Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мажаров Алексей Макарович флигеле мӗнле кӗнине илтмен, ҫурӑм хыҫӗнче вӑл йывӑррӑн сывланине туйнӑ та хыҫалалла ҫаврӑннӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Иннокентий, Ксенин шухӑш-туйӑмне сиссе пулас, ӑна хӑйӗн ытамӗнчен ячӗ те, Ксени, арпашӑннӑ ҫӳҫ-пуҫне тӳрлеткелесе, чӳрече патне кайса тӑчӗ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче Анохин хӑвӑрт-хӑвӑрт сывланине илтрӗ, вӑл калаҫма пуҫласса кӗтрӗ: ӑна хӑйне калаҫма пуҫлама темшӗн намӑс пулчӗ…
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Калинкке патӗнче вӑл Пробатова чарчӗ, пӳрнисене ывӑлӗн ҫемҫе те кӑвакарнӑ ҫӳҫ кӑтрисен ӑшне чиксе ячӗ, кӗл тӗслӗ тӑнлавӗнчен ачашларӗ, ассӑн сывласа илчӗ, ҫак ассӑн сывланине илтсен, Пробатова каллех, иртнӗ хутри пекех, амӑшӗнчен уйрӑлма кичем пулчӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий вӑл хӑвӑрт та пӑлханчӑклӑн сывланине илтрӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланутсем шырланран вунӑ чалӑш пек ҫеҫ аяккарах; хӑйсем казаксенчен ҫавӑн пек питӗ пӗчӗк хушӑра пулнӑ май, вӗсем казаксем хӑйӑлтатса сывланине те, чӗрисем хӑвӑрт кӑртлатса тапнине те илтмелле пек.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр хут урӑм-сурӑм ӗрӗхтерсе килме хатӗрленнӗ кӗтӳ вӑл сасӑ парасса ҫывӑхрах кӗтсе тӑнине тата Бахарь ыттисем пек мар, пачах хӑйне майлӑ хӑрӑлтатса сывланине Кошевой илтрӗ ӗнтӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Каялла таврӑнсассӑн, илтмерӗ вӑл лупас айӗнче Анна хӑркӑлтатса сывланине.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чупнӑ хушӑра вӑл хӑй хыҫҫӑн таплаттарса пыракан темиҫе ҫын пашкаса сывланине илтрӗ, кӗҫ-вӗҫ темскерле тӳрлетме ҫук хӑрушӑ ӗҫ пулса иртессе, темле нимӗнпе танлаштарма ҫук хаяр элчел ҫывхарса ҫитессе пӗтӗм чӗрипеле туйрӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫемен Анфисӑн кӗпи чӑштӑртатнине, вӑл тикӗс сывланине итлесе выртнӑ, юратнӑ хӗр ҫывӑх пулни чуна савӑнтарнӑ!..
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун сассине, сывланине илтет…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей, куҫне уҫмасӑрах, амӑшӗ ҫывӑх пулнине, вӑл пӑхса ларнине, унӑн ӑшӑ аллисене, вӑл сывланине пӗтӗм кӗлеткипе туйнӑ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эсӗ-и ку? — терӗ вӑл, хӗрӳллӗн сывланине чарса.— Это ты? — спросил он, сдерживая шумное, воспаленное дыхание.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫапла, Вовка, ман сана этеме хисеплеме, вӑл сывланине упрама вӗрентес килет.Вот, Вовка, хочу, чтобы ты человека уважать учился, каждое дыхание его берег.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шӑллӗ пӗр тикӗс сывланине, ун пичӗ-куҫӗ тата ытларах хӗрелнине вӑл тӳрех асӑрхарӗ.Лицо у Цзинь-пу покраснело еще больше, дыхание стало хриплым.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Вӑл Марьяна сывланине пӗлнӗ, пӗрмаях ҫавна илтрӗ тата хӑйӗн чӗри тапнине тӑнларӗ.Он знал дыхание Марьяны и все слушал его и слушал стук своего сердца.
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ун пек чухне лешӗ ҫийӗнчех пытанчӗ, Оленин вара, карчӑкпа ҫине тӑрсах калаҫнӑ пек туса, хӗр мӗнле сывланине, унӑн мӗнпур хусканӑвӗсене итлерӗ тата вӑл каллех хӑй ҫине пӑхасса кӗтме пуҫларӗ.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсем таччӑн ыталаннӑччӗ те, пӗр-пӗрне пичӗсемпе тата аллисемпе сӗртӗне-сӗртӗне, пӗр-пӗри сывланине илте-илте, кӑварҫӑсем пекех пӑшӑлтатрӗҫ.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Бек-Агамалов хӑвӑрттӑн, лаша евӗр, тулхӑрса сывланине те илтрӗ Ромашов, ун куҫӗн хӑрушла шуррисемпе йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан шӑрҫисене те, шатӑртатса хускалакан шурӑ янахне те курчӗ, анчах ҫак пӑсӑлса улӑшӑннӑ, тискерленсе кайнӑ питре ӑссӑрлӑх вучӗ кашни самантрах сӳнсе-сӳнсе пынине туйрӗ ӗнтӗ вӑл.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах эпӗ малалла виҫӗ утам та ярса пусаймарӑм, малтанхинчен те хытӑ хӑраса ӳкрӗм: хыттӑн хашлатса сывланине илтрӗм, ҫынсем ытла ыратнӑ чух ҫапла хашлатса сывлаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак шӑплӑхра, никам ҫук ҫӗрте, хӑй хурланса сывланине кӑна итлесе выртрӗ.Она явственно слышала, как ее тяжелое дыхание заполнило тихое, большое и пустое пространство.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.