Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чарӑна пӗлми халапҫӑсем, савӑнӑҫлӑ ҫынсем те тахҫанах айӑпланчӗҫ.Давно уже сморил сон самых неугомонных рассказчиков и весельчаков.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакнашкал вӑхӑтра Манто пичче шӳт туни йывӑрлӑхран тухма пулӑшнӑ, хӑй вӑл тем пулсан та яланах пӗрешкел кӑмӑллӑ, чарӑна пӗлми сӳпӗлти пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Мӗншӗн ялта пӗрмай каҫхи пек? — чарӑна пӗлмест Оля.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— «Ачасем куҫӗсене илмесӗр юлашки ҫурта тӗпӗ чарӑна пӗлмесӗр ирӗлнӗҫемӗн ирӗлни ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ, — вулать Ваня.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл тепӗр кантӑкри шӑтӑка питӗрчӗ, ҫӗмрӗк пукана тӳрлетрӗ, лайӑх ӗҫлекен плиткӑнах, темӗнле ҫитменлӗхсем тупса, юсама пуҫларӗ, кӗскен каласан, чарӑна пӗлми ӗҫлеме тытӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пурте хаваслансах, пикенсех, чарӑна пӗлмесӗр алӑ ҫупрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шыв кӗрлени кӑна чуллӑ ҫыран тӑрӑх ян каять; ҫавӑнпа пӗрлех тата арман кустӑрми шалтӑртатса янӑрать, ту хушшинче чарӑна пӗлмен шав илтӗнет.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ту хушшинче ҫакӑна-ҫакӑна тӑракан чулсем ҫав кӑшкӑрашнӑ сасса та чарӑна пӗлмен аслати авӑтнине пӗтӗм таврана янӑратаҫҫӗ.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑрманта ирхи шӑпчӑксем чарӑна пӗлми юрлаҫҫӗ.
XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн ырхан та вӑрӑм пит-куҫӗ иртӗхсе кайиччен хавасланнӑ пек курӑнать, чарӑна пӗлми ӗҫнине пула кӑвак куҫӗ канӑҫсӑр вылять, чунӗ урса кайнӑ пек пӑшӑрханать.
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗрпе пӗлӗт пӗрле хутшӑннӑ тейӗн, вӗсем пӗр пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗрле пулса курнӑҫнӑ та, тӗрлӗ сӑрӑпа та ҫутӑпа, юрӑпа та симпе, юратупа та савӑнӑҫпа хӗпӗртесе чарӑна пӗлми савӑнаҫҫӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Садсем сим илчӗҫ; сывлӑмпа пӗркеннӗ шӑлан чечекӗсем мамӑкланса хӗрелнӗ; ҫулҫӑпа хупӑрланнӑ улмуҫҫисем юр пек шурӑ чечекпе тумланнӑ та, Бяла Черква ҫурчӗсене уяври пек кӑтартса, мухтавлӑ илем кӗртсе тӑраҫҫӗ; таврара шӑпчӑк юрри чарӑна пӗлмест, чӗкеҫсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн сӑнӑ пек вӗҫсе иртсе, уҫӑ сывлӑшра хӗвелпе те ирӗклӗхпе савӑнаҫҫӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пуҫа килсе ҫакланнӑ хуйхӑран ӑна чарӑна пӗлмен ҫумӑр кӑна йӑпатать, ҫумӑр ӑна ҫакӑнта чарса тӑрать, тен, конакри полицейскисене те ҫумӑрах чарса тӑрать пуль; халлӗхе Соколова тытса хупманнине Лалка чунӗпе туйса тӑратчӗ-ха, эппин кӑштах шанчакӗ те пур.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чарӑна пӗлмен ҫил-тӑман ӑна хулари пушаннӑ урамсемпе иртме пулӑшрӗ, хирте ҫил-тӑман тата ытларах варкӑшать.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко алӑкран тухса кайсан ҫеҫ арӑмӗн сехри хӑпнӑ сасси пӳртре илтӗнсе юлчӗ, тата ҫырманалла таракан йытӑ вӗрни чарӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑчӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Нумай вӑхӑт тухмасӑр пурӑнма тивнине Половцев ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерет-ха, вӑл хӑйне лӑпкӑрах тытнӑ пек туйӑнать, анчах Лятьевскин тӳсӗмӗ ҫитменни палӑрсах тӑрать тата кашнинчех хӑйне евӗрлӗ палӑрать: е, хӑй умӗнчи стена ҫине сӳннӗ куҫпа пӑхса, талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест вӑл, е чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатать, ун пек чух вара Половцев, шӑрӑххине пӑхмасӑр, буркипе пуҫ ҫийӗнченех витӗнсе выртать, вӑхӑт-вӑхӑт унӑн, ура ҫине тӑрса, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларас та Лятьевскин тирпейлӗ туранӑ пуҫне касса ывӑтас килет.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун ӗнси ҫинче ултӑ ача, пурте вӗт-шакӑр, чӗлхи вара чарӑна та пӗлмест.Шестеро ребят на его шее, и все мал мала меньше, а у него язык — как помело.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ӗлӗк чух ман кӳршӗ, платник, чарӑна пӗлми ӗҫетчӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анне чарӑна пӗлми йӗретчӗ, пичче ӑна лӑпланма ӳкӗтлет: ахӑртнех, йӑмӑка хӑй ҫинӗ пулмалла та анне куҫҫулӗ ун чун-чӗрине кӑшла пуҫларӗ пуль.
XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Титокӑн картишӗнче, Яков Лукич кулаксен конфискациленӗ кӗпи-тумтирне валеҫсе панӑ ҫӗрте, тӗттӗм пуличченех пӗр чарӑна пӗлмесӗр шавласа, кӗрлесе тӑчӗҫ.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959