Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытарма ҫук илемлӗ асамат кӗперӗ ҫур пӗлӗте ыталанӑ, унӑн тӗрлӗ тӗслӗ хӑрах вӗҫӗ таҫта тӗксӗм ту хысакне кӗрсе пытаннӑ.Яркая радуга охватила полнеба, и один ее многоцветный конец терялся где-то за темными грядами гор.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвел йӑлтах пытаннӑ, таврара тӗттӗм пулса тӑчӗ; ҫӗрпе пӗлӗт пӗрле хутшӑнса тӑвӑллӑ юр ытамне урнӑ пек арпаштарса ячӗ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бойчо чиркӳре мана хӑех ҫавӑн пек сӑмах сарма хушрӗ, мӑнастирте пытаннӑ тесе кала терӗ.Бойчо в церкви сам попросил меня пустить слух, что он скрылся в монастыре.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шериф-ага ытла васканипе Огнянова мӑнастире кӗнине кам курнӑ, вӑл мӗнлерех тумланнӑччӗ тесе ыйтса пӗлме асне те илеймерӗ, таркӑн галерейӑрах пытаннӑ терӗҫ те ӑна, вӑл унта та ухтарма тытӑнчӗ.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Хӗрарӑмсен мӑнастирне пытаннӑ вӑл, унта ӑна куракансем те пулнӑ, — хушса хучӗ хуралҫӑ та.— Спрятался в женском монастыре, его там видели, — добавил сторож.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кунтах-ха вӑл, пытаннӑ, паҫӑр ӑна ҫав пӗтме маннӑ тӗрӗксем шырарӗҫ, каҫарсам, пачка!— Здесь он, только прячется, — давеча его искали проклятые турки… прости, отче!
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ҫунатлӑ чӗрчунсем кӑнтӑр кунӗнче канӑҫа пӗлмеҫҫӗ, халӗ тесен хӑйсен йӑвисене кӗре-кӗре пытаннӑ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗшенни те, халран кайни те, иккӗленсе тӑрасси те таҫта кайса кӗчӗ, Кралич асне илмесӗрех аллине тӑсрӗ те пуртӑ ярса илчӗ, вара хӑй пытаннӑ ҫӗртен сиксе тӑрса пӗшкӗнчӗ, тырӑ тултарнӑ михӗсен хушшипе чупса тухрӗ, хӑй вилӗ ҫын тӗслӗ шурса кайнӑ, тӳрӗленерех тӑчӗ те Эмексиз патне ҫитсе ӗнсинчен лаштах пуртӑ лартрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурттине васкавлӑн лар хыҫне, шӑпах Кралич пытаннӑ ҫӗре пӑрахрӗ, Марийкине ҫиттипе тирпейлесе витрӗ те алӑк уҫрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кралич пытаннӑ ҫӗртен пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ, мелник иккен, хытанка кӑна ҫӳлӗ хресчен, унпа юнашар кӑвак сӑкман тӑхӑннӑ хӗрача, вӑл ҫарран.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах вӑл, усал чун, тарса пытаннӑ пулсан, халӗ кама пемелле-ха ӗнтӗ?
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫуртсен чӳрече хупписене тайнӑ; урамра пӗр чун курӑнмасть; иртенпех тӑкӑрлӑксенче сулланса ҫӳрекен пӑрусем те ҫырма хӗррине кайнӑ, хӑвапа ҫӳҫесен сулхӑнне пытаннӑ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем майӗпен сухаланӑ пусӑ патнелле утаҫҫӗ, хӑмӑр кӑвак тӗслӗ пысӑк пӗлӗт хыҫне пытаннӑ хӗвел те ҫаплах майӗпен-майӗпен хӑпарать.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кашӑкӗсене сӗтел ҫине шӑкӑр-шакӑр хучӗҫ, пурте лав самантлӑха тип вара анса пытаннӑ тӗле тӳсеймесӗр тинкерсе пӑхрӗҫ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, тахӑшӗ шӑпах ҫав надзирателӗн ҫивӗтне касса янӑ та хӑй таҫта пытаннӑ.— А помнишь, вскоре у самого надзирателя срезали косу, и ему пришлось скрыться.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Хӗвел сӑртсем хыҫне анса пытаннӑ ҫӗре пускилсем апатланса та тухрӗҫ, киле кайма хатӗрлене пуҫларӗҫ, сисмесӗрех саланса пӗтрӗҫ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Уйӑх пытаннӑ, малтанхи хӗвел пайӑркисем ҫеҫ курӑнаймарӗҫ-ха.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Анчах ҫапах та халлӗхе ҫеҫенхирте пурнӑҫ чӗрӗлсе хускални сахал палӑрать-ха, сӑвӑрсемпе тыркассем хӑйсен хӗллехи ыйхинчен вӑранса тухайман; тискер кайӑксем вӑрмансене, ҫырма-ҫатрасене тарса пытаннӑ, сайра-хутран кӑна кивӗ хытхурасем хушшинче хирти шӑши йӑпӑртатса чупса иртет е чӗпӗ кӑларма мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйрӑлса кайнӑ хир чӑххисем кӗрхи калча ҫинелле вӗҫсе анаҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унпа пур ҫӗрте те кӗрсе тухма пулать! — ҫапла каларӗ те, яланхи пекех савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, катрашкаланса таракан ӳт-тир хутланчӑкӗ хыҫне пытаннӑ пӗр хускалми куҫӗпе сӗмсӗррӗн пӑхса, хӗвӗнчен тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура маузерне кӑларса кӑтартрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959