Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергей Платонович, хӑйне пысӑк ҫынсем умӗнче тытма вӗренсе ҫитнӗскер, кил хуҫине хисеплӗн пуҫ тайрӗ те зала кӗрсе кайрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей Платонович пуҫ тайса сывлӑх суннине хирӗҫ стариксем хисеплӗн ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ, ӑна ушкӑн варрине иртме вырӑн парса, каялла чакса тӑчӗҫ.На поклон Сергея Платоновича старики почтительно снимали шапки, расступались, давая место в кругу.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Рубцов-Емницкий Сергее хисеплӗн сӗтел хушшине лартрӗ, пӗр стакан эрех тултарса пачӗ, кулкаласа, Тимофей Ильич ҫине пӑхкаласа, Сергее станицӑри хӗрсем епле кӑмӑла кайни ҫинчен тата кам вӑл, хӑш чиперкке малтанхи ҫӗрех героя хӑй ҫумӗнче ҫав тери вӑрах тытса тӑма хӑйни ҫинчен ыйтрӗ тата тем те пӗр каларӗ…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӑвакарнӑ генерал, хисеплӗн йӑл кулса, императорское высочествӑна акӑлчан чӗлхипе темӗн каласа пачӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Вырсарникун тӗлне хатӗрленсен юрать-и, ваше благородие? — терӗ вахмистр, табак шӑршланипе симӗсленнӗ мӑйӑхне пӳрнипе хисеплӗн сӗртӗнсе.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн чунӗ тырӑ авӑртма килнӗ казаксем хӑй ҫинчен хисеплӗн пӑшӑлтатса калаҫнине итлес килнипе вӗчӗлтетет:
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫул ҫинче тӗл пулакан мужиксем ҫакӑн пек чаплӑ та пуян экипажа курса (аппӑшӗ унпа сайра хутра кӑна ларса ҫӳренӗ) хисеплӗн чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене хывса пилӗк таранах пуҫ тайрӗҫ.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫул ҫинче пасарлӑ хуласем те, вокзалсем те, элеваторлӑ пӗчӗк станцисем те, комбайн агрегачӗсем те, сурӑх кӗтӗвӗсем те, авӑн ҫапмалли йӗтемсем те тӗл пулаҫҫӗ; шофер кирек ӑҫта, кӑнтӑрла, е ҫӗрле пырсан та, ӑна кӑмӑллӑн та хисеплӗн кӗтсе илеҫҫӗ; пӗтӗмпех тусанланса пӗтни вӑл нимех те мар, ҫӑвӑнма ирӗк параҫҫӗ; выҫӑ — апат ҫитереҫҫӗ, «ӑшӑнма» черкке эрех те пама пултараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малти пӳлӗме ҫитиччен эпӗ ӑна питӗ хисеплӗн сума суса ӑсатрӑм (пӗтӗм ҫемье лӑпкӑлӑхӗпе телейне аркатма килнӗ ҫынна епле ӑсатса ямӑн-ха).
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ерофей Кузьмичпа Серьга Хахай, хӑйсен тивӗҫӗсем хушнӑ пек, отряда хисеплӗн ӑсатса ячӗҫ.Ерофей Кузьмич и Серьга Хахай, как заставляло их служебное положение, почтительно проводили отряд.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ачисем хаяр та йывӑр салтак япалисене хисеплӗн алла тытса, вӗсен йывӑрӑшне, ҫирӗплӗхне, ҫапӑҫура пулнӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсен савӑнтаракан тимӗр сивӗлӗхне туяҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ялан хӑйне ирӗклӗн тытакан Володя паян йӑвашланни, унпа хисеплӗн калаҫни ӑна кӑмӑла кайрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Тавтапуҫах, эпир ҫисе тухрӑмӑр! — Бу Вэй-юань маларах иртрӗ те, пысӑк аллисене чӗтретсе, хисеплӗн пуҫ тайрӗ.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Чжуан Му-сань, «ват вӑкӑрпа» «ҫамрӑк вӑкӑрӗ», пӗрне-пӗри хисеплӗн пуҫ тайса, алӑк патнелле утрӗҫ.Чжуан My Третий, «старый скот» и «молодой скот» попятились к выходу, почтительно кланяясь.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ашшӗне, ывӑлне! — терӗ старик, эрех куркине хисеплӗн йышӑнса.Отцу и Сыну! — сказал старик, с торжественностию принимая вино.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ромашов ҫурма ротинчи вӑшӑлкка Бобылев унтер-офицер, ҫывхарса килекен офицер ҫинелле хисеплӗн тинкере-тинкере, янах шӑммине малалла тӑсса хунӑ та, куҫӗсене хӑнчӑррӑн чалӑштарса, янӑравлӑ сассипе командӑлать:
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов, аллине карттус сӑмси ҫумне хисеплӗн тытса та урисене юнашар хурса, хӑйӗнчен пӗр утӑмра чарӑнсан тин: — Асӑрта тытма ыйтатӑп, подпоручик, ротӑна эсир аслӑ субалтерн-офицертан пилӗк минут, рота командирӗнчен вунӑ минут маларах килме тивӗҫлӗ, — терӗ ҫеҫ вӑл, сивӗнсе кайнӑ пилӗк сосиска евӗр ӳркевлӗ пӳрнисене чӑмӑртамашкӑн ун еннелле тӑсса парса.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кунта пач та айӑплассинчен хӑрани марччӗ, паллах ӗнтӗ, тӳркӑмӑллӑхпа ӳкӗнӳ те марччӗ ку, шӑп та шай «куҫ пӑвни» хӑйччӗ, ҫитӗннисем тӑвакан ҫав тери мӑнаҫлӑ та тавҫӑрса пӗтерме ҫукла хӑтланусен умӗнчи тӗшмӗшле сехӗрленӳ евӗрскер, ютшӑнчӑк, тискер кайӑкла ҫын шаманӑн асамлӑ ҫаврашки умӗнче хисеплӗн чӗтӗресе тӑнӑ чухнехи пекскер.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Адъютант ним пулман пек сӑнпала хисеплӗн те маттуррӑн чыс парса илчӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Христофор атте, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкине тытса, такама яланхи пек ҫемҫен те кулкаласа мар, хисеплӗн те чыслӑн пуҫ таять — пӗрре те килӗшмест ӑна ҫапла хӑтланни.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.