Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтланма (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татарски пластунӗсен сотни траншейӑсем чавса хӑтланма ӳркенчӗ.

Сотня татарских пластунов поленилась рыть траншеи.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Неччу пытанукла выляса хӑтланма!

Нечего в похоронки играть!

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апла, эппин, туслӑ пулма пӑрахар мар, ухмахла хӑтланма чарӑнӑр.

Ну так вот давайте-ка дружеских отношений не порывать, а глупости оставьте.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанах вӑл кунтан шӑвӑнма шутланӑччӗ, анчах вӑрттӑн тарса кайма, дезертирла хӑтланма чарчӗҫ ӑна.

Вначале он подумал было бежать, но ему претили уход тайком, дезертирство.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутора ҫитсе кӗрсенех казаксен пурлӑхӗ-япалисене ҫаратма, хӗр-арӑмсене пусмӑрлама, кам алла лекнӗ ҫавна арестлеме, унтан татах темскерсем хӑтланма пуҫланӑ.

Заняв хутор, начали грабить имущество казаков, насиловать казачек, производить незаконные аресты и так далее.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам ирӗк панӑ ӑна апла хӑтланма?

Да кто же ему давал такие полномочия?

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй пурнӑҫӗнче Прохор темле япала та турттарса курнӑ — йывӑҫ та, тимӗр те, тулӑ та турттарнӑ, анчах турбинӑпа хӑтланма тӳр килмен.

За свою жизнь Прохору довелось перевозить всякие грузы — и лес, и железо, и пшеницу, а вот с турбиной иметь дело еще не приходилось.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кам ирӗк панӑ ун пек хӑтланма?

Какие это права?

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Намӑс апла хӑтланма, ҫылӑх!

Совестно так-то и грех!

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑҫта унта юри хӑтланма, ҫӑварта пӗр шӑл та юлман пулсан!

Куда тут прикидываться, когда во рту совсем зубов нет!

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах ҫакӑн пек хӑтланма мӗнле те пулсан пӑрахмалла-ҫке-ха.

Но надо же как-нибудь кончить все это.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Кунта алтса хӑтланма вӑхӑт ҫук ман.

А рыть мне тут некогда.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Кам шуйттанӗ хушрӗ-ха мана ҫав Яшкӑна чарса хӑтланма? — шухӑшларӗ вӑл, йывӑрлӑх ҫитсе килнине кура хуйхӑрса.

«Черт меня дернул останавливать этого дурака! — подумал он удрученно.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ман апла хӑтланма право ҫук.

Не имею на то права.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗтӗмӗшпе илсен, халӗ хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑтланма пӗчченшер майлӑрах пулнӑ.

Да и вообще удобнее было сейчас рисковать в одиночку.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах комиссар паттӑр ӗҫпе чапа тухнӑ чарусӑр комсомолецсене хӑш чух мухтас вырӑнне, яланхи пек, тӳрех: «делибашла» хӑтланма пӑрахӑр тесе, ҫамрӑксен хӗрӳлӗхне пусарнӑ.

Однако комиссар иной раз, вместо того чтобы похвалить особо отличившихся своей бесшабашной храбростью комсомольцев, со своей обычной грубоватой прямотой охлаждал их излишний пыл за «делибашьи», как он выражался, повадки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Хӑҫанччен… хӑҫанччен ҫакнашкал хӑтланма ҫавсене ирӗк параҫҫӗ-ха?! — тет учительница, шкула хыпса илнӗ вут ҫине пӑхса.

— Неужели… неужели им долго будет позволено делать это?! — говорила учительница и смотрела в огонь, пожиравший школу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫук, халӗ вӑрттӑн хӑтланма юрамасть.

Нет, тайно сейчас уже нельзя было действовать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эп сире ирӗккӗн хӑтланма памастӑп.

Я разгуливаться не дам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пуҫтахсем, хулигансем попугайла хӑтланма тытӑннӑ, пирӗн тата, пирӗн ӑслӑ ача вӗсемпе пӗрле хи-хи-ха-ха…

Сорванцы, хулиганье, попугайничать стали, а наш-то умник вместе с ними — хи-хи да ха-ха!

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней