Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫын авторитетне пӑсатӑн, — салхуллӑн шухӑшларӗ Татьяна, пӗр вӑрӑм та хура нӑрӑ лампа тавра явкаланнине, труба ҫине пырса перӗнсе, скатерть ҫине ӳкнине, унтан каллех ҫӗкленсе вӗҫнине сӑнаса.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Ун пек тӑваҫҫӗ пулсан, каймалла, — терӗм эпӗ хама хам. — Каймалла пулсан вара, яланах ӗлкӗретӗп-ха», — перӗнсе вилесси ҫинчен шухӑшласа ун хыҫҫӑн утрӑм эпӗ.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӑҫта кӑна ҫитсе ҫапӑнтӑмӑр пуль — ухмаха тухаҫҫӗ, перӗнсе вилеҫҫӗ — пурте ҫавӑн пирки.Дошло уже вот докуда, с ума сходят и стреляются, и все от этого.
XIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫав тамӑка пула ӗҫке ерсе каяҫҫӗ, перӗнсе вилеҫҫӗ е пӗр- пӗрне наркӑмӑш ӗҫтерсе вӗлереҫҫӗ, — хӑвӑртран та хӑвӑртрах, никама та сӑмах хушма памасӑр, ытларан та ытларах хӗрсе кайса калаҫрӗ вӑл.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ӑнланатӑп, — терӗ Воронин, алтупанӗпе Бояркин кӑкӑрӗнчен ачашшӑн перӗнсе, — эсӗ ӑна шӑпах чӗре ҫумӗнче усрарӑн, халь, тӑванӑм, чӗрере усра…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Воронин малалла ӳпӗнсе Бояркинӑн сӗтел ҫинче выртакан аллине ачашшӑн перӗнсе илчӗ.Воронин наклонился и ласково потрогал Бояркина за руку, лежавшую на столе.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗлӗтсем хушшинчен темле майпа хӗвел хӗлхемӗ сиксе тухрӗ, вара тӳпере асамат кӗперӗ карӑнчӗ: унӑн пӗр вӗҫӗ Кубань ҫине, тепри — инҫетре, сӑртра кӑштах курӑнса ларакан вӑрман ҫине перӗнсе тӑрать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑш сывлӑш ҫавӑрнӑ, мӑйне тӑснӑ, ҫунаттисемпе сулкаласа шывран ҫӗкленнӗ те ҫунат вӗҫӗсемпе шыва перӗнсе вӗҫсе кайнӑ.Лебедь вздохнул, вытянул шею и взмахнул крыльями, приподнялся и полетел, цепляя крыльями по воде.
Акӑшсем // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 25–26 стр.
Ҫӗрле ҫӗре перӗнсе ӑнӑн тата.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хӗрачана ҫӗклерӗ те, малалла утрӗ; пӗр-пӗр чул перӗнсе, Ольӑна амантас мар тесе, хулпуҫҫипе чавсине малалла тӑсса пырать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вечеринкӑра унпа пӗрле пулнӑ тата ун ҫумне перӗнсе илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ манпа ҫав хӗрарӑм хушшинче ҫыхӑну пуррине, пӗр-пӗрне палӑртманскер пулин те, вӑл никам татайми пулнине тата ӑна хирӗҫ кӗрешме май ҫуккине туйса илтӗм.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тепӗр тесен, N-ски полкра офицерсенчен кам та пулин перӗнсе вилменни пӗр ҫул та пулман-ха.Впрочем, не было года, чтобы в N-ском полку не застрелился кто-нибудь из офицеров.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак ятсенче пурнӑҫӑн тӑнсӑрла, анчах хӑрушӑ иронийӗ пытарӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен полк хулана килсе вырӑнаҫнӑранпа офицерсен номерӗсенче, шӑп та шай ҫак икӗ кравать ҫинче, темиҫе офицер та пӗр тиншӗк перӗнсе вилнӗччӗ ӗнтӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пуҫӗ ун пӗр енчен тепӗр еннелле мӗскӗннӗн сулкаланать, шӑлӗсем, кашни ҫапмассеренех пӗр-пӗрин ҫумне перӗнсе, хыттӑн шаклатаҫҫӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗрремӗш шеренгӑри кашни салтакӑнах ура пуҫӗ, тем тесен те, ҫав кантрана математикӑлла тӗрӗслӗхпе перӗнсе тӑмалла — ҫакӑ пулать те-мӗн стройӑн хӑйне уйрӑм капӑрлӑхӗ, ӗлккенлӗхӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Витрине аяла антарсан, хура сухаллӑ Кирюха хырӑмӗпе пус пури ҫине выртрӗ те, лӑсканчӑк пуҫне, хулпуҫҫийӗсене тата кӑкӑрне ҫурри таран тӗксӗм шӑтӑкалла чикрӗ, Егорушкӑна ӗнтӗ унӑн ҫӗре аран-аран перӗнсе тӑракан кӗске урисем ҫеҫ курӑнчӗҫ: пус тӗпӗнче аякра хӑй пуҫӗн мӗлкине асӑрхасан, Кирюха савӑнса кайрӗ те ухмахла хулӑн сасӑпа ахӑлтатма тытӑнчӗ, пус тӗпӗнчен ҫав сасӑсемех ӑна тепре ҫаврӑнса килсе хирӗҫ илтӗнчӗҫ; вӑл тӳрленсе тӑрсан, унӑн пичӗпе мӑйӗ хӑмач пек хӗрелсе ларни курӑнчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тепри, чӑлханса ҫыхланнӑ ҫын, ниҫтан ҫӑлӑнса тухаймасӑр перӗнсе вилет е пуҫне йӑлмака чикет.Безвыходно запутавшийся человек пускает себе пулю в лоб или лезет в петлю.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ытти ҫынсем пурнӑҫра эпӗ каласа кӑтартнӑ пек мар, урӑхла йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернӗ пулччӑр; упӑшкисемпе арӑмӗсем пурте уйрӑлас пулсан, кунта ӗнтӗ нимӗн ытлашши пӑсӑкки те, нимӗн лайӑххи те ҫук, кашни йӗркеллӗ хӗрарӑмах хӑйӗн упӑшкин юлташне юратса пӑрахса асапланмасть вӗт, унсӑр пуҫне виҫӗ ҫул хушши асапланмасть ӗнтӗ, кашниех кӗпер ҫинче перӗнсе вилмест е (витӗр курса вулакан каланӑ тӑрӑх) гостиницӑран ҫухалмасть ӗнтӗ, — ӑҫта ҫӗтни те паллӑ мар.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
9 сехет тӗлнелле перӗнсе вилнӗ ҫыннӑн арӑмне паллӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтерме полици чиновникӗ ҫитрӗ, — арӑмӗ пӗлет, унпа калаҫма кирлӗ те мар, терӗ Рахметов.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кам перӗнсе вилнине тупас тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ вулакан йӑнӑш персе ярас ҫук ӗнтӗ халӗ.Теперь проницательный читатель уже не промахнется в отгадке того, кто ж это застрелился.
XXVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.