Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халлӗхе вара кунта чӳрече айӗнченех сад пуҫланать, йӑлтах чечек пуснине пула, юр пек шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, шурӑ кӗпеллӗ хӗрачасен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ евӗр, черешнясем нумай йышпа ҫап-ҫавракан та кап-капӑррӑн саркаланса лараҫҫӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Назанский хӑй, сюртуксӑр-мӗнсӗрех, аялти кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, ҫухине вӗҫертсе янӑ, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ хӑвӑрттӑн утать; унӑн шурӑ кӗлеткипе ылттӑн пек ҫӳҫлӗ пуҫӗ е чӳрече тӗлӗнче мӗлтлетсе илет, е стенапа хупланать, Ромашов сад хӳми урлӑ каҫрӗ те ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗчӗк сад ӑшӗнче, Назанский патӗнче, ҫутӑ ҫунатчӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хай ҫурчӗ патне мӗнле ҫитсе тӑнине вӑл хӑй те асӑрхаман, халӗ акӑ, хӗрӳ тӗлленӳсенчен вӑраннӑ та, пит лайӑх пӗлсе тӑракан хапханах, ун хыҫӗнчи чухӑнрах сад варрине вырӑнаҫнӑ пӗчӗк шур флигель ҫине, шанман евӗррӗн, тӗлӗнсе пӑхать.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сад пеккинче, мулкачсене хӑратма, пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫил арманӗ ҫатӑртатса ҫаврӑнса ларать.В садике трещала маленькая мельничка, поставленная для того, чтобы пугать стуком зайцев.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сад хапхи патӗнчи йывӑҫсен ҫулҫи витӗр пӗр ҫын тӑни курӑнах кайрӗ ӑна, ҫынни сарлака фескӑпа, сӑрӑ ҫӑм костюмпа.
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов тӗттӗм сад пахчи ҫинелле пӑхса тӑчӗ.
XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сад алӑкӗ патӗнче Ружа уйран уҫланӑ, Хӗрӗсем карта шӑлнӑ, Стояна ҫапла калаҫ, тет: «Ах тӑванӑмӑр, Стоян, Патша кил картишӗнче Сана ыран ҫакӗҫӗ, Патшан пӗтӗм кил-йышӗ Пӑхса тӑрса савӑнӗ».
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӗр енчен — анкарти, тепӗр енчен — сад.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр ача, сад решетки тӑррине хӑпарса ҫитсен, пуля пырса тивнипе, сасартӑк хуҫланса аннӑ та, урисене ҫӳлелле тӑратса, ҫаплипех ҫакӑнса ларнӑ.Мальчик, застигнутый пулею на решётке сада, вдруг перегнулся и повис на ней вниз головой.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хӑш-пӗрисем ним шарламасӑр сад решетки урлӑ сике-сике каҫма тапратнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пысӑк чӳречеллӗ ҫӗнӗ ҫуртсем, пур ҫӗрте те электричество ҫути, йӗри-тавра сад, урамсенче тротуарсем пулӗҫ.Новые дома с широкими окнами, электрический свет повсюду, сады кругом, тротуары на улицах.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ класран мӗнле тухса кайнине, сад тӑрӑх ҫӳренине — пурне те курса тӑтӑм.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ерипен сад варринелле утрӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн чухлӗ суха-сухаланӑ, утӑ ҫулнӑ, сад ӗрчетнӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир юратса ҫитӗнтернӗ ҫырма леш енчи ешӗл сад шавласа ларать-и халӗ?Шумит ли наш зеленый сад над рекой, в котором до войны мы так любили работать?
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сад сукмакӗ пахчана тухать, Илья Ильич ирсерен те каҫсерен ҫав сукмакпа икшер сехет ҫӳрет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, хапхаран аяккарах кай, — васкаса каларӗ Обломов, — ҫавӑнта, урӑх урамалла, сулахай еннелле, сад патне кай…— Нет, дальше от ворот, — живо сказал Обломов, — в другую улицу ступай, вон туда, налево, к саду…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ним пӑхса тӑмасӑр Обломовкӑна тухса кайӗ, унта мӗн кирлине йӑлт тума хушӗ, нумайӑшне хушма манӗ, пултараймӗ, ячӗшӗн ҫеҫ тӑвӗ, вара каялла вӗҫтерсе ҫитӗ те сасартӑк ҫакна пӗлӗ: чӑрманса ҫӳремелле те пулман-мӗн — пӳрт те, сад та, чаплӑ павильон та пур-мӗн, Обломовкӑсӑр та пурӑнма вырӑн пур-мӗн…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956