Поиск
Шырав ĕçĕ:
иккӗмӗш абзаца «тата республика резервӗн пурлӑхне упрама» сӑмахсем хушса хурас;абзац второй дополнить словами "и на хранение материальных ценностей республиканского резерва";
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«республика резервӗн пурлӑх запасӗсене йӗркелеме, вырнаҫтарма, упрама, усӑ курма, тултарма тата ҫӗнетсе тӑма полномочи панӑ органсем тӑвакан ӗҫ-хӗле йӗркелесе пыракан Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органне палӑртать;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«полномочиллӗ органсем – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ республика резервӗн пурлӑх запасӗсене йӗркелеме, вырнаҫтарма, упрама, усӑ курма, тултарма тата ҫӗнетсе тӑма полномочи панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
1978-1983 ҫулсенче ҫӗнӗ элеватор туса лартнӑ, вӑл республикӑра пысӑккисенчен пӗри – 187 пин тонна тырӑ вырнаҫтарса упрама пултарнӑ.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Илпек-сипеке упрама ырӑсем пулӑшчӑр, инкек-синкеке хаярсем сирсе пыччӑр...Для сохранения нажитого пусть духи добрые помогают, злые духи беды отвадят...
Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.
ТР ЧНКА председателӗ К.Г.Яковлев, Е.М.Тимирясов, В.П.Станьял, А.А.Трофимов тата ыттисем те ҫӳлерех асӑннӑ шухӑша хӑйсен сӑмахӗсенче малалла тӑсрӗҫ, тӑван чӗлхене упрама, ӑна хисеплеме, малалла аталантарма чӗнсе каларӗҫ.
Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Сывлӑха упрама тата ӗмӗре вӑрӑмлатма апатлану тытӑмӗнчи специалистсем ахальтен мар технологи машини айне лекмен ҫут ҫанталӑкри «чӗрӗ» апат патне таврӑнма сӗнеҫҫӗ.
Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Вӗсем хӑйсен активлӑхне 8-14 кун хушши упрама пултараҫҫӗ, ун хыҫҫӑн шап-шурӑ ҫӑнӑха «чӗрӗ» ҫимӗҫ тееймӗн.
Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Вӗсене асра тытни, хисеплени — тӑванлӑхпа чӑвашлӑх туйӑмне упрама вӗрентекен тӗп тивӗҫ.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
«Зарницӑпа» «Орленокӑн» тӗп тӗллевӗ чи вӑйлӑ, чи маттур ушкӑна палӑртасси кӑна мар, унӑн тивӗҫӗ ачасене спортпа туслаштарасси, пӗлӳ шайне ӳстерме, туслӑха упрама хӑнӑхтарасси пулнине палӑртрӗҫ физкультура вӗрентекенӗсем.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Авалран пынӑ йӑла-йӗркене, ӑрусен ят-сумне упрама тӑрӑшасчӗ.
Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Сывлӑха ҫамрӑкранах упрама тӑрӑшмалла.
Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Юрать-ха, вӗсене пӗр ҫӗре пухса упрама культура ҫуртӗнчех пысӑк пӳлӗм пурри ӗҫе ансатлатнӑ.
Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Пирӗн республикӑна продукцие упрама, ӗҫлесе тирпейлеме тата сутлӑха хатӗрлеме май паракан агропарк кирлине палӑртса хӑварас тетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Валентинӑн ҫутӑ сӑнарӗ пире ҫут ҫанталӑка юратма, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма, чыслӑха упрама, таса туйӑмпа пурӑнма вӗрентет.
Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
5. Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса 6. ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ху курнине ҫакна пӗтӗмпех кӗнекене ҫырса хӑвар та шанчӑклӑ вырӑна хур; 38. вара хӑвӑн халӑхун ӑслӑ ҫыннисене, вӗсен чӗри ҫак вӑрттӑнлӑхсене йышӑнма тата упрама пултарасса шанатӑн пулсассӑн, вӗрент ҫакна.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсене упрама Тӗнчене Пултаракана шанса, Иуда хӑйӗн ҫыннисене саккунсемшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн, хулашӑн, тӑван ҫӗршӗн, граждан ирӗклӗхӗшӗн паттӑррӑн, пурӑнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма ӳкӗтленӗ, вара хӑйӗн ҫарне Модин ҫывӑхӗнче вырӑнаҫтарса тухнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Аслӑ священник усал Симон элекленӗ пек мар, пачах урӑхла пулнине кӑтартса панӑ: ку пуянлӑх — пӗтӗмпех тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем упрама шанса панӑ пурлӑх, пӗр пайӗ — питӗ паллӑ ҫыннӑн, Товия ывӑлӗ Гирканӑн, пурлӑхӗ; мӗнпурӗ тӑватҫӗр талант кӗмӗл, икҫӗр талант ылтӑн; 12. вӑл: сӑваплӑ вырӑна, пӗтӗм тӗнчипех хисепе хуракан Турӑ Ҫуртне, никам та тӗкӗнес ҫук тесе шанса тӑракансене ниепле те кӳрентерме юрамасть, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакӑн евӗрли ҫинчен тата каласа, Иеремия вӗсене саккуна хӑйсен чӗринчех упрама ӳкӗтленӗ.3. Говоря и другое, подобное сему, он увещевал их не удалять закона из сердца своего.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.