Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Яланхи пекех, сурӑхсене уҫӑлма картишне кӑларса янӑччӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
7. Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8. Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9. Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10. вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12. тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13. тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ, 32. Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; 33. сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.16. Вот, Я посылаю вас, как овец среди волков: итак будьте мудры, как змии, и просты, как голуби.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хам валли икӗ туя илӗп, пӗрне «ырӑлӑх», тепӗрне «пӗрлӗх» тесе ят парӑп та сурӑхсене ҫав туясемпе кӗтӗп.И возьму Себе два жезла, и назову один - благоволением, другой - узами, и ими буду пасти овец.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пусма пӳрнӗ сурӑхсене, чӑннипех те мӗскӗн сурӑхсене, кӗтӗп.7. И буду пасти овец, обреченных на заклание, овец поистине бедных.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм ҫапла калать: пусса пӗтерме пӳрнӗ сурӑхсене кӗт, 5. сутӑн туяннисем вӗсене пӗр шелсӗр, айӑпласран хӑрамасӑр вӗлереҫҫӗ, сутса янисем: «мухтав Ҫӳлхуҫана; эпӗ пуйса юлтӑм!» теҫҫӗ, кӗтӳҫисем те вӗсемшӗн пӑшӑрханмаҫҫӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫав кун вӗсене, Хӑйӗн халӑхне, сурӑхсене ҫӑлнӑ пек ҫӑлса хӑварӗ; вӗсем Унӑн ҫӗрӗ ҫинче пуҫкӑшӑльри чулсем пек ҫуталса кайӗҫ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑн сурӑхӑмсене вӗсен аллинчен шыраса илӗп, малашне вӗсене сурӑхсене кӗтме памӑп, малашне кӗтӳҫӗсем хӑйсене хӑйсем кӗтмӗҫ, Хамӑн сурӑхӑмсене вӗсен ҫӑварӗнчен туртса кӑларӑп та, вӗсем кӗтӳҫӗсен апачӗ пулмӗҫ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Манӑн кӗтӳри сурӑхсене пӗтерекен, вӗсене салатса яракан кӗтӳҫӗсене хуйхӑ ҫитӗ! тет Ҫӳлхуҫа.1. Горе пастырям, которые губят и разгоняют овец паствы Моей! говорит Господь.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пусмалли сурӑхсене уйӑрса илнӗ пек уйӑр та вӗсене вӗлермелли кун валли хатӗрлесе хур.Отдели их, как овец на заклание, и приготовь их на день убиения.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Израиль Кӗтӳҫи! тӑнласамччӗ; Иосифа сурӑхсене ҫӳретнӗ пек ҫӳретекен, Херувимсем ҫинче ларакан, Хӑвна кӑтартсамччӗ.2. Пастырь Израиля! внемли; водящий, как овец, Иосифа, восседающий на Херувимах, яви Себя.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Турӑҫӑм, мӗншӗн пире яланлӑхах пӑрахрӑн-ши? мӗншӗн Хӑвӑн улӑхӑнти сурӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн-ши?Для чего, Боже, отринул нас навсегда? возгорелся гнев Твой на овец пажити Твоей?
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене, сурӑхсене хупнӑ пек, ҫӗр тӗпне хупса хурӗҫ; вӗсене вилӗм кӗтӳҫӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ, сӑваплисем ирхине вӗсен пуҫлӑхӗсем пулӗҫ; вӗсенӗн вӑйӗ пӗтсе ларӗ; вӗсенӗн килӗ — виле шӑтӑкӗ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ сана Иудея витӗр Иерусалима ҫити ертсе кайӑп; ун варрине санӑн аслӑ пуканна лартӑп, эсӗ вӗсене кӗтӳҫсӗр тӑрса юлнӑ сурӑхсене хӑваланӑ пек хӑвалӑн — сана хирӗҫ йытӑ та ҫӑварне уҫаймӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑкӑрсене пуснӑ, священниксем вӗсен юнне илнӗ те парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; унтан сурӑхсене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ; путексене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Елиав, Давидӑн аслӑ пиччӗшӗ, вӑл ҫынсемпе мӗн калаҫнине илтнӗ те, Давида ҫилленсе, ҫапла каланӑ: эсӗ кунта мӗншӗн килтӗн, нумаях та мар сурӑхсене пушхирте кама шанса хӑвартӑн?
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Халӑх ӗнтӗ тупӑш патне ыткӑннӑ, сурӑхсене, вӑкӑрсене, пӑрусене ярса тытса ҫӗр ҫинчех пусса пӑрахнӑ, халӑх юнлӑ аш ҫинӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.