Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мк 5

Раздел: Библи –> Марк ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 11:47

Предложений: 45; Слово: 622

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Вӗсем тинӗс тепӗр енне Гадара ҫӗрне пынӑ. 2. Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ; 3. вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман; 4. ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман; 5. вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ. 6. Иисуса вӑл аякранах курнӑ та, чупса пырса, Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, 7. унтан хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Иисус, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? Турра асӑнса тархаслатӑп Сана: ан асаплантар мана! тенӗ. 8. Мӗншӗн тесессӗн Иисус ӑна: усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух! тенӗ. 9. Вара унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ. 10. Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав ҫӗршывран хӑваласа ан ятӑр тесе тархасланӑ. 11. Ҫавӑнта ту патӗнче пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12. Усалсем пурте Иисуса: пире ҫав сыснасен ӑшне кӗртсемччӗ, тесе тархасланӑ. 13. Иисус вӗсене ҫийӗнчех ирӗк панӑ. Усал сывлӑшсем вара, ҫын ӑшӗнчен тухса, сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртенех тинӗсе сикнӗ, вӗсем икӗ пине яхӑн пулнӑ; пурте тинӗсе путса пӗтнӗ. 14. Сысна кӗтӳҫисем чупса кайнӑ та хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ. 15. Иисус патне пыраҫҫӗ, вӗсем легионӗпех усал ернӗ ҫын ӗнтӗ тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине кураҫҫӗ те сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ. 16. Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. 17. Вӗсем вара Иисуса хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ. 18. Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын Унпа пӗрле каясшӑн Ӑна тархасланӑ. 19. Иисус ӑна ирӗк паман, Вӑл ҫапла каланӑ: эсӗ килне тӑванусем патне кай та Ҫӳлхуҫа хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине каласа кӑтарт вӗсене, тенӗ. 20. Вӑл вара Вунхула ҫӗрне кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳре пуҫланӑ; пурте питӗ тӗлӗннӗ.

21. Иисус кимӗпе каллех тинӗс тепӗр енне каҫсассӑн, Ун тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӑл тинӗс хӗрринче тӑнӑ. 22. Акӑ синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пырать, Ӑна курсассӑн, Ун ури умне ӳксе 23. тархаслать: манӑн хӗрӗм вилес пек выртать; ӑна сыватмашкӑн, чӗрӗ хӑвармашкӑн пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ! тет. 24. Иисус вара унпа пӗрле кайнӑ. Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Ӑна хӗстернӗ те.

25. Пӗр хӗрарӑм — юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, 26. тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑскер, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӗтерсе те пӗр усӑ та курманскер, ӗнтӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑскер — 27. Иисус ҫинчен илтсе, халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Ун тумтирне сӗртӗннӗ, 28. вӑл ӗнтӗ: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ. 29. Ҫавӑнтах унӑн юн кайма чарӑннӑ та, вӑл чиртен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. 30. Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине туйса, халӑх енне ҫаврӑнса ҫапла ыйтнӑ: Манӑн тумтире кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. 31. Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: халӑх Хӑвна хӗстернине куратӑн-ҫке, ҫавах: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тесе ыйтатӑн, тенӗ. 32. Хӑйне сӗртӗнекене курас тесе, Иисус йӗри-тавралла пӑхнӑ. 33. Арӑм, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, хӑраса та чӗтресе Ун умне пынӑ та, ӳксе пуҫҫапса, Ӑна пурне те тӗрӗссине каласа панӑ. 34. Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул, тенӗ.

35. Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата? тенӗ. 36. Иисус ҫав сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, тенӗ. 37. Вӑл Петрпа Иаковсӑр тата Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫӗнчен никама та пыма хушман. 38. Вӑл синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитет те унта аптӑраса тӑракансене, йӗрекенсене, кӑшкӑрса хӳхлекенсене курать. 39. Пӳрте кӗрсен вӗсене: мӗншӗн кулянатӑр, мӗншӗн йӗретӗр? хӗрача вилмен, ҫывӑрать, тет. 40. Унран кулнӑ. Вӑл вара пурне те кӑларса ярать те, хӗрача ашшӗпе амӑшне тата Хӑйпе пӗрле пынисене илсе, хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет. 41. Хӗрачана аллинчен тытса: талифа? куми?! тет. Куҫарсассӑн ку: «хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр» тени пулать. 42. Хӗрача ҫийӗнчех тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ: вӑл пӗр вуникӗ ҫулта пулнӑ. Ҫакна куракансем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 43. Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: ҫакӑн ҫинчен никам та ан пӗлтӗр, тенӗ; унтан хӗре апат ҫитерме хушнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней