Поиск
Шырав ĕçĕ:
— «Гусар тумне тӑхӑннӑ Анакреон, поэт, салтак, мыскараҫӑ!» тесе ҫырнӑ ун ҫинчен Вяземский, Пушкин тусӗ.«Анакреон под доломаном», — так о нем Вяземский, друг Пушкина, писал, — Поэт, рубака, весельчак!..»
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашки сӑмахӗсем ҫинче вӑл кӑмӑллӑн йӑл кулса ячӗ, калӑн ҫав — авалхи тусӗ Бирюкова Устя унӑн куҫӗ умне, чиперех тухса тӑчӗ, тесе, вара ҫак калама ҫук лайӑх хӗр ача ҫинчен вӑл темӗскер ырӑ япала, хӑй анчах пӗлнине, аса илчӗ, тесе.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тусӗ кинора пултӑм тесе ҫырать, Катя, кинора пулман пулин те, пултӑм тесе ҫырать.Подруга пишет, что была в кино, И Катя отвечает, что была, хотя бы она и сидела дома.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑмахран, тусӗ ҫырать ун патне: «Тӗлӗк куртӑм, тӗлӗкре сумка ҫухатрӑм пек те ӑна ҫавӑнтах Мишка Купцов — астӑватӑн-и, сана эп ун ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ — ҫавӑ мана хирӗҫ киле парать, ун аллинче манӑн сумка».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсир Грушницкий тусӗ, ҫавӑнпа та, паллах, унӑн секунданчӗ пулатӑр пулӗ?— Вы приятель Грушницкого — и, вероятно, будете его секундантом?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ унӑн тусӗ пулнӑ пулсан, нимех те марччӗ-ха: чӑн-чӑн тусӑн усал чарусӑрлӑхне кашниех ӑнланать; анчах Печорина эпӗ хамӑн пурнӑҫра та аслӑ ҫул ҫинче пӗр хут кӑна курнӑ; паллах ӗнтӗ, ун ҫине вӗчӗ тытмастӑп эпӗ, унӑн тусӗ пуланҫи курӑнса, ӑна инкек-синкек ҫулӑхтӑр та, вилӗм илсе кайтӑр, тесе ылханмастӑп, ӳпкелешме, канашсем пама, тӑрӑхлама, хӗрхенме пултараймастӑп.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Оля ҫыруне туртса кӑларсан хурӑн айне ларчӗ те, хӑйӗн хаваслӑ тусӗ мӗн калаҫнине итлемесӗрех, конверта ерипен уҫма тытӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ӑна тусӗ аллинчен вӑштах туртса илчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра аэродромра рельс татӑкне хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫапма тытӑнчӗҫ.Алексей вырвал его из рук друга, но в это время на аэродроме часто забарабанили в рельс.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хамӑр авторӑн хисеплӗ тусӗ ыйтине вырӑна хурса, эпӗр ӑна кирлӗ хыпарсем янӑшӑн тав тӑватпӑр, ҫав хыпарсене чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каласа панине вулакансем тивӗҫлӗ хак парӗҫ тесе шанса тӑратпӑр.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку тӗлӗшпе вӑл пире Иван Петрович тусӗ пулнӑ пӗр хисеплӗ ҫынран ыйтса пӗлме канаш пачӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ, таса чунлӑ, мана чӗререн парӑннӑ — манӑн пӑлхавлӑ пурнӑҫӑн паха тусӗ пулнӑ.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унӑн тусӗ, Елинск юлташ, конспираци йӗркисем ҫине кӑшт ҫӑмӑлтараххӑн пӑхса, ӑна кирлӗ ҫынпа паллаштарса ҫыхӑнтарма пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Темле генерал манпа курса калаҫасшӑн-мӗн: ырӑ сунса кӗтетӗп; кӗрет хайхи ман патӑма пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ этем, хӑй тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, шӑп та шай Кульнев портречӗ пек; вилнӗ упӑшкун, Иван Андреевичӑн, тусӗ эпӗ, службӑра унпа пӗрле пулнӑ тесе пӗлтерет хӑй; кунтан иртсе каяканскер, унӑн тӑлӑх арамӗ кунта пурӑннине пӗлтӗм те акӑ, ҫула май кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӑм, тет.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирила Петрович, ӗмӗрне те никам патне кӗрсе тухма кӑмӑлламанскер, час-часах хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗ патне юлташла кӗрсе тухнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку хӗр унӑн ачаранхи тусӗ пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑйӗн тусӗ ҫинчен шухӑшланӑ: мӗнле-ха ҫак ҫын, унӑн юлташӗ, полкра ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман каччӑ, тӑм илсе лартнӑ, ванса пӗтнӗ урисемпех вӑрмансемпе шурлӑхсем тӑрӑх кунӗн-ҫӗрӗн шума пултарнӑ?
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Дегтяренко пӗрмаях, хӑйӗн тусӗ Алексей ҫине пӑхса илмешкӗн, сиксе тӑма пикенет.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак хура та ырхан, ватӑлса кайнӑ ҫын чӑнахах хӑйӗн тусӗ Алексей Мересьев иккенне ӗненсен (ӑна полкра пурте тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ ӗнтӗ), лётчик хӑйӗн пуҫне ярса тытрӗ те савнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ, вара чӑрсӑр гопак ҫеммине тутипе каласа, сӗтел тавра ташласа ҫаврӑнма пуҫларӗ, ҫемҫе унттисемпе ҫӗр урайне хӑвӑрт тапӑртаттарса, урайӗнче выртакан панулмисемпе апельсинсене йӑлтах таптаса лапчӑтрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей, кӗтмен ҫӗртенех хӑйӗн тусӗ килсе тухнине ниепле те ӗненмесӗр, ку тӗлӗкре мар-ши, тесе шикленчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун умӗнче сарлака та тикӗс мар пит шӑммиллӗ, саваласа якатман пек курӑнаканскер, ҫамки ҫинче хӗрлӗ ҫӗвӗклӗ, — кӑнттам та анчах ӑшӑ кӑмӑллӑн курӑнакан сӑнлӑ тусӗ тӑрать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950