Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сиктермесӗр (тĕпĕ: сиктер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗс калатӑп-и? — майра ҫинчен куҫне сиктермесӗр ыйтрӗ хуҫа.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса-итлесе тӑракан ҫемье йышӗ те ҫаплах турӗ.

Помоги переводом

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗнле-и? — каллех куҫӗсене сиктермесӗр вӑрӑ ҫинелле тинкерсе пӑхрӗ Петӗр.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вара, Яшмари темле чӑваш, хӑнк! та тумасть, куҫ сиктермесӗр чӑрсӑррӑн тирӗнсе пӑхать.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен Петӗр, ҫаплах куҫне сиктермесӗр, вӑрӑ патнелле икӗ утӑм ярса пусса чарӑнса тӑчӗ:

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар айккинерех кайса тӑчӗ, куҫӗсене сиктермесӗр юпа ҫине тинкерчӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Сахар вӗсемпе калаҫса та тӑмарӗ, тепӗр минутранах кил хуҫи пӳлӗмне кӗрсе те тӑчӗ, ҫивӗч хура куҫӗсене хуҫа ҫинчен сиктермесӗр, хӑй мӗншӗн килнине хӑюллӑн та уҫҫӑн пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл куҫӗсене пӗр сиктермесӗр Хрестук ҫине пӑхрӗ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑштаратпӑр, юрать-и? — терӗ Вова, куҫӗсене ҫӗрулми ҫинчен сиктермесӗр.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте атма шывран мӗнле тухасса куҫ сиктермесӗр кӗтрӗҫ.

Помоги переводом

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каятни? — терӗ Кучак ӑна куҫ сиктермесӗр сӑнаса.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун сиктермесӗр аппаланать вӑл вӗсемпе.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӑна кашни килтех, кашни пӳртрех шӑп пулса, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлерӗҫ.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Хӑлхи витӗрех илтмен пирки чи мала пырса ларать те вара, ҫынсем мӗн калаҫнине пӗр сиктермесӗр итлет, тепӗр чух хӑй те тӑрса сӑмах калать.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ҫак кунтан эпӗ пӗр сиктермесӗр шкула ҫӳреме тытӑнтӑм.

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Старикки кайран Яка Илле патне кӗрсе ларнӑ, — вӗсем иккӗшӗ мӗн ҫинчен калаҫнине те пӗр сӑмах сиктермесӗр алӑк хыҫӗнче итлесе тӑнӑ Шахрун.

Как потом этот старик заходил к Илле, слышал от начала до конца весь их разговор, притаившись за дверью.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ пулин те Мултиер калавне ҫынсем пӗр сӑмах сиктермесӗр итлеҫҫӗ, каласа пӗтерсен савӑнсах кулаҫҫӗ.

Хотя эту байку знали все и до рассказа Мульдиера, тем не менее дружно рассмеялись, когда тот закончил.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темӗнччен куҫ сиктермесӗр пӑхсан та, унта нимӗн те курӑнмасть, ҫурхи ӑшӑ сывлӑш чӗтревӗ ҫеҫ ҫӗр пӑсланнӑ пек туйӑнса тӑрать.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа чӗнмерӗ, вӑл, тем шыранӑ пек, пуҫне пӗшкӗртсе карттӑ ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑй пит калаҫсах каймасть, хутран-ситрен ҫеҫ пӗр-ик сӑмах хушса хурать, итлессе вара пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлет.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней