Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 9

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 12:02

Предложений: 30; Слово: 479

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Лабен вилсессӗн. Давид псаломӗ.

2. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана пӗтӗм чунтан-вартан аслӑлам,
Санӑн пур кӗтретӳ ҫинчен пӗлтерем.

3-4. Тӑшманӑмсем каялла тарсассӑн,
Санӑн умӑнта ӳксе-вилсе пӗтсессӗн,
эй Ҫӳлти Турӑ, Саншӑн савӑнӑп, хӗпӗртӗп,
Санӑн ятна мухтаса юрлӑп:
5. Эсӗ мана сут турӑн, манӑн тавӑҫа татса патӑн;
тӳрӗ сут тӑвакан Тӳре, Эсӗ аслӑ пукану ҫине лартӑн.

6. Эсӗ халӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн, усал ҫынна пӗтертӗн,
вӗсенӗн ятне ӗмӗр-ӗмӗре ҫухатрӑн.

7. Тӑшманӑн кӑралӗ те юлмарӗ,
Эсӗ хулисене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн;
хӑйсемпе пӗрле вӗсен ячӗ те пӗтрӗ.

8. Ҫӳлхуҫа Вӑл ӗмӗрех тӑрать;
сут тумашкӑн Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне хатӗрленӗ,
9. тӗнчене Вӑл тӗрӗс сут тӑвӗ,
халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ.

10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн,
хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ;
11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ:
эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.

12. Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр,
Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр:
13. Вӑл юн тӑкнӑшӑн шыраса илет; вӗсене астуса тӑрать,
пусмӑр тӳсекенсем йӗрсе йӑлӑннине манӑҫа хӑвармасть.

14-15. Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсемччӗ мана;
хама курайманнисенчен эпӗ епле асап тӳснине курсамччӗ, —
Хӑвӑн пур мухтавлӑ ӗҫӳ ҫинчен
Сион хӗрӗн хапхи умӗнче пӗлтермешкӗн
Эсӗ мана вилӗм хапхинчен кӑлартӑн:
ӗнтӗ Эсӗ ҫӑлнӑшӑн савӑнам.

16. Халӑхсем хӑйсем алтнӑ шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗҫ;
вӑрттӑн карса хунӑ танатисенчен хӑйсен урисемех ҫыхланчӗҫ.

17. Ҫӳлхуҫана Вӑл тунӑ сутран пӗлчӗҫ;
усал ҫын хӑйӗн алли ӗҫӗсемпе ҫакланчӗ.

18. Усал ҫынсем, Турра манса пурӑнакан халӑхсем
пурте тамӑка кайччӑр.

19. Кӗлмӗҫ ӗмӗрлӗхех манӑҫа юлмӗ,
мӗскӗнсен шанӑҫӗ яланлӑхах ҫухалмӗ.

20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫӗклен, этем ан ҫӗнтерейтӗр,
халӑхсем Санӑн умна сута тӑччӑр.

21. Эй Ҫӳлхуҫа, хӑрат вӗсене;
пӗлччӗр халӑхсем хӑйсем этем ҫеҫ иккенне.

22. Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн аякра тӑратӑн-ши,
асап тӳснӗ чухне мӗншӗн пире курӑнмастӑн-ши?

23. Усал ҫын мӑнаҫланса мӗскӗне хӗсӗрлет:
вӗсем хӑйсем шухӑшласа тупнӑ чее мелӗсемпе ҫыхланччӑр.

24. Усал ҫын хӑйӗн чунӗ аскӑннипе мухтанать;
мула савакан хӑйне юраса пурӑнать.

25. Усал ҫын хӑйне асла хывса Ҫӳлхуҫана сума сумасть: «айӑпламӗ» тет;
ӑшӗнче яланах: «Турӑ ҫук!» тет.

26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш;
уншӑн Санӑн суту аякра:
мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать;
27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп,
сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет;
28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси;
чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси;
29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать,
айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет;
унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать;
30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать;
мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать;
мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет;
31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те —
мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ;
32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ,
сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.

33. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, ҫӗклен, аллуна ҫӗкле,
[Хӑвӑн] мӗскӗн ҫыннусене [йӑлтах] ан манӑҫла.

34. Мӗншӗн усал ҫын хӑй ӑшӗнче:
«Эсӗ шыраса илмӗн-ха!» тесе, Турра сума сумасть-ши?

35. Куратӑн-ҫке: Хӑвӑн аллупа тавӑрмашкӑн
Эсӗ этем асапне те, ӑна пусмӑрланине те пӑхса тӑратӑн.

Мӗскӗн хӑйне Сан аллуна парать; Эсӗ тӑлӑха пулӑшатӑн.

36. Йӗркесӗр ҫыннӑн, усал ҫыннӑн вӑй-хӑватне аркат:
унӑн усал ӗҫне шырасассӑн та тупаймалла ан пултӑр.

37. Ҫӳлхуҫа — ӗмӗр-ӗмӗре, ӗмӗрлӗхе Патша,
Унӑн ҫӗрӗнчен суя тӗнлисем ҫухалӗҫ.

38-39. Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ йӑвашшисем мӗн ыйтнине илтетӗн;
вӗсен чӗрисене тӗрек пар; Хӑвӑн сутупа тӑлӑха,
хӗн куракана хӳтӗлемешкӗн хӑлхуна уҫ —
тӑпраран пулнӑ этем малашне хӑратса ан пурӑнайтӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней