Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эвка ятлӑ вӑл, — пӗлтерчӗ Игорь, — мӗншӗн тесен вӑл эвакуацирен тӑрса юлнӑ, пытаннӑ, тарнӑ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сывлатӑн, тӗтӗм кӑларатӑн, эсӗ пытаннӑ ҫеҫ.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эп хамӑн кӗтесре, ашӑксем тата плащ-палаткӑсем хыҫне шанчӑклӑн пытаннӑ та, ним шарламасӑр лӑпчӑнса ларатӑп.А я в эти минуты сидела, забившись в уголок, надежно прикрытая попонами и плащ-палатками.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Мускав курӑнмарӗ, вӑл вӑрҫӑ каҫӗсен сӗмлӗхне пытаннӑ, пӗр тӑлӑх прожектор анчах хӑйӗн туп-тӳрӗ шупка урине горизонт ҫинелле пӑрахрӗ, пирӗнпе сывпуллашса, ҫӗре ҫити тайӑлнӑн сулӑнса илчӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шухӑшласа кӑлартӑм: акӑ эпир таврӑнатпӑр, тейӗпӗр, пире 1933-мӗш ҫулхине челюскинецсене ҫӑлакансене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илеҫҫӗ, ҫавсене пӗтӗм халӑх юратса тӑнӑ-ҫке, пурте вӗсем ҫинчен калаҫнӑ, вӗсем пыракан машинӑсем чечекре пытаннӑ, пӗтем Мускав чечекре те листовкӑсемпе, геройсене курма пынӑ хӗрсен платйисемпе шуралса тӑнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шанчӑклӑ-ши вӑл пытаннӑ вырӑнӗ?
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпир Грушницкипе сӑмах вакламасӑрах ту ҫинчен антӑмӑр та пирӗн сар пике кӗрсе пытаннӑ пӳртӗн чӳречи умӗн бульвар тӑрӑх утрӑмӑр.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗҫӗсем койка айнелле пулнӑччӗ те, вӗсем унтан пытаннӑ ҫын урисем пек курӑнчӗҫ.Нижние концы их торчали из-под койки и были похожи на ноги прячущегося там человека.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна вӑрман хӗррине пӑрахса хӑварса, хам ҫуранах вӑрманалла кӗрсе пытаннӑ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑна ытла хӗрхентӗм эпӗ — ӑрӑмҫӑ ҫӑлса хӑварчӗ вара мана.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн шухӑшӗпе вӗсем пӗр-пӗрин кӑмӑлне питех килмен пек туйӑннӑ; Алексей Прилучинона урӑхран пырса та ҫавӑрӑнман; Лиза, Иван Петрович вӗсем патне пырсассӑнах, кашнинчех хӑй пӳлӗмне кайса пытаннӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кӗрешӗве хатӗрленнӗ 1931—1941 ҫулсенче парти питӗ шала пытаннӑ, вӑл нимӗҫ полицине ҫеҫ мар, массӑсене те курӑнми пулса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Самантлӑха вӑл хӑйӗн шухӑшӗсемпе лере, вӑрмансемпе кӳлӗсем хушшине пытаннӑ аэродрома вӗҫсе кайрӗ.На миг он уносился мыслью туда, на затерянный среди лесов и озер аэродром.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун умне ҫӗр айне пытаннӑ ялӑн сӑн-сӑпачӗ тухса тӑчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫулӑм пӗрре вӑйлӑланнӑ, тепре имшерленнӗ май тӗттӗмри кӗмӗл хурӑнсемпе ылтӑн хыр вуллисем е ҫутталла тухса тӑнӑ, е каллех тӗттӗмелле тарса пытаннӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пытаннӑ ҫӗртен Санькка, Петӗр, Раман, Николай сиксе тухаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫапла шухӑшласа, Гек хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухрӗ те ҫапкаланчӑксем хыҫҫӑн кайрӗ, ҫара уран, кушак пек, илтӗнмелле мар пусса, вӗсенчен юлмасӑр, вӗсене куҫран ҫухатмалла мар утса пычӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӳрте кӗрсе пытаннӑ та – ҫывӑрсах кайнӑ, тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ тӑххӑрти ача та паянхи пек астӑвать: ҫӗр ҫулхи йӑмрасем йӑваннӑ, пӳрт-ҫурт тӑррисене ҫил илсе кайнӑ, хӑш-пӗрисем хӑйсен ӗнисене Йӑрар сӑртӗнче тупнӑ-мӗн…
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Кунта калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх пытаннӑ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Эсӗ мӗн пирки ӗмӗтленнин /уйра тупнӑ япала/ сӑлтавӗ ҫакӑнта пытаннӑ.
Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Сана мӗн кирлине эсӗ хӑв та лайӑх пӗлетӗн-ха, анчах сӑмах кун пирки мар — ӑс-тӑнӑн «аякри кӗтесӗнче» пытаннӑ хӑш-пӗр шухӑш-кӑмӑлу пирки.
Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№