Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрӳ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӳ (тĕпĕ: хӗрӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушкӑртра тата Раҫҫейре пурӑнакансен чӗрисенче Афганистанра, Ҫурҫӗр Кавказра, ытти хӗрӳ точкӑсенче тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫнӑ ентешсен ячӗсемпе паттӑрлӑхӗ яланах пурӑнӗҫ.

В сердцах жителей Башкирии и России всегда будут жить имена и подвиги земляков, павших в боях в Афганистане, на Северном Кавказе, в других горячих точках и в ходе специальной военной операции.

Радий Хабиров пуҫне хунӑ салтак-интернационалистсене асӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... nn-3645050

Мӗншӗн тесен журналистсем парти хушнине пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлаҫҫӗ, партин хӗрӳ сӑмахне ҫавӑнтах халӑх патне ҫитереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫитӗнсе ҫитейнӗ хӗрӳ талантлӑ поэтӑн сӑввисене, куллен-кун ҫырса пынисене, ҫырӑвӗсене лӑпкӑн вулаймастӑн, вӗсем чӗрене тивеҫҫӗ, чуна хумхантараҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

1713 ҫулта, Ҫурҫӗр вӑрҫи хӗрӳ пынӑ вӑхӑтра, швед фельдмаршалӗ Стенбок Альтонӑна ярса илнӗ те ӑна пӗчӗкшерӗн ҫунтарса яма хушнӑ.

В 1713 году, в разгар Северной войны, шведский фельдмаршал Стенбок овладел Альтоной и велел планомерно выжечь её.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Хамӑр эпир иртен пуҫласа каҫчен ура ҫинче, пӗр чарӑнмасӑр ҫитес хӗрӳ ҫапӑҫусене хатӗрленетпӗр.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фашистсем ҫав шоссепе Мускавалла талпӑннӑ вӑхӑтра, чи хӗрӳ ҫапӑҫура, суранланнӑ Микулаю.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапӑҫатпӑр фашистсемпе питӗ хӗрӳ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич алӑкран пырса кӗнӗ чух Ҫимун хӗрӳ ҫунакан кӑмака патӗнче яшка пӗҫерсе аппаланатчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта хӗрӳ ӗҫ пырать.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксен чи хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пулнипе, вӗсем яланхи пекех таврари ҫынсене юплемерӗҫ.

Помоги переводом

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑрӑн хӗрӳ хутне кӗрӗр!

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑпа Сергея Афганистана илсе ҫитерчӗ, хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хушӑран хӗрӳ ҫапӑҫусем те сиксе тухнӑ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ман шутпа, хӗрӳ сана юратмасть.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пӗр ушкӑнӗ, ытларах хӗрарӑмсем, Венюк йӗри-тавра пуҫтарӑнса ларса унӑн пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ: ашшӗ-амӑшӗ пирки, ачалӑх ҫинчен, Афганистанри хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки, душмансемпе кӗрешнӗ чухне аманни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Акӑ епле хӗрӳ иккен вӑл юратупа тавӑру туйӑм-пулӑм саманчӗсем, — терӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вавил, хӗрӳ те харсӑрскер, шыв авӑрне лекнӗ юлташне ҫӑлма васканӑ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Икӗ ҫамрӑк, икӗ хӗрӳ чун, ӗҫрен пушансан, кашни каҫ тӗл пула пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак хӗрӳ ӗҫ тӗлӗнче Пӗр Иван ҫеҫ килӗнче.

Помоги переводом

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней