Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушать (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Броненосецӑн мостикӗ ҫинче тӑракан адмирал шыв кӗрекен уйрӑма тӗрӗслеме, шыв ытти уйрӑмсене кайнипе кайманнине пӗлме хушать.

Адмирал, который стоял на мостике броненосца, отдал приказание проверить, хорошо ли закрыты двери водонепроницаемых переборок, отделяющих поврежденную часть корабля от неповрежденной.

Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Чуну ҫапла хушать пулсан эп хирӗҫ мар…

— Я не против, раз к этому лежит душа…

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мӑйӑхлӑ ҫын аслӑ помощнике ахалех ҫаннинчен темӗн пек туртать, куҫӗсемпе хаярран пӑхать, парохода чарса кимӗ антарма хушать.

Напрасно усатый хватал старшего помощника за рукав, делал зверские глаза, требовал остановить пароход и спустить шлюпку.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Варӑм та салху еврей ҫунашка хыҫҫӑн утать, вӑхӑчӗпе чарӑнкаласа тӑма хушать — кӑштах кӗлтӑвать вӑл.

Длинный грустный еврей идёт за салазками и время от времени велит постоять — читает коротенькую молитву.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня ӑна чӗнсе сӑмах хушать те, вӑл, ват ҫынсем пек, кулмасӑр-тумасӑр куҫлӑх айӗн ҫеҫ пӑхса илет, сасартӑк аллинчи купӑста пуҫӗ лаштах ҫӗрелле ӳкет.

Саня окликает её. Она по-стариковски, строго глядит на него из-под очков и вдруг беспомощно роняет кочан на землю:

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эсӗ пурпӗрех ҫулҫӳревҫӗ пулма ҫуралнӑ, чӗрӳ ҫаплах хушать сана.

Но всё равно — ты путешественник по призванию, по страсти.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паруняна тӗлӗкре старик Микул турра пуҫ ҫапма хушать.

Помоги переводом

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Тӗлӗкре Паруня каллех старике курать: лешӗ турӑша чиркӗве пама тепӗр хут хушать.

Помоги переводом

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Каҫпа хӗр тӗлӗкре пӗр старике курать: лешӗ каткари япалана чиркӗве кайса пама хушать.

Помоги переводом

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Ҫав професси мана чӑтӑмлӑ та паттӑр пулма, тӑван ҫӗршыва, хамӑн ӗҫе юратма хушать.

Это была профессия, которая требовала от меня терпения, мужества и любви к своей стране и своему делу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Судья Петька патне кӗрсе тухма хушать.

Судья просит навестить Петьку,

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кукамӑшӗ Катьӑна урама тухма хушать, ашшӗ каллех Катьӑна ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫӳретме хушать иккен.

Бабушка гонит Катьку на улицу — снова он: он велел, чтобы Катька почаще бывала на воздухе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Капитан Мироновӑн хӗрӗ ман патӑма ҫыру ҫырнӑ; вӑл пулӑшу ыйтать; Швабрин ӑна ирӗксӗрлесех хӑйне качча тухма хушать, — терӗм эпӗ ӑна.

— Дочь капитана Миронова, — сказал я ему, — пишет ко мне письмо: она просит помощи; Швабрин принуждает ее выйти за него замуж.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Казаксенчен пӗри, «Аслӑ государь сана хӑй патне пыма хушать», тесе, чупса пырса калани манӑн шухӑшӑма татрӗ.

Размышления мои были прерваны приходом одного из казаков, который прибежал с объявлением, что-де «великий государь требует тебя к себе».

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах юрату мана Марья Ивановнӑна ҫӑлма, ӑна хӑтарма хушать.

Но любовь сильно советовала мне оставаться при Марье Ивановне и быть ей защитником и покровителем.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тухтӑр мана «вӗрмесӗр» калама хушать.

не «лаять», как он мне велел,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ерипен унта утса пыратӑп; анне, карнӑ шӑналӑка уҫать те, хуллен сӑмах хушать: «Андрей Петрович, Петруша ҫитрӗ, вӑл, эсӗ сывӑ маррине пӗлсе, каялла таврӑннӑ; пилле ӑна», — тет.

Я тихонько подхожу к постеле; матушка приподымает полог и говорит: — Андрей Петрович, Петруша приехал; он воротился, узнав о твоей болезни; благослови его.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каяс умӗн вӑл хӑйне мӑшкӑл тунӑшӑн банк тытакан мӗнле хушать, ҫавӑн пек ответ тытма хатӗр, тесе хӑварчӗ.

Перед уходом он сказал, что за обиду готов отвечать, как будет угодно господину банкомету.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах та коллектив законӗ пӗтнисен вырӑнне тӑнӑ ҫӗнӗ ҫынсене те ҫав хӑрушӑ ӗҫе малалла туса пыма хушать.

Но закон коллектива заключенных неумолимо требует, чтобы те, кто займет их место, продолжали эту опасную работу.

Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Самӑр эсэсовец мана шалалла сӗтерсе кӗрет, ман ҫинчи ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпене сӳсе илет, улӑм тӳшек ҫине хурать, шыҫса кайнӑ кӗлеткене хыпашлать те компрессем хума хушать.

Толстый эсэсовец волочит меня внутрь, стаскивает с меня лохмотья рубашки, кладет на соломенный тюфяк, ощупывает мое опухшее тело и приказывает приложить компрессы.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней