айӑпа хӑварать. 3. Саккуна уяман ҫын тытӑнса тӑраймӗ; тӳрӗ ҫынсенӗн тымарӗ вара хускалмасть. 4. Ырӑ арӑм — упӑшкишӗн пуҫкӑшӑль; намӑссӑр арӑм — упӑшки шӑмминчи ҫӗрӗк пек. 5. Тӳрӗ ҫынсенӗн ӗмӗчӗ-шухӑшӗ — тӳрӗлӗх, усал ҫынсенӗн тӗллевӗ — хаяр чеелӗх. 6. Усал ҫынсен сӑмахӗсем — юн тӑкма пытанса ларниех, тӳрӗ ҫынсенӗн сӑмахӗсем — ҫӑлакан сӑмахсем. 7. Йӗркесӗр ҫынна инкек тӗкӗнтӗр-ха — вӑл ҫук та, тӳрӗ ҫын ҫурчӗ вара унчченхи пекех ларать. 8. Ҫынна ӑсне кура мухтаҫҫӗ, чӗрипе пӑсӑлнӑ ҫынран йӗрӗнеҫҫӗ. 9. Хӑйне чапа хуракан, анчах выҫӑ ларакан ҫынран хӑй ӗҫӗпе тӑранса пурӑнакан ахаль ҫын лайӑхрах. 10. Тӳрӗ ҫын хӑй выльӑх-чӗрлӗхне те хӗрхенет, усал ҫын вара — хытӑ чӗреллӗ. 11. Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать; ӗҫсӗр ҫынсем хыҫҫӑн каякан — ӑсран тайлӑк. [Эрех ӗҫсе вӑхӑта ирттерекен — хӑй килне чыссӑра кӑларакан.] 12. Усал ҫын усаллӑх серепине ҫаклатма ӗмӗтленет; тӳрӗ ҫынсен тымарӗ вара хунав ярать. 13. Усал ҫын хӑй чӗлхин ҫылӑхӗпех чӑлханса ӳкет; тӳрӗ ҫын вара инкекрен хӑтӑлать. [Йӑваш куҫпа пӑхакана каҫарӗҫ, хапха анинче тӗл пулакан вара чунсене хурлантарать.] 14. Этем ырӑ сӑмахсен ҫимӗҫӗпе тӑранать, ҫынна ӗҫне кура тавӑрса парӗҫ. 15. Ӑссӑр ҫын хӑй ҫулне тӳрӗ тесе шутлать; канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын. 16. Ӑссӑр ҫыннӑн ҫилли ҫийӗнчех курӑнать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑй кӳреннине палӑртмасть. 17. Хӑй пӗлнине калакан тӳррине калать; суя кӳнтелен сӑмахӗ — ултавлӑ. 18. Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет. 19. Тӗрӗс сӑмах — ӗмӗрлӗхе, суя сӑмах — самантлӑх. 20. Усал шухӑшлӑ ҫынсен чӗринче — ултавлӑх, тӑнӑҫлӑх кӳрекен ҫынсенӗн чӗринче — савӑнӑҫ. 21. Тӳрӗ ҫынна нимӗнле усал та пулмӗ, йӗркесӗр ҫынсенче — туп-тулли усаллӑх. 22. Ҫӳлхуҫа ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвартан йӗрӗнет, Вӑл тӳррине калакана кӑмӑллать. 23. Чипер ӑспуҫлӑ ҫын хӑй пӗлнине пытарать, ухмаххисен чӗри хӑй ухмахлӑхне кӑтартать. 24. Тимлесе ӗҫлекенӗн алли хуҫа пулӗ, кахал алли чуралӑха лекӗ. 25. Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать. 26. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ҫул кӑтартать, усал ҫынсен ҫулӗ ӑна аташтарса ярать. 27. Кахал тупӑш кураймӗ; ӗҫчен ҫын вара ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнать. 28. Тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче — пурӑнӑҫ, унӑн сукмакӗ ҫинче вилӗм ҫук.

Сайт:

 

Статистика

...подробней