Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

памашкӑн (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Майор, эпӗ сире ӑнлантарса памашкӑн хатӗр.

— Я готов отвечать вам, майор.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑй чи тӳрӗ кӑмӑлсемпе «сӑмах тытасшӑн» пулнине вӑл темиҫе майпа та кӑтартса памашкӑн тӑрӑшать.

Было видно, что он всячески пытается доказать, что он предлагает свою «сделку» с самыми честными намерениями.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сирӗн айӑпсене кӑтартса памашкӑн инҫех каймалла мар, — терӗ Гленарван.

— За доказательствами вашей вины далеко ходить не придётся, — ответил Гленарван.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Апачӗ ҫине табу хунӑ ҫын пуян пулсан, унӑн вара апатне пырса тӗкӗнме пултарайманнипе ӑна хӑйӗн тарҫисене ҫӑварне хурса памашкӑн хушмалла пулать.

Если несчастный богат, он может заставить своих слуг класть ему в рот пищу, к которой не должны прикасаться его руки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак тӑвӑр та темӗн тӑрӑшшӗ тӗрексӗр фургона шӗвӗр патакпах ҫул кӑтартса памашкӑн питӗ маттур пулмалла.

Требовалось большое искусство, чтобы управлять этим длинным, узким, неустойчивым фургоном при помощи одной только остроконечной палки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Скачкӑра юланутпа маттур чупнишӗн пӗрремӗш приз илнӗ чухнех уйӑрса илчӗ ӑна старик станицӑри йӗкӗтсен ушкӑнӗнчен; анчах та ырӑ мар сӑмахпа вараланнӑ тата пуян мар качча хӗр памашкӑн питех кӳренчӗклӗ пек туйӑннӑ ӑна.

Старик выделил его из толпы станичных парней еще тогда, когда на скачках Гришка за джигитовку снял первый приз; но казалось обидным отдать дочь за жениха небогатого и опороченного дурной славой.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Темиҫе кун каярах эпӗ пурӗ те пилӗк минутлӑха, Александра Петровнӑна кӗнекисене тавӑрса памашкӑн кӑна, кӗнӗччӗ, шантаратӑп сире, ку вӑл юлашки хут пулӗ.

Несколько дней тому назад я зашел всего на пять минут, возвратить Александре Петровне ее книги, и, смею уверить вас, это в последний раз.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Манӑн ҫӗррӗм ҫук, Рада, парне памашкӑн, ылтӑн ҫӗррӗм те, тимӗрӗ те ҫук…

У меня нет кольца, Рада, чтобы подарить тебе, — ни золотого, ни железного…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паянхи ҫак пӗр сехете ирттериччен ҫирӗм ҫулхи пурнӑҫӑма памашкӑн хатӗр эпӗ.

Да, я отдал бы двадцать лет жизни, лишь бы не переживать того, что пережил в этот час.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Боримечка пурин ҫине те мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ, мӗн асне илнипе куҫӗ йӑлкӑшса пӑхма тытӑнчӗ, каласа памашкӑн та хатӗрленчӗ.

Боримечка торжествующе и гордо окинул всех глазами, заблестевшими от воспоминаний, и приготовился рассказывать.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫыннисем эпир ахаллисем кӑна та, хамӑр йышши ҫынна нихҫан та сутмастпӑр, сан пеккишӗн тесен вара — чуна памашкӑн та хатӗр!

Мы простые люди, по христиан не выдаем, а за таких, как ты, душу отдадим!

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унран тӗлӗннӗ онбаши ҫак ҫилленнӗ господинӑн сӑмахне тӗрӗкле куҫарса памашкӑн хушрӗ.

Онбаши, удивленный, попросил перевести ему слова этого рассерженного господина.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑ вара хӗр-манаха хӑйӗн тепӗр шухӑшне каласа памашкӑн та май тупма пулӑшрӗ:

Это дало повод монахине рассказать и о втором своем открытии:

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Финикири Белра ӗҫленӗ чухне вӑл хаклӑ чул тупнӑ, ӑна чутла-чутла лайӑх якатнӑ та Иерусалима таврӑнакан тусне, Захарияна, ҫав чула арӑмӗ патне ҫитерсе памашкӑн ыйтнӑ.

Работая в Беле Финикийском, он нашел драгоценный камень, обделал его и попросил своего друга Захарию, отправлявшегося в Иерусалим, отдать этот камень его, Ахиоровой, жене.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!

— Видеть и слышать, как лгут, — проговорил Иван Иваныч, поворачиваясь на другой бок, — и тебя же называют дураком за то, что ты терпишь эту ложь; сносить обиды, унижения, не сметь открыто заявить, что ты на стороне честных, свободных людей, и самому лгать, улыбаться, и все это из-за куска хлеба, из-за теплого угла, из-за какого-нибудь чинишка, которому грош цена, — нет, больше жить так невозможно!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Мӗнех вара сирӗншӗн ҫав хӗрарӑмсене тивместӗп тесе мана сӑмах памашкӑн?

Что вам стоит пообещать мне не трогать этих женщин?

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ӑшӑмра ҫак ҫулсенче ун пирки мӗн вӗресе ҫитнине тӳррӗн каласа памашкӑн шӑпам пӳрмерӗ ҫав мана.

Не судьба была мне открыто высказать ему всё, что за эти годы накипело на сердце.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑшӑмра ҫак ҫулсенче ун пирки мӗн вӗренсе ҫитнине тӳррӗн каласа памашкӑн шӑпам пӳрмерӗ ҫав мана.

Не судьба была мне открыто высказать ему всё, что за эти годы накипело на сердце.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кун ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам пушӑллах пыраттӑм, Германи карапӗ мӗнле координатсенче пыни ҫинчен ҫеҫ штаба пӗлтерме пултартӑм, анчах Ф. мана «сысна ҫури» ҫиме чӗнчӗ, — ҫав «сысна ҫуринчен» ӗҫӗмӗр пуҫланчӗ те; ун ҫинчен каласа памашкӑн та пырать.

Об этом не стоило бы и упоминать — я шёл пустой и мог только сообщить в штаб координаты германского судна, но Ф. пригласил меня на «поросёнка», и с этого «поросёнка» начались события, о которых стоит рассказать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫакӑншӑн каҫарас ҫук вара хама нихҫан та: шуйттанӗ илӗртрӗ-и мана крепоҫа пырсан хам мӗн илтнине йӑлтах Григорий Александровича каласа памашкӑн; вӑл кулкаларӗ — чееччӗ хӑйне кура! — ҫав вӑхӑтрах мӗн те пулин тума шутласа та хунӑ.

— Никогда себе не прощу одного: черт меня дернул, приехав в крепость, пересказать Григорью Александровичу все, что я слышал, сидя за забором; он посмеялся, — такой хитрый! — а сам задумал кое-что.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней