Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлчӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайрантарах Ваня салтаксенчен ҫакна пӗлчӗ.

Впоследствии мальчик вот что узнал от солдат.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Халӗ те вӑл батарея мӗнле пулнине тӳрех пӗлчӗ.

И сейчас он уже определил это состояние.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Халӗ ӗнтӗ вӑл ҫав тупнӑ тӗрке ӑшӗнче укҫа таврашӗ пулманнине лайӑхах пӗлчӗ.

Теперь, он узнал наверное, что узел не тот.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Виҫӗ кун Том судья сывлӑхӗ пирки интересленсе тӑчӗ, чунтан пӑлханса ыйта-ыйта пӗлчӗ вӑл хӑйне мӗнле туйни пирки.

Дня три Том усиленно интересовался здоровьем судьи Фрэзера и жадно ловил каждый слух о нем.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Уйрӑм сӑмахсем тӑрӑх вӑл хӑйсем ҫухални ҫинчен ҫынсем мӗн каланине пӗлчӗ: вӗсем шыва кӗнӗ чухне анса кайнӑ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ-мӗн ҫынсем, унтан ҫынсем сулӑ ҫуккине курах кайнӑ; кайран тахӑш ачи Томпа Джо хӑйсем ҫинчен хулара «часах илтӗҫ» тесе каланисене астуса илнӗ.

Их отдельных высказываний он узнал, что говорили люди об их пропаже: люди думали, что они утонули во время купания, потом они заметил пропажу плота; потом какой-то мальчик вспомнил слова Тома и Джо о том, что о них в городе «скоро услышат».

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйӗн куртка кӗсйине хыпашласа пӑхса, вӑл йывӑҫ хуппи ҫухалманнине пӗлчӗ те шыв хӗрринчи вӑрман тӑрӑх малалла утрӗ.

Сунув руку в карман куртки, он уверился, что кусок коры цел, и зашагал через лес, держась поближе к берегу.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ун хыҫҫӑн килне ҫитичченех хӑваласа чупрӗ, ҫапла вара вӑл хӑйӗн тӑшманӗ ӑҫта пурӑннине пӗлчӗ.

Том гнался за ним до самого дома и узнал, где он живет.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Штаб начальникӗ Полянский мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, чей ӗҫме лартрӗ те хуллен калаҫтарма тытӑнчӗ, ӑна-кӑна ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ракпа чирлине пӗтӗм ял пӗлчӗ ӗнтӗ.

Вся деревня знала, что он болен раком.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Валя хӑй кайнӑранпа ялта пулса иртнӗ пур улшӑнусем ҫинчен те пӗлчӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Ашшӗ, ан ухмахлан, — теме ҫеҫ пӗлчӗ Евтук.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Бюллетень илес текен нумай пулнӑран республика Пуҫлӑхӗн те черетре тӑма тиврӗ, ҫак хушӑра вӑл ҫынсемпе калаҫрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

21. Ӑслӑлӑха Турӑ памасӑр илме ҫуккине пӗлсессӗн, — вӑл кам парнийӗ пулнине ӑсӑм-тӑнӑм пӗлчӗ ӗнтӗ, — эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм, Ӑна кӗлтурӑм, пӗтӗм чӗремрен ҫапла каларӑм:

21. Познав же, что иначе не могу овладеть ею, как если дарует Бог, — и что уже было делом разума, чтобы познать, чей этот дар, — я обратился к Господу и молился Ему, и говорил от всего сердца моего:

Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней