Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир пӗр сӑлтавсӑрах хӑвӑрӑн тусӑрсене кӳрентермен пулӑттӑр.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Хамӑра хӑтарнӑ йӑнӑша эпӗ сӑлтавсемсӗр туман вӗт, тӗрӗсрех каласан, эпӗ ӑна пӗр сӑлтавсӑрах туман.— Ведь ошибка, спасшая нас, была совершена мною не без при-, чин, вернее, не без причины.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кашни мана урапа тапма пӑхатчӗ, час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах, — хӑнӑхнӑ майӑн: хуҫа арӑмне мӗн те пулин килӗшмесен вӑл упӑшки ӗҫнӗ пирки пурин ҫине те ҫиленсе ҫӳрекенскер, мана питрен ҫупа-ҫупа яратчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сӑмах ҫине калама ҫук ӳсӗр, ура ҫинче аран-аран тӑракан ҫын пырса тӑчӗ те, Шалимова юнаса илсе, нимӗн сӑлтавсӑрах кулса ячӗ.И точно, подошёл вдрызг пьяный дядёк и, неуклюже погрозив Шалимову, бессмысленно рассмеялся.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вара эпӗ, вӑл ним сӑлтавсӑрах ятлаҫнӑшӑн тата тӗлӗнмелле ҫӑткӑнланнӑшӑн урас пекех тарӑхса кайса урайне суртӑм та алӑк патнелле вирхӗнтӗм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Аркадий, ҫул ҫине пӑхса, сӑлтавсӑрах кулса пырать.
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Да, да, апат парӑр, апат ҫиес часрах, — Николай Петрович пӗр сӑлтавсӑрах урипе тӑпӑртатса илчӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Валерие мӑнастире тӑватӑ ҫын ӑсатрӗҫ, — Фабий килтех юлчӗ; арӑмӗ таврӑниччен вӑл садра уткаласа ҫӳрерӗ, мӑшӑрӗпе мӗн пулса иртнине ӑнланма тӑрӑшрӗ, пӗрмай шикленчӗ, тарӑхрӗ, ӑна сӑлтавсӑрах шанмасӑр асапланчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ун арчисенче ассигнацисен купи ӳснӗҫем ӳсрӗ, ҫакӑн пек парне илнӗ мӗнпур ҫынсем пекех вӑл кичемленме пуҫларӗ, ылтӑнсӑр пуҫне урӑх ниме те юратми пулчӗ, сӑлтавсӑрах хыткукарланса, ҫӑткӑнланса кайрӗ; вӑл ҫут тӗнчере сахал мар тӗл пулакан, чӗре вырӑнне виле пытарнӑ чул тупӑксем евӗр курӑнакан ҫын пулса тӑма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗр ӗҫ пулса иртни ӑна тарӑн шухӑша ячӗ, унӑн чӗрине ыйӑхран вӑратрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пуринчен малтан вӑл ҫӗвӗҫ патне кӗрсе пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити ҫӗнӗ тум тумланчӗ, вара пӗчӗк ача пекех ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхкаласа пычӗ; тӗрлӗрен духисем, помадӑсем илсе тултарчӗ, Невски проспектра малтан тӗл пулнӑ чаплӑ хваттерех, тӗкӗрсем лартса тултарнӑскерне, пӗр хаклашса тӑмасӑр хӑйне валли йышӑнчӗ; магазинра ӑнсӑртран тӗл пулса хаклӑ лорнет илчӗ, тӗрлӗрен галстуксем ытлашшипех туянчӗ, парикмахер патне кӗрсе ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, карета ҫине ларса ним сӑлтавсӑрах икӗ хут хула тӑрӑх чуптарса иртрӗ, кондитерскине кӗрсе пӗр виҫесӗр конфетсем ҫисе тултарчӗ, Китай патшалӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ ҫеҫ пӗлекен пӗр француз патне ресторана кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Сасартӑк вӑл хӗрелсе ӳкрӗ те ним сӑлтавсӑрах ҫилленсе кайрӗ.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Ним сӑлтавсӑрах хӗнесе ҫӗмӗрнӗ пек туйӑнать мана…
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Ай выҫӑ мар-и? — ыйтрӗ юлашки кунсенче Аксинья ҫине тивӗҫлӗ сӑлтавсӑрах урӑхларах пӑхма, унпа тӳрккесрех пулсан та, хӗрхенсе калаҫма пуҫланӑ Прохор.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кас-кас нимӗн сӑлтавсӑрах чӗри ырата-ырата кайнӑ, вара Костя ерипен йӗме ӑҫта та пулин аяккарах кайнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ку вӗсене Петрошӑн пуҫласа тавӑрнӑ парӑм», — шухӑшларӗ вӑл, утне юртӑпа ярса; унтан лашана ним сӑлтавсӑрах чӑпӑрккипе купарчинчен туртса касрӗ те, чӑпӑркка вӗҫӗ пырса тивнӗ тӗлте шурӑрах йӗр хӑмпӑланса тухрӗ.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шелленӗ пултӑр, — хытарса каларӗ те вӑл, сӑлтавсӑрах хаярланса кайса, кӑшкӑрса тӑкрӗ:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫулӑм пек хӗрлӗ сухаллӑ, хӑлхине кивелсе кайнӑ хура алка ҫакнӑ ватӑ казак сулахайра утса пыракан Бунчука ним сӑлтавсӑрах питӗнчен чӑпӑрккапа туртса касрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ним сӑлтавсӑрах — терӗ ҫавӑн пекех чӗтренкӗ сасӑпа Нарыжный.— Да без всяких причин, — все с той же дрожью в голосе отвечал Нарыжный.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку сукмак пӗр ҫӗрте тӑман, шунӑ та шунӑ, йӗри-тавра темиҫе километра лавҫӑсен ури айӗнче юр кӑчӑртатни, е тӗрлӗ сасӑсем «цоб!» тесе кӑшкӑрашни, е ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна тупанӗсем йынӑшса илни, е пушӑ шӑхӑрни, е ним сӑлтавсӑрах пысӑк сассипе Прохор юрласа яни, е Иринӑн савӑнӑҫлӑ кулли янраса каять, — ку кулӑ сӑлтавӗ Ирина ҫуни ҫинче ларса пыракан Виктор пулнӑ иккен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ак, куратӑн, Прокофич, эсӗ ман ҫине ним сӑлтавсӑрах хаяр автан пек сиксе лартӑн, хурӑнташсем хушшинче ун пек пулни аван мар.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.