Поиск
Шырав ĕçĕ:
Громада куҫлӑхне туртса кӑларчӗ те парашютист каласа пани ҫинчен пӗр сиктермесӗр вуласа тухрӗ.Громада достал очки в роговой оправе, молча прочитал показания парашютиста.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чӑнах та, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ леш Семенов, пӗрремӗш экзамен вӑхӑтӗнче хамран япӑхрах курӑннипе мана савӑнтарнӑскер тата вӗренме кӗмелли экзаменсене панӑ чух иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑскер, студент пурнӑҫӗн малтанхи уйӑхӗнче лекцисене пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗ, анчах репетицисем пуҫланичченех ӗҫме пуҫларӗ, курс вӗҫӗнче университета ҫӳреми те пулчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лекцисене пурте пӗр сиктермесӗр ҫӳреме пуҫласан, физика профессорӗ хӑйӗн курсне вӗҫлесе экзаменччен сывпуллашсан, студентсем тетрачӗсене пуҫтарса ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хатӗрленме пикенсен, хатӗрленме кирли ҫинчен эпӗ те шухӑшласа илтӗм.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апла пулин те вӑл хӑйӗн вӗтӗ почеркӗпе лекцисене пурне те пӗр сиктермесӗр тӗплӗн ҫырса пырать.Несмотря на то, он, однако, тщательно записывал своим мелким почерком без исключения все лекции.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиньӑпа Любовь Сергеевна, пӗр сӑмах сиктермесӗр итлесе, ним шарламасӑр лараҫҫӗ, тавлашӑва вӗсем те хутшӑнасшӑн пулас, анчах хутшӑнмасӑр чӑтса тӑрса, хӑйсемшӗн пӗри Варенькӑна, тепри Дмитрие калаҫтараҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлмӗк леш енче, нихӑшне сиктермесӗр ятласа, пурнӑҫне ылхана-ылхана, вӑл хӑйӗн япалисене тыта-тыта вӑркӑнтарни тата юратнӑ кушакне хӑлхинчен туртса лӑскани вӑрахчен илтӗнчӗ; юлашкинчен алӑк кӑштах уҫӑлчӗ те, хӳринчен тытса ыткӑнтарнипе мӗскӗннӗн: макӑрса, кушак вӑркӑнса тухрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яр-уҫӑ кӑмӑллӑ Володя хуйхине те пытармасть: е, пӗр-пӗр япала ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, шухӑша кайса тӑрать, е тути чӗтренкеле пуҫлать те, вӑл хыпалансах сӑхсӑхма, пуҫҫапма пикенет.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мамӑкпа ҫӗленӗ утиялӑн шал енӗ ҫине куҫа сиктермесӗр тинкерсе, эпӗ хӗрача сӑнне пӗр сехет каялла чухнехи пекех яр-уҫҫӑн куртӑм; шухӑшӑмра эпӗ унпа калаҫрӑм, тата ҫак калаҫу, пачах нимӗне те пӗлтермерӗ пулин те, мана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ, мӗншӗн тесен унта эсӗ, сана, санпа, санӑн сӑмахсем вӗҫӗмсӗр тӗл пулчӗҫ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Киров сӑмахне эпир сасӑпа вуларӑмӑр, ачасем ӑна пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлерӗҫ: вӗсем Сергей Мироновичпа паллашнӑ-ҫке, унпа калаҫнӑ, вӗсен кимӗ пулать, вӗсем ӑна «Киров» тесе ят параҫҫӗ (тата мӗншӗн пӗр кимӗ анчах? Нумай кимӗсем пулччӑр! «Киров» ятлӑ флотили пултӑр!)
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тинӗс тӗпне пӑхса курас пек, куҫ сиктермесӗр пӑхать ӗнтӗ вӑл.Немигающий взгляд Кэукая, казалось, проникал до самого морского дна.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Мираж! — пӑшӑлтатрӗ Чочой, тинӗсри инҫетнелле куҫ сиктермесӗр пӑхса.— Мираж! — прошептал Чочой, не отводя глаз от далекого моря.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой, пӗр-пӗр ҫын хӑваласа пӑшӑхтарнӑ чӗрӗп пек хутланса ларса, Кэмби ҫинелле куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ.Чочой сжался и, как затравленный зверек, смотрел на Кэмби немигающими глазами.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чылайччен мачча ҫинелле куҫ сиктермесӗр пӑхса выртрӗ.
Гоомо таврӑнчӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой пӗр сӑмах сиктермесӗр итлет.
Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫынсен кӑвайт ҫутинче хӗп-хӗрле курӑнакан пичӗсене, вӗсен аллисенчи пуртӑсене, сенӗксемпе шертешнӗксене Ильсеяр куҫне сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Акӑ, машина парка ҫитсе кӗрет, ҫурҫӗр енчи флигель патне ҫемҫен, ним сиктермесӗр ярӑнса пырса тӑрать.Машина въехала в парк и мягко, без толчков, подкатила к северному флигелю.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Володя пиччӗш каланине пӗр сиктермесӗр тӑнлать.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Василь куҫне сиктермесӗр тата систермесӗр пек Лелюкова сӑнаса тӑчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Авӑ вӑл, Юрка, халӗ те сире пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа парӗ, ыйт кӑна…Он вон, Юрка, и сейчас вам ещё, поди, слово в слово перескажет, только спроси…
«Правда» номерӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 39–45 с.