Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пыраҫҫӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригадӑпа вырӑнти ячейка вӑрлӑх пухас ӗҫе хӑвӑртлатас тӗлӗшпе туса ирттерекен мӗнпур мероприятисене колхозниксем те, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем те нумайӑшӗ, питӗ хытӑ хирӗҫ тӑрса, чӑрмантарса пыраҫҫӗ.

Все мероприятия, предпринимавшиеся бригадой и местной ячейкой с целью ускорения темпов сбора семян, наталкивались на огромное сопротивление со стороны большинства колхозников и единоличников.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна ӗҫ хавхалантарать, ӗҫлес килет унӑн, пуҫӗнче тӗрлӗрен проектсем ҫуралса пыраҫҫӗ.

Его увлекала работа, хотелось делать, в голове рождались всяческие проекты.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Царицын патӗнче, шуррисемпе ҫапӑҫнӑ чухне, вӑл манпа тем чухлӗ те шӳтлесе калаҫнӑ: «Ну, Кондратько, тетчӗ, ӗҫсем епле пыраҫҫӗ? Эсӗ, ватӑ кашкӑр, халӗ те чӗп-чӗрех-и?» — тесе ыйтатчӗ.

Пид Царицыном, як воювалы з билыми, вин зо мной стике разив шутковав: «Ну як, каже, Кондратько, дило? Ты ще живый, старый вовк?»

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта буржуйсем рабочи халӑха хӗн-хур кӑтартаҫҫӗ, хӗрлӗ китаецсене ним юлми пӗтерсе пыраҫҫӗ, хура ӳтлисене вӗлереҫҫӗ, эсӗ пур кунта тӑшмансене ачашласа ларатӑн!

Там кругом буржуи рабочий народ истязают, красных китайцев в дым уничтожают, всяких черных побивают, а ты с врагами тут нежничаешь!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Никам таптаман юр тӑрӑх утӑм ҫине утӑм туса, кашкӑрсем пек умлӑн-хыҫлӑн утса пыраҫҫӗ.

По нетронутому снегу пошли волчьей цепкой, шаг в шаг.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫсем ытла та хӗрӳ пыраҫҫӗ, вӑрҫӑри пекех, веҫех арпашӑнса кайрӗҫ!

Такое делается, спуталось все, как в бою!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешсем каласа пыраҫҫӗ:

Те говорили:

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Татах калатӑп: вӗсем пӑсӑк политика тытса пыраҫҫӗ, эпӗ вӗсене тахҫанах салатса янӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, кӗсен-ҫӑпанлӑ пӑру пек, совет влаҫӗ айне кӗрсе выртнӑ та, ӗмессе — ӗмеҫҫӗ, ӳсӗмӗ вара хӑйсен пачах та ҫук.

Еще скажу, что они порченую ведут политику, и я их давно бы разогнал за то, что они подлегли под Советскую власть, как куршивый теленок: сосать — сосут, а росту ихнего нету.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳррипе каласан, хӑратӑп эпӗ: унпа шӑлнӗн шухӑшӗсем тӗлӗнмелле майлӑ пыраҫҫӗ, сӑмаха та вӗсем темӗнлерех, сисетни, тӗлӗнмеллерех майлӑ ваклаҫҫӗ, тата характерӗ те майсӑр шухӑ ун.

И, признаться, я боюсь: у нее с братом какой-то странный образ мыслей, рассуждают они как-то, знаете ли, странно, и характер очень бойкий.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Ачасем ҫиҫсе пыраҫҫӗ, вӗсем кулни, кӑшкӑрашни янӑраса юлать.

Сверкают дети, звучит их смех и крики.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Хаклӑ та ҫӑмӑл кӳме ҫинче илемлӗ, ҫинҫе пилӗклӗ хӗрарӑмсем ларса пыраҫҫӗ.

