Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлчӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курбан пысӑк хисеплӗхпе манӑн атте-аннесем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, вӗсен сывлӑхӗпе интересленчӗ.

А Курбан почтительно осведомлялся, кто мои уважаемые родители и здоровы ли они.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Хӑйпе кам калаҫнине вӑл тепӗр хут та ыйтса пӗлчӗ.

 – Он переспросил.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна эпӗ питӗ ҫӳлте вӗҫни пирки ыйтса пӗлчӗ, ун сӑмахӗ мана Даша инкен ҫыруне асилтерчӗ, ӑна эпӗ Балашов шкулӗнче вӗреннӗ чухнех илтнӗччӗ-ха: «Ытти ҫынсенни пек ҫӗр ҫинче ҫӳрес шӑпу ҫук пулсан, эппин, Санечка, аяларахран вӗҫме сӗнетӗп сана», тенӗччӗ.

Нина Капитоновна всё интересовалась, высоко ли я летаю, — и это напоминало мне тёти Да-шино письмо, которое я получил ещё в Балашовской школе: «Раз уж не судьба тебе, как все люди, ходить по земле, то прошу тебя, Санечка, летай пониже».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч манран Ҫурҫӗр ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, хам ӑҫта-ӑҫта вӗҫни ҫинчен ыйтрӗ, эпӗ ытла кӗскен тавӑрса пынипе вӑл ҫаплах кӑмӑлсӑр юлчӗ.

Иван Павлыч расспрашивал меня о Севере, о лётной работе, и всё оставался недоволен, что я отвечаю так кратко.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ.

Он и о тебе справлялся.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня та пӗлчӗ ӑна.

И Саня догадалась о ней.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл манран ҫурхи каникула мӗнле ирттерни, Энскра мӗнле ҫӳрени, Саньӑпа ваттисем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Она спросила меня о весенних каникулах, о том, как я провел время в Энске, как поживают Саня и старики.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Генерал манран: эпӗ Андрей Петрович Гринев ывӑлӗ мар-и? тесе ыйтса пӗлчӗ.

Генерал осведомился, не сын ли я Андрея Петровича Гринева?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев крепӑҫре ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен, тӑшман ҫарӗсем енӗпе мӗнле хыпар-хӑнар ҫӳренине тата ыттине те ыйтса пӗлчӗ те, сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех Швабрина:

Пугачев осведомился о состоянии крепости, о слухах про неприятельские войска и тому подобном, и вдруг спросил Швабрина неожиданно:

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл, чӑн-чӑн судья пекех, манӑн мӗнпур пек ӗҫӗмсем ҫинчен, шкулпа хамӑн пурнӑҫӑм ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Точно, как судья, он строго спрашивал обо всех моих делах — школьных и личных.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна пӗлчӗ вара вӑл: Ромашкӑна класра хӑшпӗр чух тӑмана тесе виртлетчӗҫ.

Она угадала: Ромашку в классе иногда дразнили совой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя манран тӑван мар атте пирки ҫырса панипе паманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Катя спросила меня, написал ли я заявление на отчима.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Кораблев хӑш классенче вӗрентнине, шкулта ӑна юратнипе юратманнине те ыйтса пӗлчӗ.

Она интересовалась даже, в каких классах он преподает и как к нему относятся в школе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл манран Кораблев мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Она спросила меня о Кораблеве — как он поживает,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана пӗр хӗрарӑм, аллине ача тытнӑскер, алӑка уҫса кӗртрӗ, пӗрмаях шӑхӑрнӑ пек калаҫса, мана мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Мне открыла женщина с ребенком на руках и, все время шикая, спросила, что мне нужно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавна пула пулӗ, малтан вӑл мана сывлӑх пирки ыйтса пӗлчӗ.

Должно быть, по этой причине он сначала говорил только о моем здоровье.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Почта ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ.

Даже про почту спросила:

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн сӑн-пит улшӑнса кайни ӑна хӑратрӗ пулас; вӑл эпӗ мӗн пирки ҫавӑн пек васкаса пырса кӗни ҫинчен пит те тӑрӑшса ыйтса пӗлчӗ.

Вероятно, вид мой поразил его; он заботливо осведомился о причине моего поспешного прихода.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ йӗмерӗм, анчах та сӑн-питӗм тискерленсе кайнӑччӗ пулӗ манӑн, мӗншӗн тесен сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ман ҫине пӑхса илчӗ те аллине пушатрӗ: эпӗ тарас ҫуккине пӗлчӗ, ахӑр.

Я не плакал, но, должно быть, у меня было отчаянное лицо, потому что человек в кожаном пальто внимательно посмотрел на меня и разжал свою руку: понял, что не убегу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька, аптӑранӑ енне, комитета тепӗр хут кӗрсе «Пичче авланман-и?» тесе ыйтса пӗлчӗ.

На всякий случай Петька вернулся в комитет — спросить: не был ли дядя женат?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней