Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрӳ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӳ (тĕпĕ: хӗрӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
50. Ҫакна илтсессӗн Иисус каланӑ ӑна: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ, тенӗ.

50. Но Иисус, услышав это, сказал ему: не бойся, только веруй, и спасена будет.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗри Иаир патне пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене ан чӑрмантар ӗнтӗ, тенӗ.

49. Когда Он еще говорил это, приходит некто из дома начальника синагоги и говорит ему: дочь твоя умерла; не утруждай Учителя.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иисус каланӑ ӑна: ҫак сӑмахшӑн каях ӗнтӗ; хӗрӳ ӑшӗнчен усал тухрӗ, тенӗ.

29. И сказал ей: за это слово, пойди; бес вышел из твоей дочери.

Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата? тенӗ.

35. Когда Он еще говорил сие, приходят от начальника синагоги и говорят: дочь твоя умерла; что еще утруждаешь Учителя?

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Хӗрӳ тытӑҫу пынӑ чухне тӑшмансем тӳперен ылтӑн йӗвенлӗ ут утланнӑ пилӗк чаплӑ ар аннине курнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ иудейсене ертсе пынӑ: 30. вӗсем Маккавее хӑйсем хушшине тӑратнӑ та ӑна, кӑралӗпе хӳтӗлесе, аманасран сыхласа тӑнӑ, тӑшман ҫине вара ҫӗмренпе ҫиҫӗм ывӑтнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, куҫӗ шарса кайнипе, сехӗрленсе ӳкнипе пӑтрашӑнса кайса, хӑйсемех пӗр-пӗрне пӗтернӗ.

29. Когда произошло упорное сражение, то противникам явились с неба пять величественных мужей на конях с золотыми уздами, и двое из них предводительствовали Иудеями: 30. они взяли Маккавея в средину к себе и, покрывая своим вооружением, сохраняли его невредимым, на противников же бросали стрелы и молнии, так что они, смешавшись от ослепления и исполненные страха, сами себя поражали.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иудӑпа пӗрле тӑракансем те трупа кӑшкӑртса янӑ, ҫарсен шавӗ-кӑшкӑрашӑвӗпе ҫӗр чӗтренсе кайнӑ, иртен пуҫласа мӗн каҫчен хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ.

13. Затрубили трубами и бывшие с Иудою, и поколебалась земля от шума войск, и было упорное сражение от утра до вечера.

1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту; 14. вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 15. [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.

13. Праздник кущей совершай у себя семь дней, когда уберешь с гумна твоего и из точила твоего; 14. и веселись в праздник твой ты и сын твой, и дочь твоя, и раб твой, и раба твоя, и левит, и пришелец, и сирота, и вдова, которые в жилищах твоих; 15. семь дней празднуй Господу, Богу твоему, на месте, которое изберет Господь, Бог твой, [чтобы призываемо было там имя Его]; ибо благословит тебя Господь, Бог твой, во всех произведениях твоих и во всяком деле рук твоих, и ты будешь только веселиться.

Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла; 10. ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар; 11. савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 12. ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.

9. Семь седмиц отсчитай себе; начинай считать семь седмиц с того времени, как появится серп на жатве; 10. тогда совершай праздник седмиц Господу, Богу твоему, по усердию руки твоей, сколько ты дашь, смотря по тому, чем благословит тебя Господь, Бог твой; 11. и веселись пред Господом, Богом твоим, ты, и сын твой, и дочь твоя, и раб твой, и раба твоя, и левит, который в жилищах твоих, и пришелец, и сирота, и вдова, которые среди тебя, на месте, которое изберет Господь, Бог твой, чтобы пребывало там имя Его; 12. помни, что ты был рабом в Египте, и соблюдай и исполняй постановления сии.

Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.

6. Если будет уговаривать тебя тайно брат твой, [сын отца твоего или] сын матери твоей, или сын твой, или дочь твоя, или жена на лоне твоем, или друг твой, который для тебя, как душа твоя, говоря: «пойдем и будем служить богам иным, которых не знал ты и отцы твои», 7. богам тех народов, которые вокруг тебя, близких к тебе или отдаленных от тебя, от одного края земли до другого, - 8. то не соглашайся с ним и не слушай его; и да не пощадит его глаз твой, не жалей его и не прикрывай его, 9. но убей его; твоя рука прежде всех должна быть на нем, чтоб убить его, а потом руки всего народа; 10. побей его камнями до смерти, ибо он покушался отвратить тебя от Господа, Бога твоего, Который вывел тебя из земли Египетской, из дома рабства; 11. весь Израиль услышит сие и убоится, и не станут впредь делать среди тебя такого зла.

Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хӑв туса илнӗ тырпулӑн, эрехӗн, йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхун малтанхи пӑрӑвӗпе вак выльӑхун малтанхи путекне, сӑмах панипе кӳрекен парнӳсене, ху кӑмӑлупа кӳрекен парнӳсене, хӑвӑн аллупа ҫӗклентерсе кӳмелли парнӳсене санӑн хӑвӑн килӳнте ҫиме юрамасть; 18. ҫакна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илекен вырӑнта, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ҫеҫ] ҫи — ху та, ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чурупа хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та [ютран килнӗ ҫын та] — пурте ҫийӗр, хӑвӑн аллупа мӗн тума пултарнишӗн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче хӗпӗртесе савӑнӑр.

17. Нельзя тебе есть в жилищах твоих десятины хлеба твоего, и вина твоего, и елея твоего, и первенцев крупного скота твоего и мелкого скота твоего, и всех обетов твоих, которые ты обещал, и добровольных приношений твоих, и возношения рук твоих; 18. но ешь сие [только] пред Господом, Богом твоим, на том месте, которое изберет Господь, Бог твой, - ты и сын твой, и дочь твоя, и раб твой, и раба твоя, и левит, [и пришелец,] который в жилищах твоих, и веселись пред Господом, Богом твоим, о всем, что делалось руками твоими.

Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр; 13. ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр, 14. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр; 15. ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.

12. Наблюдай день субботний, чтобы свято хранить его, как заповедал тебе Господь, Бог твой; 13. шесть дней работай и делай всякие дела твои, 14. а день седьмой - суббота Господу, Богу твоему: не делай [в оный] никакого дела, ни ты, ни сын твой, ни дочь твоя, ни раб твой, ни раба твоя, ни вол твой, ни осел твой, ни всякий скот твой, ни пришелец твой, который у тебя, чтобы отдохнул раб твой, и раба твоя [и осел твой,] как и ты; 15. и помни, что [ты] был рабом в земле Египетской, но Господь, Бог твой, вывел тебя оттуда рукою крепкою и мышцею высокою, потому и повелел тебе Господь, Бог твой, соблюдать день субботний [и свято хранить его].

Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ывӑлу хӗрӗн ҫарамасне е хӗрӳ хӗрӗн ҫарамасне, вӗсен ҫарамасне, ан уҫ, вӗсем санӑн ҫарамасу.

10. Наготы дочери сына твоего или дочери дочери твоей, не открывай наготы их, ибо они твоя нагота.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9. ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.

8. Помни день субботний, чтобы святить его; 9. шесть дней работай и делай [в них] всякие дела твои, 10. а день седьмой - суббота Господу, Богу твоему: не делай в оный никакого дела ни ты, ни сын твой, ни дочь твоя, ни раб твой, ни рабыня твоя, ни [вол твой, ни осел твой, ни всякий] скот твой, ни пришлец, который в жилищах твоих; 11. ибо в шесть дней создал Господь небо и землю, море и все, что в них, а в день седьмой почил; посему благословил Господь день субботний и освятил его.

Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хӗллехи вӑхӑт вӗсемшӗн хӗрӳ тапхӑр.

Помоги переводом

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

— Умра — хӗрӳ тапхӑр.

Помоги переводом

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Паян хӗрӳ экзаменсене хатӗрленетӗп.

Помоги переводом

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Этем космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халалланӑ Николаев вулавӗсем» район шайӗнчи хӗрӳ конкурсра та ҫӗнтерме ӗмӗтленет-ҫке!

Помоги переводом

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Хӗрӳ ӗҫре тӑрмашнӑ тетӗр, хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытма епле вӑхӑт тупнӑ?

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хӗрӳ тапхӑрта ирхине 5 сехет валли ӗҫе килни те, каҫхине 9-10 сехетченех тар тӑкни те нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть ҫамрӑка, апла тӑк хӑйӗн ӗҫне каччӑ чунтанах килӗштерет, ҫавӑнпах тивӗҫне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.

Помоги переводом

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней