Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлтен (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казаксем, ҫӑвар туллин ахӑлтатса, Аникушкӑна ҫӗклесе тӑратрӗҫ те хыҫалта темиҫе тӗлтен ҫунса шӑтнӑ вӗр-ҫӗнӗ шӑлаварӗпе аркисем ӗнсе кайнӑ ватка пиншакне вӑрахчен ҫурта ҫутинче ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ.

Аникушку с хохотом подняли, при свете свечного огарка долго оглядывали новехонькие шаровары, насмерть сожженные сзади, и края припаленной ватной теплушки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня вырнаҫнӑ тӗлтен — заводӑн пысӑк сарайӗ ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чух Листницкий час-часах каҫсерен пӗр хурлӑхлӑ та сӑмахпа каламалла мар кичем юрра илтет.

Вечерами, проходя мимо просторного заводского сарая, где селилась сотня, Листницкий чаще всего слышал одну песню, тоскливую, несказанно грустную.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку тӗлтен пӗренесем иртмелле, — терӗ Сергей инҫех мар курӑнакан ту ҫинелле пӑхса.

— В этом месте лес пройдет, — сказал Сергей и посмотрел на скалу.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак тӗлтен тусем пуҫланса каяҫҫӗ.

Отсюда начинались горы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн питҫӑмартийӗ, сухалне хырнӑ чух пӗр тӗлтен кастарса типсе ларнӑ ҫӗвӗклӗскер, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех хӗрелсе кайрӗ — Мӗншӗн йӗнер чӗнӗсем таса мар?

Щека его, с присохшим у скулы бритвенным порезом, зарумянела сверху донизу — Почему вьючные пряжки не в порядке?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтан вӗсем картла, подкидной, е ухмахла, ҫаптаратчӗҫ, кайран, тепле тӗлтен, Штокман, лешсем асӑрхамалла мар хушӑра, Некрасов кӗнекине пырса хучӗ.

Резались сначала в подкидного дурака, потом как-то незаметно подсунул Штокман книжонку Некрасова.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нӗрсӗр питне темиҫе тӗлтен кӑвакартса пӗтернӗ Такан Яккӑвӗ — ҫапӑҫу пуҫарса янӑскер, арман картишӗнчен никамран малтан тухрӗ.

Синий во многих местах изуродованного своего лица, Яков Подкова — зачинщик драки — первый покинул мельничный двор.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем яла ҫитсе кӗрсен, тӗтӗм явӑнакан тӗлтен иртрӗҫ, Андрей вара ҫывӑхри тӑкӑрлӑкран нимӗҫ танкӗ йӑраланса тухнине курчӗ.

Когда влетели в улицу и проскочили полосу, где крутило и завивало дым, Андрей увидел, как из ближайшего слева переулка выползает немецкий танк.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӑшмана хӑш тӗлтен чышнине хӑй те чухлаймарӗ вӑл, анчах унӑн ӳчӗ нӑтӑрт тунине уҫҫӑнах илтрӗ…

Он не знал, в какое место ударил врага, но отчетливо услышал, как хрустнуло его тело…

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Танксенчен пӗрине ҫапӑҫура вут хыпса илнӗ пулмалла, — ҫулӑм хыпса илнипе броня ҫинчи сӑрӗ нумай тӗлтен хӑпӑна-хӑпӑна ӳкнӗ, ҫулӑм тивнипех ӗнтӗ, свастикӑн сарӑ знакӗ, тем пысӑкӑш эрешмен пек, хутланса илнӗ те ҫаплипех хытса ларнӑ.

Один из танков, видимо, загорался в бою, — огонь во многих местах сорвал краску с брони, и желтый знак свастики, задетый им, как огромный тарантул, скорчился и обмер в агонии.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпир шӑп та шай ҫак тӗлтен, сирӗн ҫарсем нумай тӑнӑ ҫӗртен иртсе каятпӑр.

Мы пройдем как раз по этим вот местам, где так много ваших войск!

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑш тӗлтен?

Да куда же его?

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Бомба ҫурӑлнӑ тӗлтен пур еннелле те вӗри те ҫӑра сывлӑш хумӗсем пӗрхӗнеҫҫӗ.

От мест взрывов хлестали в стороны тугие, горячие волны воздуха.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗмсем патне шуса пырсан, Володя выртнӑ ҫӗртех кӗсьери кантрана кӑларса, вӗҫне сӳтрӗ, ҫула май илнӗ патака хуҫнӑ тӗлтен авса, рогатка турӗ те ҫӗр ҫумӗнченех хулӑн туратран ҫыхрӗ, унтан сӳтӗлсе пыракан кантрана хӑй хыҫҫӑн туртса, аяккалла шума тытӑнчӗ.

Подобравшись к кустам, Володя лежа вытянул из кармана бечевку, размотал конец, согнул по надлому прихваченную им по пути палку, сделал из нее рогатку, привязал к толстому суку над землей и стал отползать в сторону, продолжая тянуть за собой разматывающуюся веревку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗплӗн шухӑшласа тунӑ модель, Аржанец моделӗ ларнӑ ҫӗре хӗрлӗ ялав лартса паллӑ тунӑ тӗлтен те тахҫанах иртсе кайрӗ, халӗ ҫӗре перӗнес пекех, анчах та пӗр перӗнмесӗр пӗр май вӗҫет.

А искусно рассчитанная модель пронеслась давно уже над красным флажком, отмечавшим место приземления модели Аржанца, и все еще летела, будто уже касаясь земли, но на самом деле не задевая ее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсӗ вӗт пурне те пултаратӑн, эсӗ ырӑ, эсӗ мӗнпурне куратӑн, — мӗншӗн-ха ман тӗлтен тӳрӗ мар эсӗ, турӑ?

Ты ведь все можешь, ты добрый, ты все видишь, — зачем же ты несправедлив ко мне, бог?

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пире вӗсен сӑнӗсем те курӑнчӗҫ: тинӗс юхӑмӗ шлюпкине баркас лартнӑ тӗлтен хӗвелтухӑҫнерех илсе кайрӗ, анчах вӗсем баркас ларнӑ вырӑна тухасшӑн пулчӗҫ курӑнать, ҫавӑн пирки ҫыран хӗррипе ишсе пычӗҫ.

Нам даже были видны их лица: течением шлюпку отнесло немного восточнее того места, куда причалил баркас, а гребцам, видимо, хотелось пристать именно к этому месту, и потому некоторое время им пришлось идти вдоль берега, неподалеку от нас.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Эсӗ ӑҫта чупатӑн? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран, хам тӗлтен иртсе пынӑ чухне.

— Куда же ты бежишь? — спросил я, когда он пробегал мимо меня.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем, пирӗн географи карттисене илсе пӑхсан, чӑнах та Америкӑн ҫакӑнти пайӗнче, Ориноко шывӗ юхса тухакан тӗлтен тытӑнса Гвиана патне ҫитиччен (Санта-Марта хули таран), тинӗс хӗрринчи ҫӗрсенче пурӑнаҫҫӗ.

Они, судя по нашим географическим картам, обитают именно в этой части Америки, занимая всю береговую полосу от устья реки Ориноко до Гвианы и до города Санта-Марта.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Курткӑна хӑшпӗр тӗлтен юсама тиврӗ, ҫапах та вӑл пурӑна киле курткӑпа ҫӳреме хӑнӑхса ҫитрӗ.

Пришлось кое-что в куртке переделать, но мало-помалу он обтерпелся и привык.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней