Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Источник: «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Добавлен: 2016.07.12 15:54

Предложений: 61; Слово: 813

Тип текста: Закон

По-русски Тема: Не указано

Чӑваш Республикин саккунӗ

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2012, 96 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2014, 9 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) кӳртӗм хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

2) 1 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1 статья. Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ӑнлав

1. Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ (малалла – республика резервӗ) ҫак Саккунпа палӑртнӑ тӗллевсемпе тата йӗркепе усӑ курмалли республика пурлӑхӗн уйрӑм запасӗ шутланать тата Чӑваш Республикин хысна пурлӑхӗ пулса тӑрать.

2. Республика резервӗн шутне муниципалитетсем хушшинчи тата регион шайӗнчи чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва тата унӑн сиенӗсене пӗтернӗ чухне васкавлӑ ӗҫсене пурнӑҫлассине тата ял хуҫалӑх продукцийӗпе чӗр таварӗн тата апат-ҫимӗҫ рынокне ҫирӗплетессине тивӗҫтерме хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫ, апат-ҫимӗҫ чӗр таварӗн, медицинӑра усӑ куракан эмел хатӗрӗсен, медицина изделийӗсен, строительство материалӗсен, транспорт хатӗрӗсен, ҫыхӑнупа пӗлтерӳ хатӗрӗсен, топливо, харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли хатӗрсен запасӗсем тата ытти пурлӑх кӗреҫҫӗ.»;

3) 2 статьяра:

а) улттӑмӗш абзацра «республика резервӗн запасӗсене ҫӗнетсе тӑни» сӑмахсене «республика резервӗн пурлӑх запасӗсене ҫӗнетсе тӑни» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) тӑххӑрмӗш абзацра «изделисен стандарчӗсем тата вӗсене туса хатӗрлемелли технологи» сӑмахсене «Раҫҫей Федерацийӗн продукци производствин тулли циклӗпе ҫыхӑннӑ хутшӑнусене право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе тӑрасси ҫинчен калакан саккунӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн виҫесен пӗрлӗхне тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккунӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, техника (конструктор, технологи) докуменчӗсемпе, программа докуменчӗсемпе тата (е) патшалӑх контракчӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫламалли требованисене, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн стандартизаци ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ стандартизаци докуменчӗсемпе палӑртнӑ требованисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) вун пӗрмӗш абзаца «республика резервӗн» сӑмахсем хыҫҫӑн «(малалла ҫавӑн пекех – пурлӑх)» сӑмахсем хушса хурас;

в) ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас:

«полномочиллӗ органсем – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ республика резервӗн пурлӑх запасӗсене йӗркелеме, вырнаҫтарма, упрама, усӑ курма, тултарма тата ҫӗнетсе тӑма полномочи панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем.»;

4) 3 статьян иккӗмӗш абзацӗнче «планпа пӑхнӑ тапхӑрти» сӑмахсене «планпа пӑхнӑ тапхӑр» сӑмахсемпе улӑштарас;

5) 5 статьян 2-мӗш пайӗнче:

а) иккӗмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«республика резервне тытса пымалли йӗркене палӑртать;»;

ӑ) тӑваттӑмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«полномочиллӗ органсене палӑртать;»;

б) ҫакӑн пек ҫырса ҫӗнӗ пиллӗкмӗш абзац хушса хурас:

«республика резервӗн пурлӑх запасӗсене йӗркелеме, вырнаҫтарма, упрама, усӑ курма, тултарма тата ҫӗнетсе тӑма полномочи панӑ органсем тӑвакан ӗҫ-хӗле йӗркелесе пыракан Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органне палӑртать;»;

в) пиллӗкмӗш абзаца улттӑмӗш абзац тесе шутлас;

6) 6 статьяра:

а) 1-мӗш пая «ҫӗнетес тӗллевпе» сӑмахсем хыҫҫӑн «пурлӑх запасӗсене» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 2-мӗш пая «запассене ҫӗнетнӗ» сӑмахсем хыҫҫӑн «пурлӑха» сӑмах хушса хурас;

7) 7 статьян 2-мӗш тата 3-мӗш пайӗсене ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2. Республика резервне пурлӑх парса тӑма патшалӑх енчен заказ паракансем полномочиллӗ органсем шутланаҫҫӗ.

