Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗпе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Сакӑр теҫетке ҫул сахал вӑхӑт мар, ӑна сакӑр кунпа танлаштараймӑн.Восемь десятков лет это не мало времени, его не сравнить с восемью днями.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
19. Эсӗ курнӑ сакӑр пӗчӗк ҫунат — пысӑк ҫунатсем айне вырӑнаҫнӑскерсем, вӗсемпе пӗрлешнӗскерсем — акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: 20. патшалӑхра сакӑр патша ҫӗкленсе тухать, вӗсем патшара нумайччен лараймӗҫ, вӗсенӗн ҫулӗсем вӗҫсе иртсе кайӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ: 3. Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 4. Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 5. Арах ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫын; 6. Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуникӗ ҫын; 7. Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 8. Заттуй ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын; 9. Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл ҫын; 10. Ваний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын; 11. Бебай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 12. Азгад ывӑлӗсем — пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын; 13. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ултӑ ҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те аллӑ ултӑ ҫын; 15. Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 16. Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун сакӑр ҫын; 17. Бецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 18. Иора ывӑлӗсем — ҫӗр вуникӗ ҫын; 19. Хашум ывӑлӗсем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 20. Гиббар ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пилӗк ҫын; 21. Вифлеем ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 22. Нетофа ҫыннисем — аллӑ ултӑ ҫын; 23. Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын; 24. Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх икӗ ҫын; 25. Кириаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫӗ ҫын; 26. Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗр ҫын; 27. Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын; 28. Вефиль тата Гай ҫыннисем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 29. Нево ҫыннисем — аллӑ икӗ ҫын; 30. Магбиш ҫыннисем — ҫӗр аллӑ ултӑ ҫын; 31. тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 32. Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм ҫын; 33. Лидда, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пилӗк ҫын; 34. Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын; 35. Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тепӗр кунне вӑл, Макар Нагульнов, атаманец Любишкин, Тит Бородин, фронтра пулнӑ тата сакӑр казак ирех Андрей пӳрчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫыхӑсене силленӗ те, вӗсенчен касса татнӑ ҫын урисем — сакӑр ура тухса ӳкнӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Станицӑран Гремячий Лог хуторне ҫитме ҫын чунӗ курӑнман хирпе ҫирӗм сакӑр ҫухрӑм каймалла.До Гремячего Лога от станицы двадцать восемь километров безлюдным гребнем.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун ҫине эрехпеле хӗрелсе кайнӑ тӑрлавсӑр сакӑр пит-куҫ пӑхать, хушӑран ҫеҫ мӑкӑртатни тата хӑнклатни илтӗнсе каять.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кунтан хулана ҫитме сакӑр ҫухрӑм.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Эпӗ ак, аллӑ сакӑр ҫул хушшинче тем чухлӗ куртӑм, мӗн курнине пурне те хут ҫине ҫырас-тӑк, санӑнни пек хутаҫа пинӗшне те кӗртеймен.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Ҫумӑр хыҫҫӑн кӗҫнерникун, тепӗр кӗркунне, пӗр сакӑр ҫул иртсен, — шатӑртаттарчӗ Семушкин, хӑйӗн шӗвӗр сӑмси вӗҫӗ кулӑшла чӗтренсе илчӗ.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗтесре Никитка, сакӑр ҫула ҫитнӗ мӑнтӑрккаскер, кушак ҫурипе вылять — ӑна куҫне ҫыхса чупма вӗрентет.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫӗ пучахран, икҫӗр сакӑр пӗрчӗрен.Из трех колосков, в которых было ровным счетом двести восемь зерен.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сакӑрвунӑ пин чулҫӑпа йӑтса-тултса тӑракан ҫитмӗл пин ҫын пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ тусем ҫинче тата хула ҫывӑхӗнче, вӑтӑр сакӑр пин вӑрман касаканҫӑран вуншар пинӗн кӑлара-кӑлара янӑ Ливана черетпе, унта пӗр уйӑх калама ҫук йывӑр ӗҫре ирттернӗ хыҫҫӑн икшер уйӑх канма тивнӗ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах мӗншӗн ӗлӗк чух унӑн сакӑр сехетрех куҫӗсем хупӑнатчӗҫ, тӑххӑрта вара вӑл ачисене вырттаратчӗ те кухньӑри вутта сӳнтернине, мӑрьесене хупнине, йӑлтах пуҫтарнине тӗрӗслесе, ҫывӑрма выртатчӗ — ӑна вара, темле тупӑпа персен те, ултӑ сехетчен вӑратма ҫукчӗ?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхине, пӗр сакӑр сехетсенче, тӑвӑл темиҫе минутлӑха тамалчӗ, анчах ҫӗнӗ хаярлӑхпа пуҫланассишӗн кӑна лӑпланнӑччӗ вӑл.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫав кун манан служба ӗҫӗсемпе кӳршӗри местечкӑна ҫитсе килмеллеччӗ, эпӗ вара унта ирхи сулхӑнпа, сакӑр сехетсенче, юланутпа тухса кайрӑм.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Пурӗ пин те виҫҫӗр аллӑ тӑватӑ тенкӗ те ҫирӗм сакӑр пус! — йӑвашшӑн каларӗ вӑл, контрактне ҫурӑм хыҫнелле пытарса тытса.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тата маччапа алӑк сӑрланӑшӑн, кухньӑри чӳречесене юсаттарнӑшӑн, алӑкӑн ҫӗнӗ пробойӗсемшӗн, хут укҫан тепӗр аллӑ тӑватӑ тенкӗ те ҫирӗм сакӑр пус тӳлемелле.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956