Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл ҫӳле хӑпарма васкаман, вӑл капитан каютинче хӑйӗн юнланса пӗтнӗ хӗҫӗ ҫине тирӗнерех тӑнӑ, вӑл хӑй умӗнче чӗркуҫленсе тӑракан Айше еннелле ӳрӗк-сӳрӗккӗн тенӗ пек, аллине тӑснӑ, лешӗ вара ӑна хисеплӗн чуптунӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Желамбр, эмигрантсен вӑрттӑн агенчӗ, ун валли каюта хатӗрленӗ чухне хӑех сӑнаса тӑчӗ, унпа хисеплӗн сӑмахларӗ, уншӑн тӑрӑшрӗ, хӑй дворянсен йӑхӗнчен тухнине пӑхмасӑрах, старик хыҫҫӑн унӑн чемоданне йӑтса кӗчӗ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Альтман арӑмӗ утса пынӑ ҫӗртех пӗр темӗнле ҫӑмламас сухаллӑ ҫамрӑк экскурсовода ярса тытрӗ те, ӑна вӑл хисеплӗн «доктор» тесе чӗнчӗ, ҫав вилесле хӑраса ӳкнӗ «доктор» вӗсене Габсбургсен мӗнпур династийӗ ларса ҫӳренӗ каретӑсен чаплӑ коллекцийӗ упранакан кивӗ лаша витисене илсе кайрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ырӑ сунатӑп ҫак ҫурта! — терӗ вӑл хыттӑн, карчӑка хисеплӗн сывлӑх сунса тата хӑйӗн вырӑнне пуҫтаракан Ленӑна пуҫ тайса.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗр тӗслӗскерсем, хура та шурӑ ҫамкаллӑскерсем, вӗсем ҫисе тӑраннипе, ҫиллисене сӗтпе тултарнипе йывӑрланса, мӑнаҫлӑн та хисеплӗн утса пыраҫҫӗ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Фроська ҫумӑрпа тӗксӗмленнӗ пуҫне ҫӗклерӗ, куҫхаршийӗсене каҫӑртрӗ, вара хисеплӗн те вӗрентнӗ пек: — Паллах! Ҫемҫетни вӑл — типпӗн шӑварни пекех! Ку агротехникӑран пире тахҫанах паллӑ! — терӗ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эсир, юлташсем, мана ан пӑхӑр, мана ан кӗтӗр, — хисеплӗн каланӑ вӑл.— Вы, товарищи, на меня не глядите и меня не дожидайтесь, — степенно сказал он.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Старикӗн пысӑк кӗлетки ҫине Василий яланах кӑмӑллӑн та ӑмсанса пӑхнӑ, ҫамрӑк чухне вӑл унӑн тивӗҫлӗ кӗрнеклӗхӗпе мухтанма, ун чухнех виҫеллӗн те хисеплӗн калаҫма тӑрӑшнӑ.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх тата районта пурте — ваттисем те, ҫамрӑккисем те — секретаре хисеплӗн те ачашшӑн Петрович тесе чӗнни тӑрӑх, Василий ӑна чылай ҫула ҫитнӗ, кӗрнеклӗ, вӑрҫӑра вилнӗ колхоз председателӗ Алексей Лукич пек, кӑвакарнӑ уссиллӗ, самӑрлансах пыракан пӳллӗ ҫынна курма шутланӑ.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шимка ятлӑ качаки урамри йывӑҫсене кӑшласан, е ытти чухне кирек епле те пулин йӗркене пӑснӑшӑн полицейски надзиратель штраф илме пырсан, асламӑшӗ полицейскине хисеплӗн пукан лартса панӑ, пуканӗ ҫинчен тусанне саппун вӗҫӗпе шӑлса илнӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Лакей ҫине уртӑнкаласа килекен ватӑ Могелницки княҫ умӗн Юзеф алӑка хисеплӗн уҫрӗ те, ӑна ҫавӑнтах, лакей сӑмси умӗнчех, хупса та лартрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Платформа ҫинче вӗсем иккӗшӗ те ӑна алӑ тытнӑ, вӑл вагон ҫине кӗрсен, каллех инҫех мар ларакан тепӗр ҫамрӑк ҫын, тирпейлӗ тумланнӑскерех, хӑйпе юнашар вырӑн парса, ӑна хисеплӗн ларма сӗннӗ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анчах пӗтӗмпех тӗлӗнмелле пулса тухнӑ: пит паха тӑхӑннӑ темӗнле господинпа вучах умӗнчен тин ҫеҫ уйрӑлнӑ тимӗрҫӗ станцӑран ҫак старике питӗ хисеплӗн ӑсатса янӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Сайра хутра вӗсене уҫӑлса ҫӳрекенсем тӗл пулкаларӗҫ; пурте Марья Николаевнӑна пуҫ тайрӗҫ — хӑшӗсем хисеплӗн, теприсем — ҫав тери пӑхӑнса.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Обер-кельнер, питӗ хисеплӗн пуҫ тайса илсе, чура пек тухса кайрӗ.
XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Сунарҫӑ, Костя каланине пӗтӗмпех ӑнланайман пирки, ун хыҫҫӑн хисеплӗн пӑхса юлчӗ, хӑй ҫапах пуҫне сулкаларӗ.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Николай Артемьевич, эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентертӗм пулсан, — калаҫма пуҫларӗ вӑл хисеплӗн пуҫ тайса илнӗ хыҫҫӑн, — эпӗ сиртен каҫару ыйтма хатӗр.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫак хӗрарӑмсем, — терӗ Гленарван, Эленпа Мэрине хисеплӗн пуҫ тайса, — ман ҫӗршывра иккӗшӗ те пысӑк вырӑнта тӑраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Алли-урисенчен тытӑр та, турамӑш сӑнне йӑтса пынӑ пек, хисеплӗн ҫӗклесе кайӑр.— Хватайте за руки, за ноги и тащите с почетом, как икону богородицы.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ҫӗнӗ пурҫӑн платье тӑхӑннӑскер, ҫӳҫӗ ҫине анлӑ бархат эрешсем тирсе лартнӑскер, мӑйӗ ҫине ылтӑн вӑчӑра ҫакнӑскер, вӑл хускалми хисеплӗн ларать, хӑйне те, йӗри-тавра ларакансене те хисеплесе: «Каҫарӑр мана, эпӗ айӑплӑ мар», — тесе каласшӑн пек ӑшшӑн кулать.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.