Поиск
Шырав ĕçĕ:
Давыдов пӗр минута яхӑн сӗтел ҫине витнӗ вараланчӑк клеенкӑна алтупанӗсемпе шӑлса якаткаласа ларчӗ, унтан, чип-чиперех вӑхӑтлӑ ҫунакан лампа хӑюне пӑрса хӑпартрӗ, — хӑй пӑлханнине пусарас терӗ пулмалла, анчах пусӑрӑнаймарӗ.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗҫӗн Аким, сасартӑк эхлетсе илчӗ те, енчӗкне ярса тытса, васкавлӑн чикарккӑ ҫавӑрма пуҫларӗ, Нагульнов кӑна, арча ҫинче лараканскер, хӑй пӑлханнине ҫиелтен палӑртмарӗ, анчах пӗр самантлӑха, пурте шӑплансан, ун питҫӑмартийӗ, вӑл лӑпкӑ маррине палӑртса, кӑрт-карт туртӑнкаласа илчӗ, тути те пӗр еннелле чалӑшса кайрӗ…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсен умӗнче вӑл хӑй пӑлханнине мӗнле те пулин пытарасса шанчӗ, вашават калаҫакан пек, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек пулма шутларӗ.При них он кое-как надеялся скрыть свое замешательство и готовился быть разговорчивым и любезным.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫак хӗрарӑм пӑлханнине, унӑн хӗрӳллӗ ӗмӗчӗсене, вӑл кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтарнине, тертленнине, вӑйран кайнине, кайран вара чарусӑррӑн хавасланнине курасшӑн мар.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Иккӗшӗ те вӗсем, пӑлханнине палӑртмасӑр, шалти вут-ҫулӑмпа асапланчӗҫ, пӗр пек туйӑмпа чӗтрерӗҫ: иккӗшӗн те куҫӗсене пӗр пек шухӑш-кӑмӑлпа пулнӑ куҫҫульсем тулчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар Обломов каланине пачах ӑнланайми пулчӗ; анчах тутисем унӑн хӑй пӑлханнине пула тӑсӑлса кайрӗҫ; Обломов ӑна аслати кӗрленӗ пек ятларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн? — пӑлханнине пула тытӑнчӑклӑ сасӑпа ыйтрӑм та эпӗ, аллинчен ярса тытса, ӑна чарсах тӑратрӑм.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Хаклӑ Иван Павлыч! — ҫыртӑм эпӗ аяккинерех пӑрӑнса, мӗншӗн тесен ман ҫине хӗрарӑмсем пӑхатчӗҫ, эпӗ вара хам пӑлханнине вӗсене кӑтартасшӑнах марччӗ — пӗлместӗп ӗнтӗ, каллех сирӗн пата кӗрсе тухасси пулӗ-и.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Судьясем, манӑн сӑмаха кӑмӑллӑрах итлеме пуҫланӑскерсем, эпӗ пӑлханнине кура, малтанхи пекех мана хирӗҫле ҫаврӑнса кайрӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсем тӑтӑшах пӑлханнине, законсене тата граждӑнла пурнӑҫа хӑнӑхманнине, ҫӑмӑлттайлӑхӗпе хаярлӑхне пула, вӗсене пӑхӑнтарса усрас тӗлӗшпе правительствӑн яланах вӗсене асӑрхаса тӑма тивнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ҫуркунне хам нимӗне пӗлмесӗр пӑлханнине те манса кайрӑм.Я забыл даже и то неопределенное волнение, которое испытал весною в деревне.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Наумов вара ку ҫын мӗншӗн ҫав тери пӑлханнине те, вӗҫнӗ чух унӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫавӑн пек пулнине те, унӑн хура куҫӗсенче мӗншӗн куҫҫулӗ пулнине те, вӑл мӗншӗн сывлӑшра ытларах пулма тӑрӑшнине те самантрах тавҫӑрса илчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лётчик та вӗсене хирӗҫ аллипе сулчӗ, анчах та вӑл ҫак пысӑк кӑвак ҫуртран часрах хӑпма тӑрӑшни, хӑй пӑлханнине пытарма пикенсе пит-куҫне чӳречесен тепӗр еннелле пӑрни палӑрчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Юлий, ку ниме те кирлӗ мар, — тет Аня; сӑмса тутрине лутӑркакан пӳрнисем кӑшт хусканни кӑна вӑл пӑлханнине палӑртать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Катя маттур, хӑйӗн ӗҫне те аван ҫырса хатӗлерӗ, Мускавра та хӳтӗлев вӑхӑтӗнче хӑйне ҫирӗп тытрӗ, пӑлханнине палӑртмарӗ. Эпӗ унран та ытла пӑлхантӑм пулӗ», - тет Елизавета Владимировна хӑйӗн вӗренекенӗ пирки.
Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31
Хӑй пӑлханнине палӑртмасӑр сӑмах ҫӑмхине сӳтрӗ вӑл.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
24. Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахимаас каланӑ: патша чури Иоав санӑн чуруна ҫула кӑларса янӑ чухне эпӗ унта ҫынсем пӑлханнине куртӑм, анчах [унта] мӗн пулнине пӗлейместӗп, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.