Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

перет (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ вара икӗ ҫын, пӗри теприне ҫапнӑшӑнах, е ун арӑмне чуптунӑшӑн, е ахаль ҫеҫ, ун умӗпелен иртнӗ чух, мӑйӑх пӗтӗркелесе, ун ҫине кӑшт хисеплемесӗртерех пӑхнӑ, — ҫак икӗ ҫын пӗрне-пӗри перет, пӗр-пӗрне вӗлерет.

— И вот два человека из-за того, что один ударил другого, или поцеловал его жену, или просто, проходя мимо него и крутя усы, невежливо посмотрел на него, — эти два человека стреляют друг в друга, убивают друг друга.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Атту ҫапларах та тунӑ: рота хӑй тӗллӗн перет, ҫав вӑхӑтрах кӗҫӗн офицерсем блиндажсенчен револьверсемпе шатӑртаттараҫҫӗ.

А то, бывало, рота стреляет сама по себе, а из блиндажа младшие офицеры жарят из револьверов.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫавӑнпа вӑл хулпуҫҫийӗсене кирек хӑҫан та укерчӗклӗн ҫӳлелле ҫӗклеттерсе тытать, начар тухать пулин те, французла перет, елпӗрнӗ, хавшак утӑпа ҫӳрет, калаҫнӑ чухне, ывӑннӑ тейӗн, аллисене тирпейсӗррӗн сулкалать.

Поэтому он всегда держал плечи картинно поднятыми кверху, скверно французил, ходил расслабленной походкой и, когда говорил, делал усталые, небрежные жесты.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хуларан хулана хутлать, шарманкин тыткӑчине ҫавӑрать, пфеннитсем пуҫтарать, ухмаха перет, ҫав вӑхӑтрах хӑй шӑп-шӑпӑрттӑн укрепленисен, складсен, казармӑсен, лагерьсен планӗсене ӳкере-ӳкере илет.

Ходит из города в город, вертит ручку шарманки, собирает пфенниги, притворяется дураком и в то же время потихоньку снимает планы укреплений, складов, казарм, лагерей.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ман тискер этем ҫав ухӑпа питех те ӑста перет.

Вскоре мне пришлось убедиться, что луком и стрелами мой дикарь владеет мастерски.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Окопра пытанса ҫине-ҫине перет, пӑшалӗ кӗпҫинчен шур тӗтӗм мӑкӑрланать.

Он скрывался в окопе, и ружье его выплевывало белый дым.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрексен пӗр лагерӗнче, черногори чиккинче, фельдшерта тӑнӑ чух, тӗрӗксен йӑлипе чӗлхине пит ӑста вӗренсе ҫитнӗ; каҫсерен эрех сыпкалать, онбашипе те пӗр чӗлхере, ҫӗрле вара, онбашие канӑҫ парас мар тесе, кӑмака мӑрйинчен пӑшал перет; ҫавсенчен пуҫне тата вӑл упана вӗрентет.

В бытность свою фельдшером одного турецкого лагеря на черногорской границе он в совершенстве изучил язык и обычаи турок; по вечерам пил водку и якшался с онбаши, а по ночам, чтобы не давать ему покоя, стрелял в печную трубу и, кроме всего прочего, дрессировал медведя.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑхтаса тӑмалли ҫук, ҫитменне И яланах тӗл перет, йӑнӑшмасть.

В успехе можно было не сомневаться — он всегда попадал в цель.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

— Ламран ламах йӑх вӑйсӑрланса пырать! — хӑйӗннех перет Цзю-цзинь.

— От поколения к поколению все хуже и хуже! — твердила свое старуха.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Вӑл пит лайӑх перет, ӗлӗк ҫаплаччӗ.

Он отличный стрелок, во всяком случае — был таким.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй хуторӗнче ҫав тери тӗттӗм те тӑнсӑр казак-улпут пурӑнать, унӑн икӗ ҫитӗннӗ ухмах ывӑлӗсем пӗр ӗҫ ҫеҫ пӗлеҫҫӗ: вӗсенчен пӗри килти автансене ҫӳлелле ывӑтать, тепри ҫав автансене пӑшалпа перет.

На своем хуторе живет невежественный и тупой казак-помещик, а два его взрослых оболтуса-сына только тем и занимаются, что один подбрасывает в воздух домашних петушков, а другой стреляет по этим петушкам из ружья.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсир мӗнле сасӑпа калаҫнинчен, сирӗн калаҫусенчен усал шӑршӑ перет.

Ваш тон и ваши разговорчики дурно пахнут.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана аннӳ пӑр ҫинче, вак умӗнче ҫуратнӑ пулӗ-ха — шыв ӑсма кайнӑ та, ӑнсӑртран пӑр ҫинчех ҫуратса пӑрахнӑ; ҫавӑнпа санран ӗмӗр тӑршшӗпе сивӗ перет.

Не иначе, тебя мать у проруби на льду родила — пошла за водой и по нечаянности разродилась прямо на льду: потому-то от тебя всю жизнь холодом несет.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Вӗсене пирӗн председатель хатӗрленӗ чухнехи пекех перет. Пирӗн кушака та вӗлертӗрччӗ, атту вӑл кулуюккасене тустарать», терӗ.

«Бьет их наш председатель, как, скажи, на заготовку. Пущай бы и нашего кота убил, а то он гулюшков разоряет».

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет.

…Степь под ветром могуче и мерно дышала во всю свою широченную грудь пьянящим и всегда немного грустным ароматом скошенной травы, от дубовых перелесков, мимо которых бежала дорога, тянуло прохладой, мертвым, но бодрящим запахом сопревшей дубовой листвы, а вот прошлогодние листья ясеня почему-то пахли молодостью, весной и, быть может, немножко — фиалками.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тархасшӑн куҫ-ха леререх, санран вӗри перет, кӑмакаран пенӗ пек!

Отодвинься, ради Христа, от тебя жаром пышет, как от печки!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн йӳле янӑ, хул калеккисем тӗлӗнче тусанланса пӗтнӗ ситцӑ кӗпинчен тар, хӗвел тата тусан шӑрши перет

От ситцевой рубахи его, распоясанной и запыленной на лопатках, дохнуло потом, солнцем и пылью…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫех туятӑп хайхискер: тем, сӑмсана ҫураслах качака шӑрши перет

И вот чую, что уж дюже козлиным духом воняет…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яп-яка утюгланӑ хура ҫӗлен пек офицерӗ сан умӑнтан тутисене чалӑштарса иртет, мӗншӗн тесен, куратӑн-и, эпӗ сухалсене хырман, хам тӑпра пекех хура, манран тар шӑрши перет, унӑн вара, ман ҫине пӑхсан, — ӑшчикки тавӑрӑнса тухать, имӗш.

Ходит такая разутюженная гадюка мимо тебя и косоротится оттого, что я, видишь ты, небритый, грязный, как прах, потом воняю, а ему на меня глядеть — душу воротит.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫийӗнти кӗпӳне хӗҫпе кассан та витерес ҫук, тата, ӳкесле хӑваланӑ лаша пекех, хӑвӑнтан тар шӑрши перет.

Рубашка на тебе — шашкой не прорубишь, и потом разит, как от морёного коня.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней