Поиск
Шырав ĕçĕ:
сӑлтавсӑрах (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Сӑлтавсӑрах манӑн тӑшман пулнисем вара пурӑнаҫҫӗ, тӗрекленеҫҫӗ, мана курайманнисем хушӑнсах пыраҫҫӗ; 21. мана ырӑшӑн усалпа тавӑракансем эпӗ ырӑ тума тӑрӑшнӑшӑн мана кураймасӑр тӑраҫҫӗ.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн, 5. эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн, 6. чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Паллах, эсӗ тӑванусенчен сӑлтавсӑрах саклат илнӗ, ҫынран юлашки тумтирне хывса илнӗ.6. Верно, ты брал залоги от братьев твоих ни за что и с полунагих снимал одежду.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан ӗнтӗ Саула, хӑйӗн ашшӗне, Давид ҫинчен питӗ лайӑх каланӑ, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурине Давида хирӗҫ ҫылӑх ан тутӑр: вӑл сана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗмен, вӑл саншӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫеҫ тунӑ; 5. Филисти ҫыннине тӗп тунӑ чухне вӑл вилӗмле хӑрушлӑха лекрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пӗтӗм Израиле пысӑк ҫӑлӑнӑҫ пачӗ; эсӗ ҫавна куртӑн, савӑнтӑн; мӗншӗн-ха эсӗ, айӑпсӑр юна хирӗҫ пырса, ҫылӑха кӗресшӗн, Давида сӑлтавсӑрах вӗлересшӗн? тенӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркелӳҫӗсем хаксене сӑлтавсӑрах ӳстерме, аукционсене хутшӑнакансем пӗр-пӗринпе каварлашма, контрактсене пӗлсе тӑрсах компетенцисӗр пурнӑҫлакансемпе тума пултармалли майсене сирмелле.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945