В дорогих и легких колясках едут красивые, гибкие женщины.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Анчах хыҫалтан ун патне пысӑках мар икӗ шуйттан, питӗ выҫӑхса ҫитнӗскерсем пулас, йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ӑна хул айӗнчен ярса тытаҫҫӗ, вӑл ҫухӑрать — анчах кая юлчӗ.

Но сзади к ней подкрадывается пара небольших, видимо, очень голодных чертей, они схватывают ее под мышки, она визжит,— поздно!

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Тахҫанах каҫ пулнӑ ӗнтӗ, урамсем пушансах пыраҫҫӗ.

Уже поздно, улицы становятся все более пустынными.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Сарӑ ҫутӑсем нумайлансах пыраҫҫӗ — сӑра, виски, супӑнь, ҫӗнӗ бритва, сигара, театр ҫинчен ҫырнӑ сӑмахсем стенасем тӑршшӗпе ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ.

Все больше и больше вспыхивают желтых огней — целые стены сверкают пламенными словами о пиве, о виски, о мыле, новой бритве, шляпах, сигарах, о театрах.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ҫынсем хӑйсем сарса хунӑ вырӑнӗсем патне, хӑйсен арӑмӗсем, хӑйсен упӑшкисем патне пыраҫҫӗ, ҫӗрле вара, пӑчӑ пӳлӗмсенче, тарласа чӑм шыва ӳкнӗскерсем, хулашӑн ҫӗнӗ ҫимӗҫ шӑтса ҫуралтӑр тесе, пӗрне-пӗри чуптӑваҫҫӗ…

Люди идут к своим постелям, к женщинам своим, своим мужчинам, и ночью, в душных комнатах, потные и скользкие от пота, будут целоваться, чтобы для города родилась новая, свежая пища…

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Вагонсем Ист-Сайд тӗлӗнчен, чухӑнсен кварталӗ патӗнчен, хулари ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗ тӗлӗнчен иртсе пыраҫҫӗ.

Вагоны несутся мимо Ист-Сайда, квартала бедных, компостной ямы города.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Вагонсем вӗлтлетсе иртнӗ чух, ҫурт стенисем чӗтреннӗ май, хӗрарӑмсен кӑкӑрӗсемпе арҫынсен пуҫӗсем силленсе илеҫҫӗ; карлӑклӑ балконсем ҫинче пӗчӗк ачасем йӑваланса выртаҫҫӗ, вӗсем те чӗтреҫҫӗ; вӗсем ҫак йӗрӗнчӗк пурнӑҫа чӑн-чӑн пурнӑҫ вырӑнне хума пӗчӗкренех хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Мелькание вагонов сотрясает стены домов, вздрагивают груди женщин, головы мужчин; на решетках балконов валяются тела детей и тоже дрожат, привыкая принимать эту отвратительную жизнь как должное, неизбежное.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Тата тепрехинче — пирӗн пӳрт вырӑнтан тапранчӗ те урам тӑрӑх куҫса кайрӗ пек, алӑкӗсемпе чӳречисем уҫӑлса хупӑнса кӑна пыраҫҫӗ, пӳрт хыҫҫӑн чиновник кушакӗ чупса пырать пек…

А то — дом наш вдруг встряхнулся, да и поехал по улице, едет и дверями хлопает и окнами, а за ним чиновницына кошка бежит…

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Пепе юлташӗсем хыҫалтан, чӑтайманнипе хырӑмӗсене тыта-тыта, кулса пыраҫҫӗ, вӗсем енне ҫав юлхав ҫын тӗссӗр куҫӗпе лӑпкӑн ҫаврӑнса пӑхсан, ачасем, тӗм хыҫне пытанакан шӑшисем пек, кӗтессене тара-тара пытанаҫҫӗ.

Товарищи Пепе идут сзади, кувыркаясь со смеха, и прячутся, как мыши, в кусты, за углы стен, когда форестьер посмотрит на них спокойным взглядом выцветших глаз.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хурараххӑн, хӑрушраххӑн пӗлӗтсем анса пыраҫҫӗ.

Все мрачней и ниже тучи опускаются над морем,

Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней