Поиск
Шырав ĕçĕ:
Якобитсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, Стюарт хӑй ҫӑлӑнма ӗлкӗртнӗ, вӑл Францине тарса пытаннӑ.Якобиты были разбиты, сам Стюарт сумел спастись и скрыться во Франции.
Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83
Сапсайкин ачи: «Атте-е!» — тесе урине хӗстернӗ качака путекки пек ҫухӑрса ярсан, эсир пурте чӑл-пар тарса пытаннӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Лепчалла, Сиккимӑн тӗп халӑхӗн чӗлхипе, ҫӗршыв «Най-ма-эль» (Nye-mae-el, «ҫӑтмах») ятлӑ, сикким чӗлхипе вара — «Беймул демазонг» (акӑл. Beymul Demazong) ятлӑ, ку вӑл «пытаннӑ рис айлӑмӗ» тенине пӗлтерет.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Машинӑна пӗр Тина ҫеҫ мар, тунката хыҫне пытаннӑ Апуҫ та тимлӗн сӑнаса ӑсатрӗ.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫак ачасенчен хӑрарӗ-ши вара тунката хыҫне пытаннӑ ҫын?
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Пытаннӑ ҫӗртен тухса, унталла-кунталла пӑхкаларӗ те Ҫӗпритун, асӑрханса пӳрте — кӗчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗвери шапасем лӗрлетсе юрӑ ӗнӗрмеҫҫӗ, йытӑсем те таҫта кӗрсе пытаннӑ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫумӑрччен тарса пытаннӑ кӑткӑ хуралӗсем, салтак ҫӗлӗкӗ пек мӑкӑрӑлса ларакан йӑвисем ҫине пӗрерӗн-икшерӗн тухса, унталла-кунталла пӑхкаларӗҫ те, тӗмескесем ҫӗнӗрен чӗрӗлсе кӗшӗлтетме пуҫларӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улькан сӑн-пичӗ ҫав самантрах пӗлӗт хыҫне пытаннӑ хӗвел пек тӗксӗмленчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Инҫетри-инҫетри варсем, ту-сӑртсем, вӑрмансем, ту хӳттине пытаннӑ ялсем ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫинҫелнӗ, кӗскелнӗ мӗлкесем, хӗвелтен пытанса, лӑпсӑркка йывӑҫсем айне, ҫуртсем хыҫне кӗре-кӗре пытаннӑ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ту айне пытаннӑ ял хӗвелтухӑҫ хӗрелсе ҫуталнӑҫем майӗпен вӑранма пуҫларӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кил хушши вӑта ҫӗрӗнче ларакан ватӑ хурӑн тӑрри каҫхи хӑмӑр тӳпе ӑшне кӗрсе пытаннӑ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Миххаран хӑраса хӳттелле пытаннӑ энӗшкассисем ӑна урхамахпа таптасран хӑрарӗҫ пулин те, хӑрушлӑх ҫинчен астутаракан тупӑнмарӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр енче — тимӗр решетке хыҫне пытаннӑ касса, зал варринче — ҫийӗ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тимӗр ларкӑчлӑ саксем.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Вӗсене ачасем «тӑшмансем» вырӑнне йышӑнса, разведчиксем пек юр айне пытаннӑ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Ҫапах та вӑл Мукин таврӑнас шухӑша-ӗмӗте пӑрахман, паян-и, ыран-и наборлакан цех алӑкӗ умне килсе тӑратех, е хывӑнса-тӑхӑнмалли пӳлӗмре пытаннӑ вырӑнтан тухать те хулпуҫҫинчен ярса тытать, е хыҫран пырса юр хырмалли кӗреҫе пек пысӑк аллипе хӗрарӑм куҫне хуплать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Сассӑр, ачашшӑн ҫутӑ урайне шуса анчӗ, урай хӑмисем тӑрӑх ҫутатса кайрӗ, пытаннӑ пек, тӑлӑх арӑма вӑратас мар тесе вырӑн ҫине йӑпшӑнса хӑпарчӗ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Тӗклӗ, анчах вӗҫен кайӑк мар, каҫ хутаҫа пытаннӑ», — Ваҫилене тахҫанхи телейлӗ ачалӑхӗнче амӑшӗ панӑ тупмалли юмах минтере пӗлтернӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чее басмачсем тусемпе сӑртсенче чавнӑ тоннельсенче хӑйсен лашисемпе пытаннӑ, ҫӗрле кӗтмен хӑнасем ҫине тапӑннӑ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.