Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чухӑн пирки мар ӗнтӗ; мӗншӗн тесен ун чухне кашни тенӗ пекех козакра ҫӳренӗ, ют ҫӗрсенчен сахал мар пурлӑх илсе килнӗ; вӗсем ҫавӑн пек пурӑнни пуринчен ытла вӑл вӑхӑтсенче тирпейлӗ ҫурт-йӗр ҫавӑрма кирлех те пулманнинчен килет.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Возняков вара ҫапӑҫура вилнисен вырӑнне парти ретне кӗрекеннисен заявленийӗсене парти докуменчӗсен купипе юнашар тирпейлӗ сарса хурать…
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫав тери тирпейлӗ, тухтӑр валли нимле ӗҫ те пулмарӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫавӑнпа та Боок генерал хӑюланса хӑй мӗн сӗннине тепӗр хут каласшӑн пулчӗ, мӗншӗн тесен хӑйӗн тирпейлӗ, лӑпкӑ та канлӗ дачи Гитлер кӑмӑлне каяссине вӑл шанса тӑчӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах кунта та вӑл тӑшманӑн тирпейлӗ пытарнӑ тупписене аркатма пултарайман…Но и здесь он был бессилен разметать хорошо укрытые в земле вражеские танки и пушки…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ вӑрман ӑстаҫи Никифор Васильевич Кнышев вӑрман тӑрӑх пысӑк утӑмсемпе, тирпейлӗ хуҫа пек утса ҫӳрет, ун ури айӗнче типнӗ йывӑҫ тураттисем хыттӑн шатӑртата-шатӑртата илеҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Париж илемлӗ, Прага пуян, Берлин тирпейлӗ…
Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27
Травкина уйрӑммӑнах ялан тарават тата кирек мӗнле лару-тӑрура та тирпейлӗ, математикӑна ҫав тери лайӑх пӗлекен артиллерист кӑмӑла кайнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ятарласа малтан янӑ сапёрсем кунта, ҫур кун хушши ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ҫийӗсене хыр турачӗсемпе витнӗ тирпейлӗ хӳшӗсенчен тӑракан, тӳп-турӗ аллейӑсемлӗ тата шӗвӗр вӗҫлӗ кӑтарту паллисемлӗ хитре симӗс хула туса лартнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫӗнӗ те тирпейлӗ япаласем илсе пыракан господин, — вӑл адвокат пулнӑ, ун ҫинчен эпӗ каярахпа пӗлтӗм, — табак туртакан кӳршӗ майрапа, арҫынсенни майлӑ пальто тӑхӑннӑскерпе, чей ӗҫме станцӑна кайрӗ…
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Тен, тахҫантанпах пӗлекен чие ҫырли тураттисене, хӑма карта ҫине ӳкнӗскерсене, тӑррине черепица витнӗ тирпейлӗ пӳрте, урамалла халичченхи пекех савнӑҫлӑ пӑхса ларакан симӗс тӗспе сӑрланӑ хупӑллӑ икӗ чӳречене, пӳрт умӗнчи пӗчӗк сада, йывӑҫ тенкеле инҫеренех курчӗ, — ҫавӑнпа ыратрӗ пулӗ унӑн чӗри.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ура ӑйӗнче лӑпкӑн ҫавӑрӑнса юхакан шыв ҫине пӑхса, вал Анфисӑна, унӑн ывӑннӑ, анчах кӑмӑллӑ сӑнарне, ҫырта-ҫырта пӗтернӗ, типсе кайнӑ тутисем ҫинчи кулӑ паллине, унӑн кӑмӑллӑ та илӗртӳллӗ куҫӗсене, ун аллинчи тӑрӑшса та тирпейлӗ чӗркенӗ утияла, утиялпа чӗркенӗ пӗчӗк ачан тӗклӗрех питҫӑмартисене курнӑ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳрт пӗтӗм хӑйӗн кӗлеткипе, уйрӑммӑнах хӑйӗн ҫӳллӗ те шурӑ стенисемпе, хӗвел ҫинче ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ тимӗр витнӗ тӑррипе, пысӑк чӳречисемпе тирпейлӗ те лайӑх дача евӗрлӗ курӑнать; ун патӗнчен ҫеҫенхирелле ҫутӑ пралук ҫакса янӑ юпасем каймасан, чӳрече кантӑкӗсем майӗпен чӗтре-чӗтре илмесен, унӑн урати ҫумӗнче палкаса кӑпӑкланакан шыв пӗрӗхсе тӑмасть пулсан, ӑшӗнче ир те, каҫ та пысӑк вӑй-хӑватлӑ турбина ҫаврӑнса тӑрать тесе ниепле те калас ҫук.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сурӑх вити ӗнтӗ, тӗрлӗ йывӑҫран тунӑ пулин те, пӑхма тирпейлӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тирпейлӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑнасем постра тӑракан тирпейлӗ часовойсене, тап-таса шӑлса тухнӑ ҫӳремелли ҫӗр хӑвӑлӗсене, Ленинпа Сталин портречӗсене, стойкӑри винтовкӑсене, кашни вырӑн тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан противогазсене сӑнаса тухрӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурте штабра пулнӑ, — халӗ ҫеҫ «1-мӗш №-лӗ объектран» таврӑннӑ, пӗрмай ҫуха хыҫӗнчен чикекен рак хуран чулӗ тӗпренчӗкӗсене кӑларакан Лазарев командир та, строительство начальникӗ, вӑлах аслӑ подрывник Жученков та, яланхи пек тап-таса хырӑннӑ, хӑрӑмланнӑ гимнастерка ҫухи айне тирпейлӗ шурӑ татӑк ҫӗленӗ Корнилов та, шеф-повар Манто та.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл яланхи пек тирпейлӗ, сухалне те хырнӑ; сухалне темӗнле шывсӑрах хырма вӗреннӗ.Корнилов, как всегда аккуратный, даже побрившийся, он как-то ухитрялся бриться без воды.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Петролавловскипе Корнилов, ҫар ҫынни пулнӑскерсем, ҫар йӗркине пӑсакансене юратман, ҫавӑнпа партизансене тирпейлӗ пулма, йӗркеллӗ тӑхӑнса ҫӳреме, сухала хырма хушнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Епле тирпейлӗ тунӑ вӗсене, ҫӳлти лагерь хыҫӗнчи ту ҫинчен вӗҫтерсе пӑхнӑ чух, мӗн тери лайӑх та инҫе вӗҫрӗҫ вӗсем!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.