3. Полномочиллӗ органсем Чӑваш Республикин республика бюджечӗн черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти проекчӗ валли республика резервӗн тӑкакӗсен тытӑмӗ енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеҫҫӗ.»;

8) 9 статьяра:

а) 2-мӗш пайра «республика резервне тытса пыракан Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗпе,» сӑмахсене «полномочиллӗ органсемпе» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 3-мӗш пайра «шутне» сӑмаха «калӑпӑшне» сӑмахпа улӑштарас;

б) 4-мӗш пайра «Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн республика резервне тытса пыракан органне» сӑмахсене «полномочиллӗ органсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

9) 10 статьяра:

а) 2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2. Республика резервӗн пурлӑхне упрамалли сроксене тата условисене полномочиллӗ органсем Раҫҫей Федерацийӗн продукци производствин тулли циклӗпе ҫыхӑннӑ хутшӑнусене право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе тӑрасси ҫинчен калакан саккунӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн виҫесен пӗрлӗхне тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккунӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, техника (конструктор, технологи) докуменчӗсемпе, программа докуменчӗсемпе тата (е) патшалӑх контракчӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫламалли требованисене, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн стандартизаци ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ стандартизаци докуменчӗсемпе палӑртнӑ требованисене шута илсе палӑртаҫҫӗ.»;

ӑ) 3-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«3. Полномочиллӗ органсен право пур:»;

иккӗмӗш абзаца «тата республика резервӗн пурлӑхне упрама» сӑмахсем хушса хурас;

10) 11 статьяра:

а) 1-мӗш пайра:

пиллӗкмӗш абзацра «муниципалитетсем хушшинчи тата республика шайӗнчи» сӑмахсене «муниципалитетсем хушшинчи тата регион шайӗнчи» сӑмахсемпе улӑштарас;

ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас:

«ял хуҫалӑх продукцийӗпе чӗр таварӗн тата апат-ҫимӗҫ рынокне ҫирӗплетме.»;

ӑ) 2-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзаца «Запасне ҫӗнетме» сӑмахсем хыҫҫӑн «пурлӑхне» сӑмах хушса хурас;

пӗрремӗш предложенин иккӗмӗш абзацӗнче «Республика резервӗн запасӗсене ҫӗнетессине» сӑмахсене «Республика резервӗн пурлӑх запасӗсене ҫӗнетессине» сӑмахсемпе улӑштарас, иккӗмӗш предложение «запасӗсене ҫӗнетсе» сӑмахсем хыҫҫӑн «пурлӑх» сӑмах хушса хурас;

б) 3-мӗш пая «пурлӑха илекенсене, сроксене» сӑмахсем хыҫҫӑн «, тӳлев виҫине» сӑмахсем хушса хурас;

в) 5-мӗш пайра «Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн республика резервне тытса пыракан органӗн ертӳҫин йышӑнӑвӗпе» сӑмахсене «полномочиллӗ органсен ертӳҫисен йышӑнӑвӗсемпе» сӑмахсемпе улӑштарас, ҫакӑн пек ҫырса предложени хушса хурас: «Республика резервӗнчен пурлӑха кивҫене илнӗшӗн тӳлемелли тӳлев виҫи пирки ҫавнашкал тӗслӗхсенче Чӑваш Республикин Финанс министерствипе тата Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министертвипе килӗшсе татӑлмалла.»;

г) 7-мӗш пайра «муниципалитетсем хушшинчи тата республика шайӗнчи» сӑмахсене «муниципалитетсем хушшинчи тата регион шайӗнчи» сӑмахсемпе улӑштарас, «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе» сӑмахсене «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн хушӑвӗпе» сӑмахсемпе улӑштарас, «вӗсене илекенсен» сӑмахсене «пурлӑха илекенсен» сӑмахсемпе улӑштарас;

д) ҫакӑн пек ҫырса 71-мӗш пай хушса хурас:

«71. Республика резервӗнчен ял хуҫалӑх продукцийӗпе чӗр таварӗн тата апат-ҫимӗҫ рынокне ҫирӗплетме пурлӑх илсе тухассине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн актне тӗпе хурса кивҫен илмелли йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ.»;

е) 8-мӗш пая «запасӗсене ҫӗнетнӗ» сӑмахсем хыҫҫӑн «пурлӑх» сӑмах хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. ИГНАТЬЕВ.

Шупашкар хули, 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ.

44 №.

Сайт:

 

Статистика

...подробней