Поиск
Шырав ĕçĕ:
— «Сут хӗрне, мӗн илес килет, ӑна ил» — Данило ӑна хирӗҫ калать те хурать ак ҫапла: — «Пансем ҫеҫ ӑна пӗтӗмпех сутса яраҫҫӗ, хӑйсен сыснисенчен пуҫласа хӑйсен чунӗ таранах сутаҫҫӗ; Кошутпа пӗрле ҫапӑҫнӑ, нимпе те сутӑ тумастӑп!» тет.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
3. Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме сут тунине пӗлсессӗн, ӳкӗнсе, вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене каялла тавӑрса панӑ: 4. айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Анчах вӗсене таса арсем сут тӑвӗҫ; вӗсем ҫак арӑмсене аскӑн арӑмсене тата юн тӑкакансене сут тунӑ пек сут тӑвӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — аскӑн арӑмсем, юн вӗсен алли ҫинче.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Читлӗх кайӑкпа тулса ларнӑ пек, вӗсен ҫурчӗсем ултавпа тулнӑ; ҫавна пула ҫӗкленсе-пуйса кайрӗҫ вӗсем, 28. самӑрланса-мӑнтӑрланса кайрӗҫ, усал ӗҫре пур виҫерен те тухрӗҫ, тӗрӗс мар сут тӑваҫҫӗ, тӑлӑха сут туса пайта кураҫҫӗ; чухӑнсенӗн ӗҫне сут патне ҫитермеҫҫӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Вӑл ӗмӗрех тӑрать; сут тумашкӑн Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне хатӗрленӗ, 9. тӗнчене Вӑл тӗрӗс сут тӑвӗ, халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Садне сутатӑнах пулсан, хама сут.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сутса ҫӳрекенсене панель ҫумӗпех ҫӳреме юрамасть, Павло вара сут тӑвать: унӑн аллинче хӑмпӑран тунӑ пӗр ҫыхӑ шарсем, вӗсем пӗтӗрсе тунӑ ҫирӗп кантраран вӗҫсе каяс пек туртӑнаҫҫӗ.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вера Павловна хӑйӗн япалисене сутас тесе тустарма пуҫларӗ, Машӑна Мерцаловӑна чӗнме, унтан кивӗ кӗпе-йӗмпе, тӗрлӗ япаласемпе сут тӑвакан Рахели патне ячӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
8. Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ: 9. ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ; 10. тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук; 11. сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22-23. Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ.22. Ибо Отец и не судит никого, но весь суд отдал Сыну, 23. дабы все чтили Сына, как чтут Отца.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сут вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, малтан Турӑ халӑхне сут пулӗ; ҫакӑ пирӗнтен пуҫланас пулсассӑн, Турӑ Евангелийӗне пӑхӑнманнисенӗн вӗҫӗ мӗнлерех пулать?
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тусем, Ҫӳлхуҫа сут тунине итлӗр; эй эсир те, ҫӗрӗн ҫирӗп никӗсӗсем, итлӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗпе сута тӑнӑ, Вӑл Израильпе тупӑшать.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара сана хирӗҫ вӑрҫӑ кӑралӗпе, утсемпе, ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхпа тухӗҫ те сана хурҫӑ тум, тимӗр калпак тӑхӑннӑ, аллине хулкан тытнӑ ҫынсем ҫавӑрса илӗҫ, сана ҫавсен аллине сута парӑп, вӗсем сана хӑйсен сучӗпе сут тӑвӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. эсӗ, этем ывӑлӗ, сут тӑвасшӑн-и, юн хулине сут тӑвасшӑн-и? ӑна хӑйӗн мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен пӗлтер.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ сана улталакан арӑмсене тата ҫынвӗлеренсене сут тунӑ пек сут тӑвӑп — сана манӑн хаярлӑхӑм тата кӳлешӗвӗм юн айне тӑвӗ; 39. Эпӗ сана вӗсен аллине парӑп, вӗсем санӑн аскӑнлӑх ҫурчӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗҫ, санӑн ҫӳллӗ вырӑнусене салатса пӑрахӗҫ, ҫири тумна сӳсе илӗҫ, хитре тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ те сана ҫаппа-ҫарамас, нимӗнсӗр тӑратса хӑварӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура айӑплӑп, вӗсене хӑйсем мӗнле сут тунине кура сут тӑвӑп; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.Поступлю с ними по путям их, и по судам их буду судить их; и узнают, что Я Господь.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑншӑн Эпӗ сире сут тӑвӑп, ывӑлӑрсен ывӑлӗсене те сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.9. Поэтому Я еще буду судиться с вами, говорит Господь, и с сыновьями сыновей ваших буду судиться.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпах ӗнтӗ сут пирӗн патӑртан аякра, пирӗн патӑмӑра тӳрӗ сут ҫитеймест; ҫутта кӗтетпӗр те, тӗттӗм акӑ, ҫутӑлса каясса кӗтетпӗр те — хамӑр сӗмлӗхре ҫӳретпӗр.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ун чухне ҫакӑ пушхире сут ҫитӗ, тулӑх ҫӗрлӗ хирте тӳрӗ сут тӑрӗ.16. Тогда суд водворится в этой пустыне, и правосудие будет пребывать на плодоносном поле.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.