Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫта пырса тӑрӑнасси пур-ши капла пӗр чарӑнми кайсан-кайсан?Интересно, а куда приведёт дорога, если идти и идти по ней, не останавливаясь?
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
Клуб пӗр чарӑнми ахӑлтатать.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
— Чатӑра каяп пулать те хам юратман юбкӑна тӑхӑнӑп-и? — кӗҫӗн алӑкран тухнӑ май чарӑнми пекӗлтетет хӗпӗрчӗк Ленук.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Ман ҫумран пӗр чарӑнми чупса иртсе кайрӗ.
Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.
Сӑмсине чӑртмаххӑн ҫӳлелле каҫӑртнӑ пулемет патӗнче номерсем саркаланса выртнӑ: наводчик Михалиди, прицела ытлашши ҫӳле илнӗ те, лентӑсене пӗр усӑсӑр пӗтерсе, ним чарӑнми шӑтӑртаттарать; ун ҫывӑхӗнчех хӑранипе кӑвакарса кайнӑ Степанов пашкаса выртать; хыҫалта, пуҫне ҫӗр ҫине чиксе, пӗвӗпе тимӗр шапа пек хутланса тата тӑсса хунӑ урисем ҫине кӑштах ҫӗкленсе, Крутогоров тусӗ — чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочи — выртать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапӑҫу пуҫланнине, хутора унсӑрах илме пултарнине Хохлаков ӑнланчӗ, ун чунӗ ыратнипе, вӑтаннипе куҫҫулӗ тухрӗ, чӗри, ак хальхи пекех, вӑйлӑн, пӗр чарӑнми яшт та яшт чиксе кайрӗ…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ачан паҫӑрхи хурлӑхлӑ шухӑшӗсем ерипен иртсе кая пуҫларӗҫ; паҫӑр ӑна тархасласа чарӑнми, ҫав тери вӑйлӑ халӑх ушкӑнӗ малалла, хӑйсен ҫулӗпе утса пынӑн туйӑнчӗ, вӗсен ретӗнче пыракан ашшӗ кая тӑрса юлнӑ пекчӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Белецкий, вечеринкӑна чипер, йӗркеллӗ ирттерме тӑрӑшса, пӗр чарӑнми пакӑлтатрӗ, хӗрсене чихирь ӗҫтерттерчӗ, вӗсемпе кӗрмешрӗ тата Оленина пӗрмаях французла Марьяна маттурлӑхӗ ҫинчен, ӑна «сирӗн», la vôtre, тесе вырнаҫусӑр сӑмахсем каларӗ, хӑй мӗн тунине тума сӗнчӗ.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тен, пӗр чарӑнми пилӗк ҫухрӑм е ытларах та чупрӑм-и…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӗсен чарса чарӑнми хаваслӑхӗ чуп тунипе тинех канӑҫрӗ, вӗсем тытӑнкаланӑ сасӑпа пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ.Их бурная радость искала выход в поцелуях и прерывистом шепоте.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Арӑмӗ тӗрӗксене пӗр чарӑнми ылханатчӗ:
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Темле шӑпа ӑна пӗр чарӑнми йӗрлесе ҫӳрет, Стефчов та ҫав шӑпапа пӗрлех.Огнянова беспощадно преследовал какой-то рок, верным союзником которого был Стефчов.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗттӗм пулнӑ май, пӗтӗм тавралӑх тӗлӗнмелле шӑпланса тӑчӗ, ҫак шӑплӑхра тури кӗрленкӗсем кӑна пӗр чарӑнми шавлаҫҫӗ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вера Павловна, ҫак енчен илсе пӑхсан, качча тухиччен питӗ те кансӗр лару-тӑрура пурӑннӑ: ун ҫумне ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса, ӑнсӑртран е пӗле-пӗлменрен мар, тӑтӑшах, пӗр чарӑнми, кашни самантрах тата питӗ те тӳрккессӗн, сӗмсӗррӗн ҫулӑхнӑ, тискеррӗн те усал тӑвас тесех ҫулӑхнӑ, уяса-тытӑнса тӑма пӗлмен алӑсемпе мар, питӗ хытӑ та калама ҫук чыссӑр алӑсемпе ҫулӑхнӑ, ӑшне-чунне кӗнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хывӑх-арпине мучи кӗлет патӗнчен пуҫласа лупас айнелле ҫитиччен ансӑр сукмак пек сапса каять, унӑн урисем айӗнче тӑп-тулли чӑх кӗшӗлтетет, ҫиме хистекен: «Ка-ка-ка-ка-ка-ка-ка!» — тенӗ сасӑсем пӗр чарӑнми янӑраса тӑраҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурнӑҫ ывӑнма пӗлмесӗр, пӗр чарӑнми шавлать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Хулан ылханлӑ музыки пӗр чарӑнми улать, тискер сасӑсем пӗр-пӗринпе тытӑҫса ӳкеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрине касаҫҫӗ, пӑваҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Сывлӑшра — хунарти ҫутӑ пӗр кӗвӗллӗн юхса чӑшӑлтатни илтӗнет; ҫӑтӑр-ҫатӑр музыка, органӑн йывӑҫран тунӑ чӗлӗхӗсем ыйткалакан сассипе юрлаҫҫӗ, тата пӗҫерме лартнӑ апат-ҫимӗҫӗн пӗр чарӑнми шӑхравлӑ ҫинҫе сасси.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сывлӑш, вагонсем урнӑ пек чупса хӑваланипе, ҫынсен кӗписемпе ҫӳҫӗсене вӗлкӗштерет, пичӗсене пӑчӑ ҫил хумӗпе пыра-пыра ҫапать, хӑлхасене пин-пин сасӑ тӗртсе кӗртет, куҫа тусан ҫиет, суккӑрлатать, — ҫапла йӗри-тавра пӗр чарӑнми шӑв-шав тӑрать, илтми тӑвать…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.