Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ӗҫре иртет кун-ҫул утти

Автор: Р.МОИСЕЕВ

Источник: «Каҫал Ен», 2016.05.20

Добавлен: 2016.05.22 20:28

Предложений: 68; Слово: 578

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Семья

Петр Андреевич Баринов 70 ҫул тултарас умӗн унӑн кун-ҫулӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллашас терӗм.

Петр Андреевич Елчӗк районӗнчи Кушкӑ ялӗнче Андрей Васильевичпа Вера Григорьевна ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Бариновсем виҫӗ ывӑл, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, тӗрӗс воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Хӑйсем сахал вӗреннӗ пулин те, ачисене вӗрентме нумай вӑй хунӑ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич - граждан вӑрҫин тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ. Вӑтӑрмӗш ҫулсенче, колхозсем йӗркеленнӗ вӑхӑтра, колхоз председателӗнче ӗҫленӗ. Мӗн пенсие тухичченех колхозра ветсанитар ӗҫне тимлӗ пурнӑҫланӑ.

Петр Андреевич Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсе пӗр ҫул колхозра ӗҫленӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе ученӑй зоотехник дипломӗпе Псков облаҫне ҫитсе совхоз зоотехникӗн ӗҫне кӳлӗннӗ. Виҫӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫлеме тивнӗ: Совет Ҫарне кайма ят тухнӑ. Пӗр ҫул службӑра пулнӑ хыҫҫӑн, киле таврӑннӑ. Унтан Комсомольски районӗнчи ял хуҫалӑх инспекцинче ӗҫе пуҫӑннӑ. Ун хыҫҫӑн комсомол райкомӗн иккӗмӗш тата пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ. Запасри офицера тепӗр хут Совет Ҫарне илнӗ. Унта та вӑл чаҫри комсомол комитечӗн секретарӗнче тимленӗ. 2 ҫул хыҫҫӑн таврӑнсан «Комсомольский» совхозра, каярах хуҫалӑхсем хушшинчи ӗне выльӑх самӑртмалли комплексра тӗп зоотехник ӗҫне кӳлӗннӗ. Ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине, обществӑлла ӗҫе активлӑ хутшӑннине, ҫынсемпе хутшӑнас пултарулӑхӗ пуррине шута илсе, Петра парти райкомне ӗҫлеме илеҫҫӗ. Пӗр вӑхӑт халӑх контролӗн районти комитечӗн председателӗнче вӑй хурать. Чылай хушӑ райӗҫтӑвком председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлать.

Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, вӑл сӑпайлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнипе палӑрнӑ, пӗрле ӗҫлекенсем, район халӑхӗ ӑна яланах хисепленӗ. Петр Баринов общество ӗҫне яланах активлӑ хутшӑннӑ, хутшӑнать те. Халӗ районти райпо тата ветерансен совечӗсен членӗ, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн ӑста юрӑҫи.

1972 ҫулта вӑл Йӗпреҫ хӗрӗпе Людмилӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗ нумай ҫул типографинче наборщикра ӗҫленӗ, чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗрен Людмила Дмитриевнӑна редакцие корректора ӗҫлеме куҫараҫҫӗ. Халӗ те юратнӑ ӗҫе кӑмӑлтан пурнӑҫлать.

Бариновсем виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Сергейпе Александр Шупашкарта тӗпленнӗ, Виктор хӑйӗн ӗҫлӗ кун-ҫулне сывлӑш-ҫар десанчӗн чаҫӗсенче службӑра ирттернӗ, Ҫурҫӗр Кавказра террористсемпе кӗрешме те тивнӗ ӑна. Подполковник званийӗпе отставкӑна тухнӑ. Ачисем пурте ҫемьеллӗ.

Калаҫнӑ май юбиляр пурнӑҫӗпе ытларах кӑсӑклантӑм.

- Петр Андреевич, хальхи пурнӑҫа мӗнле хаклатӑр?

- Ҫӑмӑллӑн мар пулин те, пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланса пыраҫҫӗ. Аллӑмӗш ҫулсене аса илер-ха. Ялсенче улӑм витнӗ ҫуртсем йӗркипех пулнӑ. Район центрӗнче те пӗр кирпӗч ҫурт та пулман. Халӗ центр хула пек ӳсет, ялсенче те хӑтлӑ ҫуртсем чылай. Ял халӑхӗ авалтан вут-шанкӑ нушипе тертленнӗ. Халӗ кашни килте ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑнаҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Ырлӑх вӗт.

- Эсир ҫынна мӗне кура хаклатӑр?

- Чун тасалӑхне, тӗрӗслӗхне мала хунине, сӑпайлӑ, ӗҫчен пулнине кура хаклатӑп. Сӑмах паракан ӑна пурнӑҫлатӑр.

- Петр Андреевич, хӑвӑра телейлӗ тесе шутлатӑр-и?

- Эпӗ пуян мар, ҫапах телейлӗ. Ҫемьере те, тӑвансем енчен те пурте йӗркеллӗ, ачасем, мӑнуксем савӑнтараҫҫӗ. Ӗҫлетпӗр, сывлӑх аптӑрамасть. Килти хуҫалӑхра мӗн кирлине ытларах хамӑр туса илетпӗр.

- Эсир пур ӗҫре те тӳрӗ кӑмӑлпа, тӑрӑшнӑ, наградӑсем те пур пулӗ?

- Халӑхпа пӗрле ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе ӗҫленӗ, наградӑсемшӗн мар. Ҫынсем тав туни - хӑех награда. Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн тата ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн наградисем пур, икӗ хутчен социализмла ӑмӑртура ҫӗнтернӗшӗн патшалӑх паллине панӑ.

- Ҫамрӑксене мӗн сӗннӗ пулӑттӑр?

- РФ Президенчӗ В.Путин пире ҫамрӑксен организацийӗ кирлех тенӗччӗ. Районта ҫамрӑксен организацине йӗркелесчӗ, усси пулатех. Ҫамрӑкранах ӗҫе юратма хӑнӑхасчӗ. Халӗ ӗҫлемесӗрех лайӑх пурӑнма май шыракансем йышланчӗҫ вӗт. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырасчӗ. Сывлӑха ҫамрӑкранах упрама тӑрӑшмалла. Физкультурӑпа спорт пуриншӗн те кулленхи пурнӑҫ йӗркине кӗтӗрччӗ. Пурнӑҫ илемӗ, пӗлтерӗшӗ таса юратура. Юрату ирӗклӗ тесе юрату вӑййи выляс марччӗ. Унсӑрӑн ҫирӗп ҫемье пулас ҫук. Халӗ вӑхӑтлӑха ҫемье ҫавӑракансем сахал мар. Ҫемье саланса кайни ачасемшӗн инкек. Авалран пынӑ йӑла-йӗркене, ӑрусен ят-сумне упрама тӑрӑшасчӗ. Хӑш-пӗр ҫамрӑксем аслашшӗ-асламӑшӗ ҫинчен те нимӗнех те пӗлмеҫҫӗ.

Ӗҫре, пурнӑҫра общество, патшалӑх интересне мала хурасчӗ.

- Калаҫушӑн пысӑк тав Сире. Юбилей сире хавхалану, вӑй-хал хуштӑр, нумай ҫул сывӑ, телейлӗ, пурӑнма ыр сунатӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней