Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нихҫан та вӑл пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах калас ҫук, кукамӑшӗпе те «апат умӗн пӗрер черкке ӗҫни усӑллӑ» усӑллӑ мар-тӑк — сиенлӗ те мар, сиенлӗ мар-тӑк — кӑмӑллӑ» тесе тавлашаймӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑштах вӑхӑт хӗртӗнни сиенлӗ мар, анчах та хӗвел питтинче ӳт пиҫсе каймаллах пулни питех те сиенлӗ.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Каҫару ыйтатӑп та-ха, вӗсем мӗн пирки убыткӑна кӗрсе ӳкрӗҫ, тата мӗншӗн совет влаҫӗшӗн сиенлӗ пулса тӑчӗҫ?— А через что, извиняюся, превзошли в убыток и Советской власти в тягость?
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Типӗ тытни сиенлӗ, анчах ӳт ҫиме юрамасть, Беликов типӗ тытмасть, тесе ҫӳрӗҫ, ҫавӑнпа ҫупах пулла ӗне ҫӑвӗпе пӗҫерсе ҫиетчӗ, апачӗ типӗ мар, апла пулин те, ӳт ҫиет тесе калама та ҫук.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫав шӑршӑ каҫхи тинӗсӗн ӑшӑ, тӑварлӑрах сывлӑшӗ пек пулнӑ, вӑл, вӗри кун хыҫҫӑн, сиенлӗ, пуҫа ӳсӗртсе ярать, хӑйне вӑрахчен, нумай сывлас килтерекен туса ҫӑткӑнлантарса ярать.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Эсӗ, — тенӗ вӗсем, — ниме юрӑхсӑр ҫын, пирӗншӗн сиенлӗ ҫын!
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кӑмӑла пӑсакан сиенлӗ япала ӑна вӑйлӑ та хӑвӑрт ҫавӑрса илчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ку сиенлӗ вӗт, — каларӗ вӑл хӑйне хӑй. — Мӗн тумалла?
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мужиксене хутла вӗрентме сиенлӗ: хутла вӗрентӗн те ӑна, вӑл вара суха та тумӗ…— Грамотность вредна мужику: выучи его, так он, пожалуй, и пахать не станет…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле сиенлӗ этем мар-ха эсӗ? — терӗ Обломов.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Аттесемпе асаттесем пирӗнтен айван пулман, — хирӗҫ тавӑрнӑ вӑл, хӑйшӗн сиенлӗ пек туйӑнакан канашсем паракансене, — вӗсем ӗмӗрӗсене телейлӗ пурӑнса ирттернӗ-ҫке; эпир те пурӑнса ирттерӗпӗр: турӑ парсан, тутӑ пулӑпӑр.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл кӗнекери ирхи сывлӑш ҫеҫ усӑллӑ, каҫхи сывлӑш сиенлӗ, тенине вуласа тухнӑ та, нӳрӗрен хӑрама пуҫланӑ.Вычитал он где-то, что только утренние испарения полезны, а вечерние вредны, и стал бояться сырости.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав свидетельствӑра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Эпӗ, аялта алӑ пусакан, хамӑн пичетпе ҫирӗплетсе ҫакна ӗнентеретӗп: коллежски секретарь Илья Обломов чӗри самӑрланнипе, чӗрен сулахай хутаҫҫи сарӑлнипе аптрать тата ҫавӑнпа пӗрлех вӑраха кайнӑ пӗвер чирӗпе чирлет, пӗверӗ хӑрушшӑн ӳссе пыни унӑн сывлӑхне начарлатать, вӗлерме пултарать; ҫакнашкал амаксем кашни кунах ӗҫе ҫӳренипе пулаҫҫӗ тесе шутлама пулать. Ҫавӑнпа та, сиенлӗ тытамаксем тепӗр хут ан пулччӑр, вӑйланса ан пыччӑр тесе, эпӗ Обломов господина вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарма, ӑс-пуҫ ӗҫне е кирек мӗнле ӗҫе те хутшӑнтарасран тытӑнса тӑма хушатӑп».
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл латынь пӗлни те, тӗрӗс е тӗрӗс мар ӗҫсене хӑйне кирлӗ пек тумалли чее теорие пӗлни те Петербургри службӑра кирлӗ пулман; ҫав хушӑрах вӑл хӑй ӑшӗнче тӗлӗрекен вӑй пуррине, ҫав вӑй тӗрлӗрен инкеке пула яланлӑхах ҫиеле тухайманнине, вӑл ҫиеле тухасса шанма та ҫуккине туйнӑ; юмахсенче ҫапла, усал сывлӑшсене, вӗсен сиенлӗ вӑйне пӗтерес тесе, тухатнӑ тӑвӑр пӳлӗме хупса лартнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Наукӑра сиенлӗ ҫул-йӗрпе» пынишӗн ҫак кӗнекене арестленине , уншӑн авторне чутах суд туманни ҫинчен пурте пӗлнӗ.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫавӑнпах пуль юлашкинчен Крылов хӑйӗнчен ҫӳлерех тӑракан пуҫлӑхсене килӗшми пулнӑ, вара лешсем ӑна «шухӑшӗсем сиенлӗ пулнӑшӑн тата полици пуҫарнӑ ӗҫсенче хресченсем майлӑ тӑнӑшӑн» ӗҫрен хӑтарнӑ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Усӑллӑ ҫӗре ярас пулсан, эпӗ укҫа хавассӑнах паратӑп, сиенлӗ ҫӗре ярас пулсан — памастӑп.На дельную, полезную вещь я тебе дам денег с удовольствием, а на вредную не дам.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӗттӗмлетӳ мӗнле кирлӗ, пирӗн тухса каясси те хулашӑн ҫавӑн пекех вырӑнлӑ, ку вӑл пӗрре те сиенлӗ мар, чӳречене карнипе шалти ҫутӑ чакмасть.И наш отъезд так же необходим, как затемнение — ведь от этого света в доме не меньше.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950