Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

умра (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗне шухӑшсем те ҫӗнӗ ҫынсемччӗ ман умра.

Новые отношения, новые мысли, новые люди.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнчӗ те, Швабрин ҫине кӑтартса: «Акӑ, сире, ачасем, ҫӗнӗ командир. Эсир пур енӗпе те итлӗр ӑна, вӑл ман умра сирӗншӗн те, крепӑҫшӗн те ответ тытӗ», — терӗ.

Потом обратился он к народу и сказал, указывая на Швабрина: «Вот вам, детушки, новый командир: слушайтесь его во всем, а он отвечает мне за вас и за крепость».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман умра Савельич тӑрать, аллисенче унӑн — ҫурта.

Передо мною стоял Савельич со свечкою в руках.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Паллах, — терӗ Швабрин, — харсӑрлӑхӑршӑн эсир ман умра хӑвӑр юнӑрпа ответ тытатӑр.

— Конечно, — отвечал Швабрин, — вы своею кровью будете отвечать мне за вашу дерзость.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман умра салху ҫеҫенхир сарӑлса выртать.

Передо мною простиралась печальная степь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пирӗн умра вӑл атте ҫинчен сайра-пӗрре кӑна асӑнатчӗ, анчах та хампа йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл атте ҫинчен шухӑшланине чухласа илеттӗм.

При нас она редко вспоминала отца. Но каждый раз, когда она ласково говорила со мной, я знал, что она думала о нем.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман умра ҫурмаран хӗҫпе касса пӑрахнӑ сысна выртать…

Предо мною лежала свинья, разрубленная пополам шашкой…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн умра ҫурри курӑкпа витӗннӗ ҫул авкаланать, тата ун урлӑ унта та кунта шавлӑ ҫырма шывӗ каҫса каять.

Перед нами вилась дорога, полузаросшая высокой травой и ежеминутно пересекаемая шумным ручьем.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Грушницкий ман умра пуҫне усса тӑчӗ, нимӗн тума пӗлмест, анчах совеҫ мӑн кӑмӑллӑхпа кӗрешесси нумая пымарӗ.

Грушницкий стоял передо мною, опустив глаза, в сильном волнении, но борьба совести с самолюбием была непродолжительна.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княгиня пирӗн умра Вера упӑшкипе пыратчӗ, ҫавӑнпа вӑл нимӗн те кураймарӗ; анчах пире уҫӑлса ҫӳрекен чирлӗ ҫынсем курма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫав ӗнтӗ сӑмах юптарса чи йӗкӗлтекенсем, ҫавӑнпа эпӗ вӑл хӗрӳллӗн чӑмӑртанӑ алла хӑвӑрт туртса илтӗм.

Княгиня шла впереди нас с мужем Веры и ничего не видала; но нас могли видеть гуляющие больные, самые любопытные сплетники из всех любопытных, и я быстро освободил свою руку от ее страстного пожатия.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ман умра Грушницкипе ҫепӗҫ калаҫу пуҫарма хӑяймасть, ҫавӑнпа вӑл Грушницкий хӑтланчӑшӗнчен темиҫе хут та тӑрӑхласа кулкаларӗ, Грушницкий ун патне пырса тӑрсанах эпӗ йӑвашшӑн пӑхнӑ пек тӑватӑп та вӗсене иккӗшне ҫеҫ хӑваратӑп; малтан хӗр уншӑн хӗпӗртерӗ те, хӗпӗртенӗ пек кӑтартасшӑн кӑна пулчӗ-и вӑл, унтан хайхи мана ҫилленчӗ, каярахпа Грушницкие ҫилленсе ҫитрӗ.

Она при мне не смеет пускаться с Грушницким в сентиментальные прения и уже несколько раз отвечала на его выходки насмешливой улыбкой; но я всякий раз, как Грушницкий подходит к ней, принимаю смиренный вид и оставляю их вдвоем; в первый раз была она этому рада или старалась показать; во второй — рассердилась на меня, в третий — на Грушницкого.

Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.

На запад пятиглавый Бешту синеет, как «последняя туча рассеянной бури»; на север поднимается Машук, как мохнатая персидская шапка, и закрывает всю эту часть небосклона; на восток смотреть веселее: внизу передо мною пестреет чистенький, новенький городок, шумят целебные ключи, шумит разноязычная толпа, — а там, дальше, амфитеатром громоздятся горы все синее и туманнее, а на краю горизонта тянется серебряная цепь снеговых вершин.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ман умра ҫӗрлехи тӑвӑлпа хускалнӑ тинӗс сарӑлса выртать.

Передо мной тянулось ночною бурею взволнованное море.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑй ман умра пӗр хускалмасӑр тӑрать, эпӗ унӑн сӑнарне пӑхкалама пуҫларӑм.

Он стоял передо мною неподвижно, и я начал рассматривать черты его лица.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чӑнах та, чӑнах та! — терӗ вӑл, — эпӗ хаваслӑрах пулӑп; — хайхи, ахӑлтатса, хӑйӗн бубенне илчӗ те манӑн умра юрласа ташлама та сикме пуҫларӗ; анчах ку нумая пымарӗ, вӑл каллех вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.

— Правда, правда! — отвечала она, — я буду весела. — И с хохотом схватила свой бубен, начала петь, плясать и прыгать около меня; только и это не было продолжительно; она опять упала на постель и закрыла лицо руками.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.

И точно, такую панораму вряд ли где еще удастся мне видеть: под нами лежала Койшаурская долина, пересекаемая Арагвой и другой речкой, как двумя серебряными нитями; голубоватый туман скользил по ней, убегая в соседние теснины от теплых лучей утра; направо и налево гребни гор, один выше другого, пересекались, тянулись, покрытые снегами, кустарником; вдали те же горы, но хоть бы две скалы, похожие одна на другую, — и все эти снега горели румяным блеском так весело, так ярко, что кажется, тут бы и остаться жить навеки; солнце чуть показалось из-за темно-синей горы, которую только привычный глаз мог бы различить от грозовой тучи; но над солнцем была кровавая полоса, на которую мой товарищ обратил особенное внимание.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ эпир почта станцине те куратпӑр, ҫав таврашри сакльӑ тӑррисене асӑрхарӑмӑр, пирӗн умра хӑйӑ ҫутисем те тараватлӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах акӑ нӳрлӗ сивӗ сывлӑш та вӗрсе ячӗ, ту хушши кӗрлеме пуҫларӗ, унтан йӗпхӳ те пӗрӗхкелеме тытӑнчӗ.

Уж мы различали почтовую станцию, кровли окружающих ее саклей, и перед нами мелькали приветные огоньки, когда пахнул сырой, холодный ветер, ущелье загудело и пошел мелкий дождь.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сулахайра сӗм-тӗттӗм ту хушши курӑнать; ун хыҫӗнче те, пирӗн умра та юрпа витӗннӗ кӑвак ту тӑррисем шупка пӗлӗт тӳпемӗнче хӗвел шевлин юлашки хӑватсӑр ҫутипе сӑнланса пӗрхеленнӗн курӑнаҫҫӗ.

Налево чернело глубокое ущелье; за ним и впереди нас темно-синие вершины гор, изрытые морщинами, покрытые слоями снега, рисовались на бледном небосклоне, еще сохранявшем последний отблеск зари.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсир вӗсене виҫҫӗшне пӗрле курсан, сирӗн умра тӑванланнӑ ҫынсен чӗрӗ тӗслӗхӗ пулать: Колинский надзиратель — эсэсовецсен кӑвак-симӗс мундирӗпе, Гора — Чехословакири полицейскисен хурарах мундирӗпе, Скорепа пичче — тӗрмери коридорнӑйсен хаваслах мар ҫутӑрах формипе.

Если вы случайно увидите всех троих вместе, перед вами будет живое воплощение побратимства: надзиратель Колинский – серо-зеленый эсэсовский мундир, Гора – темный мундир чешской полиции, дядюшка Скоржепа – светлая, хотя и невеселая форма тюремного коридорного.

Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Малтанах «Тӑватҫӗрмӗш» маншӑн пӳлӗм кӑна пулнӑ, вӑл пӳлӗмре манӑн пирвайхи сехетсем тата пирвайхи шухӑшсем хам умра нимӗнле ҫутӑ та пулас ҫуккине кӑтартнӑ.

Сначала «Четырехсотка» была для меня только комнатой, где я провел первые часы в безрадостных размышлениях.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней